Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсен вӑрламалли япала нимех те ҫук, тата камӑн кӑмӑл ҫӗкленӗ ыйткалакан япалине вӑрлама?Во-первых, красть было нечего, а во-вторых, у кого бы хватило совести воровать у нищих?
XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Николай Антонычӑн пӗртен-пӗр ҫак япалине ҫеҫ Катя хӑйпе илсе каять.Это была единственная вещь, принадлежавшая Николаю Антонычу, которую Катя увозила с собой.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӑй вӑл ҫын япалине ӑмсанса, ҫавӑн пек тӑпӑлтарса илме ҫуралнӑ ҫынах пулман, хӑйне кӳрентернине тавӑрас кӑмӑл ӗҫе ҫав тери шала илсе кӗртни — уншӑн лайӑх мар пек туйӑннӑ.От природы не был он корыстолюбив, желание мести завлекло его слишком далеко, совесть его роптала.
IV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вара вӑл пӗр васкамасӑр, чӑн-чӑн хуҫа пек, япаласене пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна иле-иле хучӗ, кашни япалине уйрӑмӑн ҫутӑ еннелле тытса пӑхрӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Паллах, ҫак сӑмахсене илтсен, ҫынсен питех те пӗлесси килсе кайрӗ, вӗсем чи пысӑкрах япалине те манса кайнӑ пек пулчӗҫ.Конечно, это вызвало такое любопытство, что о самом происшествии чуть не забыли.
30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ачасем вара хӑйсен япалисене ҫав ҫӗрелле йӑтма тапратрӗҫ, мӗнпур япалине йӑтса пӗтериччен вӗсем нумайччен чӗркуҫҫи таран шыв тӑрӑх каллӗ-маллӗ утрӗҫ.
13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Япалине хут ӑшне чӗркесе лартнӑ.
10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вара Том хӑйӗн чи хаклӑ япалине — камин решеткин пӑхӑр шарикне — туртса кӑларчӗ те, унпала Бекки куҫӗ умӗнче суллакаласа ҫапла каларӗ: — Ну, Бекки, тархасшӑн…
7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Нихӑҫан та ҫыннӑн япалине илме ан тӑрӑш, тупнӑ япалана та хуҫине тавӑрса пар, – терӗ атте.Старайся никогда не брать чужую вещь, найденную вещь возвращай хозяину, - сказал отец.
Пулӑҫӑ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08
32. Ӗненекенсем йышлӑ пулсан та, вӗсен пӗр чӗрепе пӗр чун пулнӑ; никам та хӑйӗн пӗр япалине те хамӑн темен: вӗсен мӗн пурри пӗрле пулнӑ.
Ап ӗҫс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫак хулан мӗнпур пуянлӑхне, мӗнпур пурлӑхне, унӑн мӗнпур хаклӑ йышши япалине, Иудея патшисен пӗтӗм мулне — йӑлтах тӑшманӗсен аллине парӑп, вӗсене ҫаратса-тустарса пӗтерӗҫ те Вавилона ӑсатӗҫ.
Иер 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Езекия хӑй патне килнӗ элчӗсене хапӑлласа йышӑннӑ, вӗсене кермен управӑшӗсене, ылтӑн-кӗмӗлне, ырӑ шӑршӑлӑхне, хаклӑ сӗрӗшӗсене, ҫар кӑралӗн ҫуртне, хӑй ҫуртӗнчи пӗтӗм хаклӑ япалине йӑлтах кӑтартса тухнӑ — Езекия вӗсене хӑй аллинчи пурлӑхран пӗр япалине те кӑтартмасӑр хӑварман.
Ис 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Кирек мӗнле япала та, ҫӗрмеллискер, ҫухалать, япалине тӑваканни те унпа пӗрлех пӗтет.20. Всякая вещь, подверженная тлению, исчезает, и сделавший ее умирает с нею.
Сир 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Турӑ усал ҫынна та, унӑн усал ӗҫне те пӗр пекех кураймасть; 10. тунӑ япалине ӑна тӑваканӗпе пӗрлех хаса ҫитӗ.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тӑшмансен тапӑрне халӑх вӑтӑр кун хушши ҫаратнӑ, Олофернӑн чатӑрне, унӑн мӗнпур кӗмӗл савӑтне, выртса тӑмалли вырӑнӗсене, куркисене, унӑн пӗтӗм япалине Иудифе панӑ.
Иудифь 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ӗнтӗ Миди ҫӗрӗнчи Екбатан керменӗнче пӗр тӗркем тупӑннӑ, унта ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Асра тытма: 3. Кир патша хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иерусалимри Турӑ Ҫурчӗ пирки панӑ хушу: Ҫурта парне кӳрекен вырӑнта лартчӑр, ӑна валли ҫирӗп никӗс хывччӑр; унӑн ҫӳллӗшӗ утмӑл чике, сарлакӑшӗ утмӑл чике пултӑр; 4. шултӑра чулсен речӗ — виҫҫӗ, йывӑҫ хунӑ рет пӗрре пултӑр; тӑккаланма мӗн кирлине патша килӗнчен парса тӑччӑр. 5. Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене те — Навуходоносор Иерусалим Ҫуртӗнчен Вавилона илсе кайнӑ ылтӑн та кӗмӗл савӑтсене — каялла Иерусалим Ҫуртне тавӑрса паччӑр, кашни япалине Турӑ Ҫуртне хӑйӗн вырӑнне лартчӑр».
1 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Езекия хӑй патне янӑ ҫынсене итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн вӗсене кермен управӑшӗсене кӑтартнӑ, ылтӑн-кӗмӗлне, ырӑ шӑршӑлӑхне тата хаклӑ сӗрӗшӗсене, ҫар кӑралӗн ҫуртне, пӗтӗм хаклӑ япалине, хӑй ҫуртӗнче мӗн пуррине йӑлтах кӑтартса тухнӑ — Езекия вӗсене хӑй аллинчи пурлӑхран пӗр япалине те кӑтартмасӑр хӑварман.
4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӗсем каялла ҫаврӑннӑ, хӑйсем хыҫа тӑрса, ачисене, выльӑх-чӗрлӗхе, пӗтӗм япалине малтан янӑ.21. Они обратились и пошли, и отпустили детей, скот и тяжести вперед.
Тӳре 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Тӑр, халӑха тасат, кала ӑна: ирччен тасалӑр, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать, те: «Эй Израиль, сан хушшунта тупалани пур; ҫав тупаланӑ япаларан хӑтӑлмасӑр эсӗ хӑвӑн тӑшманна хирӗҫ тӑма пултараймӑн» тесе калать, те; 14. ыран [пурсӑр та] йӑхӗ-йӑхӗпе пухӑнса тӑрӑр; Ҫӳлхуҫа кӑтартакан йӑх ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пытӑр; Ҫӳлхуҫа кӑтартакан ӑру кил-йышӗ-кил-йышӗпе пытӑр; Ҫӳлхуҫа кӑтартакан кил-йыш пӗрер ҫыннӑн пытӑр; 15. тупаланӑ япалана вӑрлани кам ҫине тухӗ, ҫавна хӑйне те, унӑн мӗнпур япалине те вут-ҫулӑмпа ҫунтарса яччӑр: вӑл Ҫӳлхуҫа хывнӑ халалран пӑрӑнса Израиль хушшинче саккуна хирӗҫле ӗҫ тунӑ, тенӗ.
Нав 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Аарон Моисей каланӑ япалине илнӗ те халӑх хушшине чупса кайнӑ, акӑ ӗнтӗ халӑх пӗте пуҫланӑ.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.