Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Эсир шӳт тӑвассипех, батюшка Кирила Петрович, — именерех кулса илчӗ Антон Пафнутьич, — чӑн та юхӑнса ҫитрӗмӗр, ҫука ертӗмӗр ӗнтӗ, — терӗ те Антон Пафнутьич, хуҫан шӳтне ҫуллӑ пулӑ татӑкне ҫинипе пӗрле ирттерсе ячӗ.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ун чухне вӑл питех те юхӑнса кайни, юсав ӗҫӗсем туса ирттермесӗр май ҫукки куҫкӗретчӗ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи савӑнӑҫ // В. ШАПОШНИКОВ. http://www.zp21rus.ru/kultura/2208-n-ul- ... nkhi-sav-n
Ӑна ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш заместителӗ пулса ӗҫлекен Леонард Левый тӑрӑшнипе тунӑ: брусчатка сарнӑ, картлашкана, стелӑна, юхӑнса кайнӑ салтак кӳлепине тӗпрен юсанӑ.
«Яла кӗрсен мӗн сас лайӑх?» // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d1%8f%d0%b ... b9a%d1%85/
Унта та пурте ҫавӑн пекех ирсӗр юхӑнса пӗтнӗ.
26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Юхӑнса ҫитнӗ хуҫалӑхсен вара тупӑш туса илмелли майсем турта пек кӗскелчӗҫ.У пришедшего к запустению хозяйства возможности получить прибыль сократились как оглобли.
Ӑрша чупнине курасчӗ // Иван ПАТШИН. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№
Ҫук, юхӑнса кайман, ҫавах та аталану курӑнмасть.
Ботаника пахчи — илемлӗ те кӑсӑклӑ вырӑн // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2788.html
Ҫавӑнпа фондри ҫӗре усӑ куракансене валеҫсе памасан юхӑнса выртаканнисен шутне кӗрет.
Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
2003 ҫулта ҫав вӑхӑт тӗлне юхӑнса ҫитнӗ сӗт завочӗн тилхепине тытнӑ та - вӑл ертсе пыракан команда 2009 ҫул тӗлне отрасль ветеранне ҫӗнӗ пурнӑҫ пама пултарнӑ.
Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20
29. Вӑл ӗнтӗ хыснара кӗмӗл сахалланса юлнине курнӑ, хырҫи те сахал пухӑнса пынӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑй ҫав ҫӗр ҫинчи авалхи саккунсене пӗтерсе пынӑран халӑх пӑлханнӑ, юхӑнса юлнӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Нумая кӗтетӗр те — сахал тухать; килӗрсене мӗн илсе килнине те Эпӗ сапаласа ярӑп. — Мӗншӗн-ши? тет Саваоф Ҫӳлхуҫа: Хамӑн Ҫуртӑмшӑн, вӑл юхӑнса ларать, эсир вара кашниех хӑвӑр ҫуртӑр патне васкатӑр.
Агг 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӳлхуҫаран Аггей пророк урлӑ сӑмах пулнӑ: 4. сирӗншӗн вара вӑхӑт ҫитнӗ-и? ҫак Ҫурт юхӑнса ларнӑ чухне сирӗн хӑвӑрӑн илемлетнӗ ҫуртӑрсенче пурӑнмалла-и?
Агг 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӗсен пуянлӑхӗ ыттисен тупӑшӗ пулӗ, ҫурчӗсем юхӑнса пӗтӗҫ; вӗсем ҫуртсем лартӗҫ, анчах унта пурӑнаймӗҫ, иҫӗм пахчисем лартса ӳстерӗҫ, анчах унӑн эрехне ӗҫеймӗҫ.
Соф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Дарий — Ассуир ывӑлӗ, Миди ӑрӑвӗнчен тухнӑскер, Халдея патшалӑхӗн патши пулма лартнӑскерӗ — 2. пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне эпӗ, Даниил, Турӑ Ҫырӑвӗнче ҫырнине — Ҫӳлхуҫа Иеремия пророка пӗлтернӗ тӑрӑх, Иерусалим ҫитмӗл ҫул хушши юхӑнса выртмалла тенине — ӑнкарса илтӗм.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Чылай кунран эсӗ кирлӗ пулӑн; юлашки ҫулсенче эсӗ хӗҫрен хӑтарнӑ, нумай тӗрлӗ халӑх хушшинчен Израиль тӑвӗсем ҫине пуҫтарнӑ халӑх патне ҫитӗн, ҫав тусем унччен пӗрмай юхӑнса выртнӑ, халӗ вара ҫав ҫӗр ҫыннисене халӑхсем хушшинчен каялла тавӑрӗҫ те, вӗсем пурте хӑрушлӑхсӑр пурӑнма пуҫлӗҫ.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӗнтӗ арканнӑ вырӑнусем, пушаннӑ хирӳсем, юхӑнса юлнӑ ҫӗрӳ унта пурӑнакансемшӗн шутсӑрах хӗсӗк пулӗ, вара сана хыпса ҫӑтаканӗсем санран хӑпса кайӗҫ.
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл каларӗ: хуласем пушанса, пурӑнакансемсӗр тӑрса юличчен, кил-ҫурт ҫынсӑр тӑрса юличчен, ҫакӑ ҫӗр пӗтӗмпех юхӑнса ҫитиччен.
Ис 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Неемия та — халӑх асӗнче, вӑл пире ишӗлнӗ хӳмесене тӑратса панӑ, хапхасемпе сӑлӑпсем лартса панӑ, пирӗн юхӑнса выртакан ҫурт-йӗрсене сипленӗ.
Сир 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хуламӑм, аттемсен тупӑкӗсен килӗ, юхӑнса юлнӑ пулсассӑн, хула хапхисене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ пулсассӑн, епле хурлӑхлӑ ан пултӑр-ха сӑнӑм? терӗм.
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара вӗсем аслӑ священник Хелкия патне пынӑ, Манассия тата Ефрем ҫыннисем, ҫавӑн пекех ытти израильсем те, Иудӑпа Вениамин ҫыннисем, Иерусалимра пурӑнакансем Турӑ Ҫуртне илсе пынӑ кӗмӗле, алӑк умӗнче хуралта тӑнӑ левитсем пуҫтарса тӑнӑ кӗмӗле, ӑна панӑ; 10. ҫав кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫ тутарма уйӑрнӑ ҫынсен аллине панӑ, лешӗсен вара кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче юхӑнса кайнӑ вырӑнсене юсакан-сиплекен ҫынсене уйӑрса памалла пулнӑ.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иосия хӑй вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Шафан ҫыруҫӑна — Мешуллам ывӑлӗн Ацалийӑн ывӑлне — Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫапла каласа янӑ: 4. аслӑ священник Хелкия патне кай, вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи кӗмӗле, алӑк патӗнче тӑракан хуралҫӑсем халӑхран пуҫтарнӑ кӗмӗле, шута илтӗр, 5. вара ҫав кӗмӗле Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫ тутарма уйӑрнӑ ҫынсен аллине паччӑр, лешӗсем ӑна Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче юхӑнса кайнӑ вырӑнсене юсакансене паччӑр, 6. алӑстисене, чул ӑстисене, стена купалакансене тӳлеччӗр, Ҫурта юсама йывӑҫ тата касса якатнӑ чул туянччӑр; 7. хӑйсене панӑ кӗмӗле вӗсем епле тӑкакланине ан ыйтӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлеҫҫӗ, тенӗ.
4 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.