Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫырла сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫырла (тĕпĕ: ҫырла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кӑҫалхи калӑм ытти чухнехинчен уйрӑм, — тет кукамай сасси витӗр пиҫнӗ ятсӑр ҫырла тӗмӗсем хушшинчен.

— Нынче Калам не такой как обычно, — из-за кустов со спелыми ягодами доносится бабушкин голос.

Мӑнкун // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 19–22 с.

Эсӗ ҫырла чейӗ ӗҫетӗн-и е турӑх антарса парас-и?

Ты взвар будешь пить или кислого молока положить тебе?

V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Шӑпах ҫав пӗчӗк йывӑҫсем ҫулҫӑ сарнӑ вӑхӑтра, тӑрӑшса ҫумланӑ йӑрансенче пахча ҫимӗҫпе ҫырла тунисем ҫӳлелле, хӗвел патнелле туртӑннӑ чух, тепӗр шкула вӗренме каймалла-ҫке!

Куҫарса пулӑш

IV. Ҫӑмӑлах та мар ӑна тӑвасси // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Ҫавӑнпа иккӗмӗш отряд пӗрремӗш отрядри икӗ звенопа пӗрле паян хӑйӑр патне каймаҫҫӗ, вӑрмана ҫырла пухма каяҫҫӗ.

Посему второй отряд совместно с двумя звеньями первого отряда направляется сегодня не на песок, а в лес за земляникой.

Хӑйӑр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 47–57 с.

— Халӑхра ҫапла калаҫҫӗ те хуть, анчах хушса хураҫҫӗ-ҫке: «Хӗрӗх пиллӗкре — каллех ҫырла пек?» теҫҫӗ.

— В народе хоть так и говорят, да прибавляют: «А в сорок пять — баба ягодка опять!»

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫулла Алешка катинчи нӳрӗ ҫӗре йӗплӗ хулӑллӑ кӑвак ҫырла тӗмӗсем иртсе ҫӳремелле мар сырса илеҫҫӗ, ватӑ караичсен тӑрринче элес-мелес капӑр ҫунатлӑ кӑвак кайӑксемпе чакаксем йӑва ҫавӑраҫҫӗ; кӗркунне, йӗкелсемпе ҫӗре тӑкӑннӑ юман ҫулҫисен чуна уҫӑлтаракан йӳҫӗрех шӑрши сарӑлнӑ вӑхӑтра, катара кӑнтӑр енне вӗҫсе каякан кӑрӑпчаксем кӑштах канса илеҫҫӗ, хӗлле вара вӗҫӗ-хӗррисӗр кӗҫҫеленсе выртакан юр ҫинче тилӗсен ҫаврака пичет евӗрлӗ йӗрӗсем кӑна ахах-мерчен ҫипсем пек кукӑр-макӑррӑн тӑсӑлаҫҫӗ.

Летом в Алешкином перелеске колючий ежевичник густо оплетает влажную землю, на вершинах старых караичей вьют гнезда нарядно оперенные сизоворонки и сороки, осенью, когда бодряще и горько пахнет желудями и дубовым листом-падалицей, в перелеске коротко гостят пролетные вальдшнепы, а зимою лишь круглый печатный след лисы протянется жемчужной нитью по раскинутой белой кошме снега.

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Тен, ҫырла ,шывӗ ӗҫетӗн?

— Может, взвару выпьешь?

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Суворов Кончански ачисемпе вӑрмана кӑмпа е ҫырла пуҫтарма кайнӑ, Николаев та юлман, кунтӑк илнӗ те хыҫалтанах утнӑ: «Фельдмаршал тарма ан шутлатӑр!»

Направится Суворов с кончанскими мальчишками в лес по грибы или ягоды, и Николев тут как тут, возьмет лукошко, идет следом: «Ну как фельдмаршал удрать собрался!»

Николаев // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Хыҫалта тӑраканнисем, пуҫӗсене ҫырла ҫупкӑмӗсем пек малалла кӑнтарса, малтисен ҫурӑмӗсем урлӑ кармашса пӑхаҫҫӗ.

Гроздьями висели над ним, опираясь на спины передних, следили жадно-любопытствующими глазами.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Вӑл ҫырла ывӑтма пӗлмест.

— Он совсем не умеет бросать черешни.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сана валли эпӗ, ҫырла пек хӗрӗм, ҫакӑн пек каччӑ ҫеҫ тупӑп-им вара?

Да рази я тебе, моя ягодка, такого женишка сыщу?

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

 — Ҫырла пекех эсӗ маншӑн, йӳҫӗрех ҫырлаҫӑм!

— Калинушка моя, эх, горьковатенькая!

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ай ҫӗтсе кайрӑн? — пачах ҫывӑхра, хӗрлӗ ҫырла тӗмӗсем хушшинчен сасӑ пачӗ Пантелей Прокофьевич.

— Ай заблудилась? — совсем близко, из зарослей боярышника, отозвался Пантелей Прокофьевич.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий хӗрӗн ҫырла хыпнӑ хӗрлӗ тути хӗррисем ҫине нимӗн сӑмахсӑр тинкерсе пӑхать.

Григорий молча глядел на розовое сердечко полных губ, сжимавших ягодку.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Апла пулсан та, вӗсен тахҫан авал ҫак сӑрта ят паракансен, ун таврашӗнчи ҫӗрсене сухалакансен, тырпул пухса илекенсен, ун ҫывӑхӗнчи вӑрманта ҫырла пуҫтаракансен шӑмшаккисем хушшинче пурӑнмалла пулнӑ: дзотсемпе блиндажсен, ҫӳремелли канавсен стенисенчен тупӑк кӗтессисем, ҫӗрнӗ хӑмасем, сарӑ шӑмӑсемпе сарӑ пуҫ купташкисем курӑнкаласа тӑраҫҫӗ.

И все же им пришлось жить среди останков тех, кто когда-то дал название этому взгорью, пахал вокруг него землю, убирал хлеба, собирал в ближних лесах ягоды и пел песни: всюду из стен дзотов, блиндажей и ходов сообщения торчали углы гробов и гнилые доски, показывались желтые кости и черепа.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

«Темскер килӗшмест мана унра, мӗн килӗшменнине ниепле те ӑнланса илме пултараймастӑп, — шутларӗ вӑл, ҫырла тӗшшине шӑлпа ҫыртса. — Ҫамрӑк-ха, симӗс-ха, ку чӑннипех ӑна килӗшӳллӗ пулмалла…» йӗпеннӗ тӗшше ҫӑварӗнчен кӑларса ал лаппи ҫине хучӗ те вӑл шухӑша кайрӗ.

«Что-то мне в ней не нравится, а вот что именно, понять не могу, — думал он, пробуя зубами косточку. — Молодо-зелено — это, пожалуй, как раз к ней и подходит…» Он вынул изо рта мокрую косточку, положил ее на ладонь и задумался.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кашни пӗчӗк уҫланках тӗклӗ ҫырла тӗмӗсем тата хумханакан чакӑр пучахлӑ хӑмӑш сӑрса илнӗ.

Каждая маленькая полянка вся заросла ежевичником и камышом с серыми колеблющимися махалками.

XIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Шурӑ тӗслӗ ҫырла эреххи нумай ӗҫнипе йӑлт хӗремесленсе кайнӑ, шӑрҫисем сарӑлнипе пач хура пулса тӑнӑ куҫлӑ, пӳрленчӗк хӗрлӗ туталлӑ Шурочка сасартӑк Ромашов патне ҫывӑхах пӗшкӗнчӗ.

Шурочка, выпившая много белого вина, вся раскрасневшаяся, с глазами, которые от расширенных зрачков стали совсем черными, с влажными красными губами, вдруг близко склонилась к Ромашову.

XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Арча тӗпӗнче укҫа енчӗкӗсем выртатчӗҫ — вӗсенчен пӗри симӗс — тата ытти хаклӑ йышши чулсем пур: янтарьтен тунӑ пысӑк четка, вырӑссен ылтӑн ризӑллӑ турӑшӗсем, кӗмӗл кашӑксемпе ҫырла юрми хумалли чашӑксем, ӗнчӗ хӗрессем, Афонран кӳртернӗ пӗчӗк ӳкерчӗксен ҫыххи.

На дне его лежали сумки с деньгами — среди них одна зеленая — и другие драгоценные вещи: большие четки из янтаря, иконы русской работы в золоченых ризах, серебряные ложечки и блюдца для варенья, жемчужные крестики и свиток лубочных картинок духовного содержания, вывезенных с Афона.

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эпӗ чуста ҫӑрнӑ чух Кунтӑк ҫырла ҫиетӗп, Витре эрех ӗҫетӗп…»

Пока я тесто мешаю, — Винограда корзинку съедаю Да ведро вина выпиваю…»

ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех