Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Дан 9

Пай: Библи –> Даниил пророк кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 14:16

Пуплевӗш: 30; Сӑмах: 620

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Дарий — Ассуир ывӑлӗ, Миди ӑрӑвӗнчен тухнӑскер, Халдея патшалӑхӗн патши пулма лартнӑскерӗ — 2. пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне эпӗ, Даниил, Турӑ Ҫырӑвӗнче ҫырнине — Ҫӳлхуҫа Иеремия пророка пӗлтернӗ тӑрӑх, Иерусалим ҫитмӗл ҫул хушши юхӑнса выртмалла тенине — ӑнкарса илтӗм. 3. Вара эпӗ Ҫӳлхуҫа Турра тархасларӑм; типӗ тытса, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, хама кӗлпе сапса кӗлтурӑм. 4. Эпӗ Ҫӳлхуҫана, хамӑн Туррӑма, йӑлӑнтӑм, ҫылӑхӑмсене каласа парса ӳкӗнтӗм, ҫапла каларӑм: эй аслӑ та хӑватлӑ Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Эсӗ шанчӑклӑ, Эсӗ Хӑвна юратакансемпе, Ху хушнисене туса тӑракансемпе хывнӑ халална упратӑн! 5. Эпир вара ҫылӑха кӗтӗмӗр, йӗркесӗр ӗҫсем туса тултартӑмӑр, чурӑслантӑмӑр, Санӑн ӳкӗтӳсенчен, Санӑн йӗркӳсенчен пӑрӑнтӑмӑр, 6. Санӑн чурусене, пророксене, — Санӑн ятупа пирӗн патшамӑрсене, аслӑ ҫыннӑмӑрсене, аттемӗрсене, ҫӗршывӑн мӗнпур халӑхне вӗрентсе каланӑ пророксене — итлемерӗмӗр. 7. Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ — тӳрӗ, эпир вара халӗ намӑс айне пултӑмӑр — Иудейӑра, Иерусалимра пурӑнакан пур халӑх та, пӗтӗм Израиль те: ҫывӑхра пурӑнаканнисем те, аякра пурӑнаканнисем те, Эсӗ хӑвӑнтан пӑрӑннӑшӑн ытти ҫӗршывсене хӑваласа янисем те. 8. Эй Ҫӳлхуҫамӑр! эпир, пирӗн патшасем, пирӗн пуҫлӑхсем, пирӗн аттесем намӑс айне пултӑмӑр, мӗншӗн тесессӗн Санӑн умӑнта ҫылӑха кӗтӗмӗр. 9. Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пире хӗрхенинччӗ, каҫаринччӗ, мӗншӗн тесессӗн эпир Ӑна хирӗҫ тӑтӑмӑр, 10. Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра итлемерӗмӗр, Хӑйӗн пророк чурисем урлӑ панӑ саккунӗсене уямарӑмӑр. 11. Пӗтӗм Израиль Санӑн саккунна пӑсрӗ — пӑрӑнчӗ, Сана итлесшӗн пулмарӗ; ҫавӑншӑн пире Турӑ чурин Моисейӗн саккунӗнче ҫырӑннӑ ылханпа айӑплав ҫитрӗ, мӗншӗн тесессӗн эпир Ун умӗнче ҫылӑха кӗтӗмӗр. 12. Вӑл пирӗн тӗлӗшӗпе, пире сут тӑвакан тӳресем тӗлӗшӗпе каланӑ сӑмахне пурӑнӑҫларӗ: пирӗн ҫине пысӑк инкек ячӗ — Иерусалим тӳснӗ пек инкек халиччен тӳпе айӗнче те пулман. 13. Моисей саккунӗнче ҫырнӑ пур инкек те пирӗн пата ҫитрӗ, анчах та эпир Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра тархасламарӑмӑр, хамӑрӑн ҫылӑхсенчен хӑпмарӑмӑр, Санӑн чӑнлӑхна йышӑнмарӑмӑр. 14. Ҫӳлхуҫа инкек ярассине вӑраха тӑсман, ӑна пирӗн ҫине янӑ. Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр тӑвакан пур ӗҫ те тӗрӗс, анчах эпир Ӑна итлемерӗмӗр. 15. Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Эсӗ хӑватлӑ аллупа Хӑвӑн халӑхна Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ, Санӑн яту паянхи кунчченех мухтавлӑ; эпир вара ҫылӑха кӗрсе пӗтрӗмӗр, йӗркесӗр хӑтлантӑмӑр. 16. Эй Ҫӳлхуҫамӑм! Эсӗ пур тӗлӗшпе те тӳрӗ, анчах Хӑвӑн ҫиллӳпе хаярлӑхна Хӑвӑн Иерусалим хулу ҫинчен, Хӑвӑн таса тӑву ҫинчен сирсе ярсамччӗ; пирӗн ҫылӑхсемшӗн, пирӗн аттесен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн Иерусалима тата Санӑн халӑхна таврари халӑхсем пурте мӑшкӑллаҫҫӗ. 17. Эй Туррӑмӑр, халӗ Хӑвӑн чуру кӗллине, вӑл тархасланине илтсемччӗ, эй Ҫӳлхуҫамӑр, ҫаратса хӑварнӑ сӑваплӑ Ҫурту ҫине Хӑвӑншӑн ҫутӑ сӑнупа пӑхсамччӗ. 18. Эй Туррӑм, хӑлхуна тайсамччӗ, илтсемччӗ! Куҫна уҫсамччӗ, пирӗн хулана — Санӑн ятупа хисепленекен хулана — мӗнле ҫаратса хӑварнине курсамччӗ! Хамӑрӑн тӳрӗлӗхе шанса мар, Санӑн виҫесӗр хӗрхенекен кӑмӑлна шанса, Сан умӑнта ӳксех тархаслатпӑр. 19. Ҫӳлхуҫамӑр, илтсемччӗ! Ҫӳлхуҫамӑр, каҫарсамччӗ! Ҫӳлхуҫамӑр, тӑнласамччӗ! Эпир ыйтнине Хӑвӑншӑн пурнӑҫласамччӗ, вӑраха ан ярсамччӗ, мӗншӗн тесессӗн, Туррӑмҫӑм, Санӑн хулу ҫине, Санӑн халӑху ҫине Санӑн яту ҫырӑннӑ, терӗм. 20. Эпӗ ҫапла каласа кӗлтунӑ чухне, хамӑн ҫылӑхӑмсене тата пӗтӗм халӑхӑмӑн, Израилӗн, ҫылӑхӗсене каласа парса чунтанах ӳкӗннӗ чухне, Ҫӳлхуҫа Туррӑма пӗтӗм чунтан Туррӑмӑн сӑваплӑ тӑвӗшӗн тархасланӑ чухне, 21. акӑ ҫаплах кӗлтунӑ чухне эпӗ унччен маларах курнӑ Гавриил ар хӑвӑрт вӗҫсе килсе мана пырса сӗртӗнчӗ. Ку каҫхи парне кӳмелли вӑхӑтра пулчӗ; 22. мана ӑса вӗрентсе, вӑл ҫапла каларӗ: Даниил! эпӗ халӗ сана пӗлӳ пама антӑм. 23. Эсӗ кӗлтума пуҫласанах хурав пулчӗ, эпӗ сана, суйласа илнӗ ҫынна, ҫавна пӗлтерме килтӗм. Эсӗ мӗн хушнине тӑнла, мӗн курнине ӑнланса ил. 24. Йывӑр айӑпа сирме, ҫылӑхсене ҫӗтерме, йӗркесӗр ӗҫсене каҫарттарма, ӗмӗрлӗхе тӳрӗлӗхе ҫирӗплетме, курӑнупа пророкла калани ҫине пичет хума, Сӑваплӑран Сӑваплине ҫу сӗрсе яма санӑн халӑхупа санӑн сӑваплӑ хулу валли ҫитмӗл ҫичӗҫуллӑх палӑртнӑ. 25. Ҫапла вара, пӗл те ӑнланса ил: Иерусалима ҫӗнетсе туса лартма хушнӑранпа Христос Патша киличчен ҫичӗ ҫичӗҫуллӑх иртет, унтан тата утмӑл икӗ ҫичӗҫуллӑх иртет; вара халӑх каялла таврӑнӗ, урамсемпе хӳмесем ҫӗнелсе лайӑхланӗҫ, анчах ку питех те йывӑр вӑхӑт пулӗ. 26. Утмӑл икӗ ҫичӗҫуллӑх иртсессӗн, Христоса вӗлерме тытса парӗҫ, вара нимӗн те юлмӗ; килсе ҫитекен ҫулпуҫӑн халӑхӗ хулана та, сӑваплӑ Ҫурта та аркатӗ. Унӑн вӗҫӗ талай евӗрлӗ пулӗ, вӑрҫӑ вӗҫленичченех ҫарату та аркату пулмалла. 27. Вӑл пӗр ҫичӗҫуллӑха нумайӑшӗпе килӗшӳ тӑвӗ; парне парассине, тырӑ-пулӑ парни кӳрессине ҫур ҫичӗҫуллӑха чарса лартӗ, ҫав вырӑна ирсӗрлетӗ, унта йӗрӗнчӗк лартса хурӗ — ирсӗрлетекеннине палӑртса хунӑ вилӗм ҫитичченех ҫапла пулӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех