Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ямастӑп (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл мана пӗччен кӑларса ямастӑп терӗ, пӗр сехетрен е сехет ҫурӑран унӑн упӑшки килмелле-мӗн, вӑл мана ӑсатса ярать.

Она сказала, что одну меня не отпустит, а вот придет ее муж часика через полтора, тогда он меня проводит.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ватӑ хуҫа майри — тепӗр майлӑ каласан Уотсон мисс — ялан манпа чӑркӑшать, пурӑнма та памасть, ҫапах та хӑй мана Орлеана сутса ямастӑп тесе сӑмах пачӗ.

Старая хозяйка — то есть мисс Уотсон — все ко мне придиралась, просто жить не давала, а все-таки обещала, что в Орлеан меня ни за что не продаст.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Биль Галлей — ӗҫме юратакан ҫын, тӑрпалтай, анчах ӑна эпӗ куҫран ямастӑп, ҫӗрӗн ҫывӑхнелле ӗҫсем хӑрушланса кайсан, суднона хамӑн алла илетӗп эпӗ.

Билль Галлей — тупоголовый пьяница, но я не спускаю с него глаз, и, если вблизи от земли положение покажется мне опасным, я возьму на себя управление судном.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эпӗ сана нимпе те ямастӑп.

Я тебя ни за что не отпущу.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Ҫук, кукка, эпӗ ӑна ӗнселесе кӑларса ямастӑп, — килӗшмерӗм эпӗ.

— Нет, дядя, — отказался я, — Я ее не буду гнать в шею.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

— Хӗр ҫураҫма ямастӑп сана, — ҫиленсе кайрӗ ашшӗ.

— Не женихом посылаю, — рассердился отец.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Ҫук, манран ан та ыйт, леҫсе ямастӑп.

— Нет, даже не проси, туда провожать не стану.

Партизан йысна // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 57–62 с.

Мӗнле те пулин урӑххипе ҫӳренине пӗрре кӑна курам, вара эпӗ сана яхӑнне те унта ямастӑп!

Если я хоть раз увижу, что ты ходишь там в чем-нибудь другом, то больше ты туда и носа не покажешь!

V сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Ямастӑп!

— Не пущу!!

Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.

Ямастӑп?

— Не пущу!

Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.

Ямастӑп.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.

Ямастӑп тенӗ!

— Не пущу!

Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.

Ямастӑп.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.

Ямастӑп! —

Не пущу! —

16 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Амӑшне вара эпӗ кунта ямастӑп, тӳсеймест…

А мать я сюда не пущу, не выдержит…

3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ҫисе ямастӑп.

Не съем.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ямастӑп!

Не пущу!..

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ямастӑп ниҫта та!

Не пущу никуда!

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӗсем майлӑ каласан, эпӗ райком ятне ямастӑп ҫеҫ мар, райкома тата авторитетлӑрах тӑватӑп!»

И если я скажу им то, что они хотят, я не только спасу престиж райкома, но и сделаю его более авторитетным!»

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Рагулина ытла та ҫилленсе ҫитнипе, Хохлаков арманти лашасене те ямастӑп, хам та пымастӑп, тесе кӑшкӑркаласа ларуран тухса кайнине аса илчӗ.

Хохлаков вспомнил, как разозлился на Рагулина и сказал, что и сам не поедет на строительство и лошадей с мельницы не даст, и тут же покинул заседание.

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех