Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫаксенчен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынсем ҫине ӑҫта тата мӗнле тискеррӗн тапӑннине, унта мӗн чухлӗ юн юхнине, мӗн чухлӗ кил-ҫурт пушарпа пӗтнине — ҫаксенчен пуринчен те кам мӗнле услам илнин те пӗлмелле вулаканӑн.

Читатель должен знать, где и как производятся эти варварские набеги, сколько льется при этом крови, сколько вызывают они грабежей и пожаров, а также кто извлекает из них прибыль.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вӑл ҫаксенчен хӑшне те пулин пӗрне анчах кӗтсе пынӑ: е ура айӗнче аялалла питех чӑнкӑ анса каякан шахта тӗл пулса тата малалла Ҫӗр варринелле анма май парӗ, е малалла ҫула пӳлсе хуракан пӗр-пӗр чӑрмав тӗл пулӗ, тесе шухӑшласа пынӑ.

Он ожидал одного из двух: или разверстого у его ног отверстия колодца, в который он мог бы спуститься, или препятствия, которое преградило бы ему дальнейший путь.

XX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ҫаксенчен ӗнтӗ ҫыхӑ пухӑннӑ, мӗншӗн тесен улӑхмалли-анмалли пусмиех виҫӗ ҫӗр фут тӑрӑшшӗ пулать.

Все это составляло солидный тюк, так как одна только лестница была в триста футов длиной.

XI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Марья Николаевна чӑнах та тӗрӗс каларӗ — канмалла унӑн: ҫак ҫӗнӗ паллашусенчен, тӗлпулусенчен, калаҫусенчен, ун пуҫне, ун чунне кӗрсе кайнӑ сӗрӗмрен — ют хӗрарӑмпа кӗтмен ҫӗртен ҫывӑхланнинчен — пуринчен те ҫаксенчен канмалла ун!

Точно: Марья Николаевна правду сказала — ему следовало отдохнуть, отдохнуть от всех этих новых знакомств, столкновений, разговоров, от этого чада, который забрался ему в голову, в душу — от этого негаданного, непрошеного сближения с женщиной, столь чуждой ему!

XXXVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Ҫаксенчен хӑшӗ Таньӑн хӑратаканӗ ҫеҫ мар, унтан та пысӑкрах асап кӑтартаканӗ пулнине вӑл тинех пӗлӗ-ха ӗнтӗ.

Вот сейчас она узнает, кто из них причинил ей муку, гораздо большую, чем страх.

V // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

«Эпӗ ҫаксенчен пуринчен те кӗҫех уйрӑлатӑп… тӗлӗнмелле тата; мана хӑрушӑ та мар, иккӗленместӗп те, хӗрхенместӗп те…

«Со всем этим я скоро должна расстаться… и странно: нет во мне ни страха, ни сомнения, ни сожаления…

XIX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫаксенчен пӗрин хыҫҫӑн ҫеҫ кайнӑ пултӑрччӗ вӑл, вара ӗҫ трагедипе ҫеҫ пӗтнӗ пулӗччӗ.

Если бы он поддался хотя бы одному из них, дело кончилось бы трагедией.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Анчах вӗсене те туземецсем, сире лекнӗ пекех, вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллельрен ҫурҫӗрелле илсе кайнӑ тесен, ӗненме пулать-ши ҫаксенчен шухӑшласан?

Но значит ли это, что их, как и вас, туземцы увели к северу от тридцать седьмой параллели?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫаксенчен пуринчен те пуҫ ҫаврӑнать, ҫапах та ку манӑҫми туйӑм; ҫаврӑнтӑрах ара, вӑйлӑран та вӑйлӑ ҫаврӑнтӑр.

От всего этого кружится голова, но это несказанно приятно, — пусть кружится все сильнее и сильнее.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫаксенчен хӑшӗн хыҫӗнче-тӗр ӗнтӗ инкеке лекнӗ ҫын выртать.

За какой-то из них лежал человек, попавший в беду.

8 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Вӑл хӑйне Дымшаковпа мӗнле тыткаламаллине пӗлмен, ӑна ҫав ҫынпа тӑванла хутшӑнусем ҫыхӑнтарса тӑнӑран мар, ҫук — принципсемшӗн пулсан, вӑл кирек кампа та, хӑйӗн мӗн пур кил-йышӗпе те вӑрҫса кайма пултарнӑ, — Дымшаков кӑмӑлсӑрринче, вӑл хӗрсе кайса, пӗр чарусӑр питленинче кӑштах тӗрӗс калани те пулнӑран, ҫаксенчен ним мар пӑрӑнса иртме юраманран — пӗлмен.

Она не знала, как ей нужно нести себя с Дымшаковым, и не потому, что ее связывали с этим человеком родственные отношения — ради принципов она могла поссориться с кем угодно, даже со всей своей семьей, — а потому, что в недовольстве Дымшакова и его страстных и бесшабашных обличениях была известная доля здравого смысла, и от всего этого нельзя было просто отмахнуться.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӗр-пӗр ҫын иртсе кайнине курсан та тапӑнать, тет: ҫаксенчен хӑшӗ тухатмӑш, тавҫӑрса ил, тавҫӑрса илеймесен шыва путаратӑп тесе хӑратать, тет.

И если попадется из людей кто, тотчас заставляет его угадывать, не то грозит утопить в воде.

I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Эсӗ ӗҫлеме ҫаксенчен пуҫласан, ҫӗнтеретӗн вара.

Вот ежели ты с этого начнешь действовать, то победу одержишь.

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Анчах халь ӗнтӗ Марийка ҫаксенчен пуринчен те хӑвӑрт ютшӑнса пыма пуҫларӗ.

Но теперь ко всему этому у Марийки быстро росло отчуждение.

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

«Пехотӑя N-ски полкӗнчи офицерсен обществин сучӗ, вӑл ҫаксенчен тӑрать, — вара судьясен хушамачӗсемпе чинӗсене каласа кайрӗ, — Мигунов подполковник председатель пулса ертсе пынипе, Николаев поручикпа Ромашов подпоручик офицерсен пухӑвӗн ҫуртӗнче хирӗҫӳ хускатанӑ ӗҫе пӑхса тухса, ҫапла палӑртать; пӗр-пӗрне йывӑр кӳрентернине пула ҫак обер-офицерсен харкашӑвӗ килӗшӳ тунипе вӗҫленме пултараймасть, ҫавӑнпа та офицерӑн намӑс тӳснӗ чысӗпе тивӗҫне хӳтӗлес тӗлӗшпе вӗсен хушшинче тытӑҫу туса ирттерни ҫеҫ кӑмӑл пусармалли пӗртен-пӗр май пулса тӑрать.

— «Суд общества офицеров N-ского пехотного полка, в составе — следовали чины и фамилии судей — под председательством подполковника Мигунова, рассмотрев дело о столкновении в помещении офицерского собрания поручика Николаева и подпоручика Ромашова, нашел, что ввиду тяжести взаимных оскорблений ссора этих обер-офицеров не может быть окончена примирением и что поединок между ними является единственным средством удовлетворения оскорбленной чести и офицерского достоинства.

XX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ҫаксенчен пӗрне туса ирттерсен тин вара вӑл Ромашова айккинелле илсе каятчӗ те, ун ҫине пулӑнни пек ҫаврака куҫӗсемпе тӳп-тӳррӗн пӑхса, тӳрккес сӑмахсемпе тӑкӑлтаратчӗ.

И только проделав одну из этих штучек, он отводил Ромашова в сторону и, глядя на него в упор круглыми рыбьими глазами, делал ему грубый выговор.

X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ҫаксенчен пӗри, хайхискер, — хӑшӗ иккенне ӑнланса илме йывӑр.

И вот кто-то из них, — трудно было понять, кто именно.

VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Ҫаксенчен пӗри карап ҫинчи платник, тепри капитанӑн иккӗмӗш помощникӗ пулнӑ.

Оказалось, что это корабельный плотник и второй помощник капитана.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Марин йыснӑшӗн кил-йышӗпе ҫаксенчен урӑх хӑй кунта пурӑннине ыттисем пӗлмеҫҫӗ тесех тӑратчӗ.

Огнянов был уверен, что, кроме них и семьи дяди Марина, никто в деревне не знает его тайны.

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӑнастирте ҫаксенчен урӑх халь тухса кайнӑ игумен пурӑнать те тата — тарҫӑ-тӗрҫӗ, урӑх никам та ҫук.

Других обитателей в монастыре не было, если не считать игумена, который сейчас был в отъезде, да нескольких батраков послушников.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех