Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 16

Пай: Вилӗме ҫӗнтерсе… –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Антал Назул

Ҫӑлкуҫ: Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Хушнӑ: 2020.04.05 19:50

Пуплевӗш: 162; Сӑмах: 1165

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫав каҫ Сергей чӗпкӗм куҫ хупмарӗ. Ун умӗнче ҫав каҫ, хӑйне ҫӗнӗ те пысӑкрах хак пама хистесе, пӗтӗм пурнӑҫӗ тепӗр хут шуса иртрӗ. Утӑм хыҫҫӑн утӑм, пулӑм хыҫҫӑн пулӑм. Егорыч хӑтланӑвӗсене, унӑн шухӑшӗсене, — вӗсем ҫине Сергей халь пачах урӑх енчен пӑхать, — хӑйӗннисемпе танлаштарчӗ. Ҫук-мӗн, ахаль ҫеҫ пурӑнса ирттермен-мӗн ватӑ геолог пурнӑҫа. Уншӑн вӑл чи ҫутӑ та чи витӗмлӗ тӗслӗх.

Ҫуталма пуҫласан, Сергей, йывӑрпа пулин те, пуҫне минтер ҫинчен ҫӗклерӗ, ура ҫине тӑчӗ, ыратнине пӑхмасӑр палата тӑрӑх уткалама тытӑнчӗ. «Хӑвна нимӗнле ҫемҫелӗх те! Нимӗнле те! Кашни кунах аллӑшар утӑм хушса пымалла!» приказ панӑ пекех, ҫине-ҫине каларӗ вӑл хӑйне.

Ирхине Таня палатӑна пырса кӗчӗ те Сережа урайӗнче выртнине курчӗ. Вӑл тӑнсӑрччӗ.

— Виҫӗ кун вырӑн режимӗ, — татса каларӗ хыпланса ҫитсе тӑнӑ Григорий Васильевич. — Нимӗнле хускану та пулмалла мар ун! Каҫар пире, — ҫаврӑнчӗ вӑл Таня енне, — эс ҫук чух астуса ҫитереймерӗмӗр эпир ӑна. Ӗнер вӑл коридора тухнӑ, унта Егорыча курнӑ… кӗскен каласан, унӑн ӳтне…

Таня куҫне чарса пӑрахрӗ, тем каласшӑн пулчӗ — калаймарӗ.

— Егорыч ҫук ӗнтӗ, — терӗ те Кузнецов тухса кайрӗ.

Григорий Васильевич Сергейӗн нервисем хускаласран хӑраса пӑшӑрханни, телее хирӗҫ, кӑлӑхах пулчӗ. Ҫамрӑк ӳт-пӳ, хӑвӑрт вӑй илсе, тӳрленсех пычӗ. Каҫа Сергей ҫӗнӗрен ура ҫинчеччӗ вара, утма хӑнӑхатчӗ. Ним хускалмасӑр хытса выртасси ӑна мӑй таранах тӑрантарнӑ ӗнтӗ, йӑлӑхтарса ҫитернӗ. Ун часрах ҫак тыткӑнран тухса, ҫӳреме пуҫлас килет. Ку тӗлӗшпе ӑна текех нимӗнле вӑй та тытса чарма пултараймӗ.

Часран-час калаҫу пуҫараҫҫӗ Сергейпе Таня больницӑран тухасси пирки. Мӗнлерех пулӗ-ши вӑл, ҫав кун? Мӗн кӗтет вӗсене унта, больницӑн ҫуллӗ хӳми леш енче? Ку ыйтусем, ытти нумай ыйтусем пекех, хӑйсен тӗтрелӗхӗпе хӑратнӑ та, васкатнӑ та. Пурнӑҫ мӗнлерех хуйхӑпа савӑнӑҫ хатӗрлесе хунине пӗлмеҫҫӗ пулин те, вӗсен ҫав тери киле каяс килнӗ.

Больницӑна та хӑнӑхнӑ, унран та уйрӑлма йывӑр. Сергейшӑн — пушшех. Кунта уншӑн пурте вырӑнлӑ та канлӗ, пурте хаклӑ. Ак ҫак саркӑҫ ҫине вӑл пуҫласа урисемпе пуснӑ. Ав ҫавӑнта ӳкнӗ. Леш, мачча ҫинчи ҫурӑк тата? Вӑл питӗ те нумай пӗлет… Этем месерле выртнӑ та, йынӑшса ярас марччӗ тесе, шӑлне ҫыртать, каснӑ аллисен пӳрнисем вара, хӗртнӗ тимӗрпе пуснӑ пекех, ҫунаҫҫӗ… Ку алӑкран кашни ирех Григорий Васильевич килсе кӗрет, кулкаласа ыйтать: «Мӗнле ҫывӑрӑнчӗ?» Унтан ун витӗр черетпе дежурства килнисем пыра-пыра пӑхаҫҫӗ, хаваслӑн алӑ сӗлтсе сывлӑх сунаҫҫӗ, киле каякан няньӑсемпе сестрасем, сывпуллашса, пуҫӗсене сулса кулаҫҫӗ. Мӗн пулӗ-ши лере? Урамра мӗнле кӗтсе илӗҫ палламан ҫынсем? Хӗрхенсе те пӗлесшӗн ҫунса пӑхӗҫ ӗнтӗ…

Шӑматкун Рафик Мамедовпа Николай Гончаров килчӗҫ. Палатӑна вӗсем, шавлӑн та хаваслӑн шапӑлтатса, йӑтӑнса кӗрсе тӑчӗҫ.

— Сережка, шуйттан ҫури-ҫке эсӗ! — янраттарчӗ Николай урата урлӑ каҫнӑ чухнех. — Сан пепкӳне, комсомолецсен бригадине, коммунизмла ӗҫлекенсен ятне пачӗҫ!

— Ну-у-у… — пуҫне минтерӗ ҫинчен ҫӗклерӗ Сергей. Ку чӑн та тӗлӗнмелле!

— Ачьсем ҫӗнӗрен ҫуралнӑ пекех ҫӳреҫҫӗ! Урисем пуррине те туймаҫҫӗ! — васкарӗ пӗлтерме Мамедов. — Кодекс ҫыраҫҫӗ, ыран хӑв патна персе ҫитӗҫ — темӗнле тупа шутласа кӑларнӑ.

— Коля, ман ҫине пижама ывӑт-ха. — Сергей, урисене уртса, тӑрса ларчӗ. — Тупа, тетӗн? Ытла хӑпартланмасан юрамасть-ши? Мӗн тума кирлӗ-ха вӑл ун пек? Ачьсене кам та пулин шанмасть-и вара?

— Тем калаҫан эс, Сережка. Сана вӗсем хӗреснашшӗ вырӑнне хураҫҫӗ. Эсӗ вӗсемшӗн… Мӗн унта вӗсемшӗн кӑна пултӑр, пирӗншӗн пурсӑмӑршӑн та тӗслӗх эс! Ӑнланатӑн-и?

— Кирлӗ мар кун ҫинчен, Коля.

— Ҫук, кирлӗ! — хӑлаҫлансах аллине сулчӗ Рафик. — Пурнӑҫра, пӗлетӗн, мӗнлерех пулать. Амбразура патне яланах икӗ ҫул — малалла тата каялла. Пӗрремӗшне пуртех суйласа илмеҫҫӗ. Чӑннипе, пурте илни кирлӗ! Ӑнланатӑн! Пурте!

— Эсӗ вара хӑв иккӗмӗшне илнӗ пулӑттӑнччӗ-и? — ыйтрӗ Сергей.

— Пӗл-л-местӗп… Малтан пӗлместӗмччӗ, халь пӗлетӗп.

— Мӗн унта… пӗлместӗп, пӗлетӗп… Ман вырӑнта эсӗ те, Николай та ҫав иккӗмӗш ҫул пурри ҫинчен асӑра та илмен пулӑттӑрччӗ.

— «Пиллӗкмӗш-бис» шахтӑра транспортер ленти ҫунса кайрӗ, — васкамасӑр калаҫма пуҫларӗ Гончаров. — Моторист, вунтӑхӑр ҫулхи услап, халь кӑна шкул пӗтернӗскер, хӑраса ӳкнӗ те пӑрахса тарнӑ. Унӑн пурӗ те тӑрса кнопка ҫине кӑна пусмалла пулнӑ, вута вӑл кӑшт шывпах та сӳнтерме пултарнӑ… хӑй пурнӑҫӗшӗн ним хӑрамасӑрах. Тӑватӑ шахтер вара ҫав кун ҫемйисем патне таврӑннӑ пулӗччӗҫ. Вӗсем таврӑнаймарӗҫ. Мӗншӗн тесен ҫавӑ, пӗри, пӑрахса тарнӑ.

— Пулма пултараймасть, — ҫӳҫенсе калаҫса илчӗ Сергей. — Мӗнле пурӑнӗ-ши вара вӑл?

— Сутӑнчӑксем мӗнле пурӑнаҫҫӗ?

— Ҫитет кун ҫинчен, — сӗнчӗ Николай. — Рафик, ав, чи чаплӑ шампанскине пытаркалать. Ну, мӗнле, палӑртатпӑр-и хӑвӑн хресна ачусен ҫитӗнӗвне? Сана юрать-и, Сережа?

— Ҫирӗптереххи пулсанччӗ мӗнле те пулин…

— Коньяк юрамалла-и? Эпӗ халех!..

— Ҫук, Коля, эпӗ шӳтлерӗм. Хаяррине ӗҫсен эп макӑрма пултаратӑп…

— Ан ухмахлан, Сережка. Чи хӑрушши хыҫра ӗнтӗ. Часах киле таврӑнатӑн. Унта, пӗлӗсӗнччӗ, мӗнлерех хваттер хатӗрленӗ сан валли!..

— Ачасем, эпӗ шахтӑна таврӑнмастӑп.

— Мӗнле?.. Мӗн эс, Сережа?.. Хӑв мӗн калаҫнине ӑнланатӑн-и эсӗ?!.

— Хӗрхенмелле пулӗ те, питӗ паллӑ…

— Ҫук, Рафик, итле-ха эс, мӗн шутланӑ вӑл! Эсӗ ҫакна хӑвах-и е кам та пулин канаш панӑ-и сана? Ямастӑп! — Николай пуканӗ ҫинчен сиксе тӑчӗ, лешӗ халех, ҫак минутрах таҫта тарма хатӗрленнине чарас тенӗ пек, Сергей умне аллисене сарса, карталаса хучӗ. Унтан ларчӗ, самантлӑха шӑпланчӗ те тӗлӗннӗ куҫӗсемпе Сергей ҫине пӑхрӗ. — Сережа, эпӗ нимӗн те ӑнланмастӑп. Эс кӳреннӗ-и? Кунта сан тусусем-ҫке, сан шахту. Ӑнланатӑн-и, — санӑн! Уншӑн, пирӗншӗн эс… — Гончаров каллех сиксе тӑчӗ, йӑтнӑ аллисене чӗтретсе сулкаларӗ, — хӑв юнна панӑ, вӗсем ак… шахта та, эпир те пурӑнччӑр, тесе! Ҫук, эсӗ шӳтлешрӗн. Ну, кала — шӳтлешрӗн-и? Сергей чӗнмерӗ.

— Рафик, мӗн эс тунката пек ларатӑн! Кала ӑна мӗн те пулсан!

— Кӑшкӑрма кирлӗ мар, Коля. Шӳтлесси иртнӗ ман. Шахтӑна эпӗ таврӑнмастӑп.

— Тен, эсӗ мӗншӗнне ӑнлантарӑн? — шӑппӑн ыйтрӗ Рафик.

— Эпӗ, кам пӗлет, тӗрӗс мар та тӑвап пулӗ: Калаймастӑп… Мана сивлеме те пултаратӑр. Шахта гудокӗ кӑшкӑртса ярӗ те эсир сменӑна кайӑр, манӑн мӗнле пурӑнмалла вара ҫакна илтсе? Ӑҫта кайса чикӗп эпӗ чӗреме?..

— Айван эс, Сережка. — кулса илчӗ Николай. — Ӗҫсӗр лармастӑпах ӗнтӗ. Тупатпӑр… Пулӑшӑпӑр…

— Ҫапла ҫав — тупатӑр, пулӑшатӑр… Хӑвӑр ӗҫӗрсене пӑрахса манпа сӗтӗрӗнме пуҫлӑр вара. Эсир вӑйлӑ, анчах эпӗ сирӗн куҫӑрсенче те тепӗр чух хӗрхенӳ куратӑп. — Халӗ те ак, эпӗ каланӑ хыҫҫӑн та, сиртен нихӑшӑр та сиксе тӑрса мана питрен енчен-енне ҫутӑлтармарӗ? Кунашкал ирӗке ман каллех ҫапӑҫса илес пулать… хамӑн… пӗтӗм пурнӑҫӑмпа. Пӗртанлӑх пултӑр тесе… пӗр хӗрхенми ҫаптарса ӳкерттерме.

Мамедов тӑчӗ, палата тӑрӑх утса ҫаврӑнчӗ.

— Эсӗ, Сережа, хӑвна ху мӗн чухлӗ те хисеплеместӗн.

— Хам пирки шутлама ман вӑхӑт нумай пулнӑ. Эпӗ шахтӑпа сывпуллашнӑ. Ӗненӗр — чӗрене ҫуркалама ҫӑмӑл мар, анчах… шахтӑна эпӗ таврӑнмастӑп…

Кӗҫех сентябрь больница картишӗнче саралнӑ ҫулҫӑсене ҫавӑрттарма пуҫларӗ. Тӗксӗм сӑнлӑ йӑлӑхтармӑш кӗрхи ҫумӑрсем час-часах лӳшкентерсе иртеҫҫӗ, хӑмӑр тӳпе, пӗлӗтсемпе пӗрле, вӗҫен кайӑк картисене те васкаса хӑваласа кайрӗ. Кӑнтӑралла вӗҫрӗҫ кайӑксем. Вӗҫрӗҫ ҫӗнӗ пурнӑҫа хирӗҫ. Анчах вӗсен сассинче темшӗн, ӑнланса илме те ҫук, чӗререн тарӑхса тухакан салхулӑхра хирӗҫлӳ пурри янӑрарӗ.

Ҫав сасӑсем Сергее кӑнтӑрла та канӑҫ памаҫҫӗ, ҫӗрле те ыйхӑран вӑратаҫҫӗ. Вӑл йывӑр шухӑшсемпе вӑранса каять те вӑрахчен ҫывараймасть вара. Сурансем туртса ыратаҫҫӗ. Нимӗн те пулман пек, алӑсем пур пекех туйӑнать. Вӑл вӗсене ҫав тери лайӑх туять. Сергей пӳрнисене, чавсисене, ал тунисене хуҫлатать, вӗсен кашни хусканӑвне, ӳчӗн кашни хутламне сиссе тӑрать. Калӑн, вӑрӑм та асаплӑ тӗлӗк вӗҫленнӗ, иртсе кайнӑ, вӑл халех аллине ҫӗклет те питне сӑтӑрса илет, чиксе ыратакан тӑнлавӗсене хӗссе лартать, пилӗк пӳрнипе те ҫӳҫне якатса ярать… Аллисем, чӑн та, пуҫӗ еннелле туртӑнаҫҫӗ, курӑнманскерсем, виҫесӗрскерсем, хулпуҫҫисене вутла ҫунтарса илеҫҫӗ те каялла лӑштӑрах ӳкеҫҫӗ. Тӑрна картин илемсӗр те тӑсмак ахравӗ кӗрхи тӗттӗм каҫӑн шӑплӑхне ҫура-ҫура каять, кӑкӑртан халь-халь тухса ӳкме хатӗр чӗрене курӑнман хӗскӗчпе пусарса пӑталать.

«Хӑвна ху алла ил!» — ҫирӗппӗн пӑшӑлтатать шалти сасӑ; чакать, ҫухалать вара пӑлхануллӑ пӑшӑрхану.

«Инвалид! — кӑшкӑраҫҫӗ пенси кӗнеки ҫинчи йӗркесем. — Сан хыҫҫӑн карчӑксем куҫҫуль тӑкса пӑхса юлӗҫ ӗнтӗ».

«Ан юхтар сӗлекӳне!» — ҫаплах кӑшкӑрать малтанхи сасӑ. Ӑна илтсе, Сергей ялт! сиксе ӳкет. Шухӑш чӑптине вӑл ҫавӑнтах урӑх еннелле ҫавӑрать.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех