Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юхӑнса (тĕпĕ: юхӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтанах юхӑнса юлнисене юсарӑмӑр…

Сначала отремонтировали заброшенные…

Улттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Анчах пирӗннисенчен никам та ҫакна ӑнланса илеймеҫҫӗ: мӗншӗн пурӑнма пултаракан капитализмла ҫӗршыв вӑраххӑн япӑхланса, юхӑнса пыракан ҫӗршывӑн политикине тытса пырать, хӳтӗлет.

— Но у нас никто не может понять, почему ваша страна поддерживает самую реакционную политику.

Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Мӗн ҫинчен калама пултартӑр вӑл, хӑйӗн пӗтӗм хуҫалӑхӗ хытӑ юхӑнса кайнӑ пулсан, ҫавӑн пек врача, — лармалли вырӑна сиксе тухнӑ кашни шатрашӑнах пурне те эрне хушши канса пурӑнма ирӗк паракан врача — хӑй патӗнче тытса усрать пулсан!

Да и о чем председатель ваш может говорить, если хозяйство у него запущено донельзя, до омерзения, если он терпит у себя такого, с позволения сказать, врача, который за каждый прыщ, выскочивший на сидячем месте, готов всю неделю отдыха дать!

Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Юхӑнса кайнӑ, пур япаларан та аякра тӑракан ҫак ҫурта вӑл крахмалланӑ халат тӑхӑннӑ, ҫӑмӑл, вӑрт-варт кӗлеткеллӗ Александра Ивановна Горевӑна курнӑ пек туйма тӑрӑшса пӑхрӗ, анчах Горева епле вутӑ ҫурассине е шыв йӑтассине шухӑшласа илчӗ те, унпа ҫак ту ҫинче йӑвара пурӑнасси вырӑнсӑр та пурнӑҫлама май ҫук япала пулнине ӑнланса илчӗ.

И как только он представил себе легкую, всегда стремительную фигуру Александры Ивановны Горевой, в ее накрахмаленном докторском халате, среди хаоса этой запущенной, от всего удаленной усадьбы, вообразил, как она будет тут колоть дрова и таскать воду, — он понял, что и с нею жизнь здесь, в этом горном гнезде, была бы нелепа и неосуществима.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ҫыр хӗрринчи урамра халӗ никам пурӑнман ҫуртсен ишӗлчӗкӗсем ҫеҫ юхӑнса выртаҫҫӗ.

Набережная открылась нежилыми развалинами.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Унӑн результачӗсем те тупӑшлӑ: юхӑнса вӑйсӑрланса юлнӑ ҫӗршывсене эксплуатацилеме ҫӑмӑлтарах.

Даже ее последствия выгодны: разоренные страны легче поддаются эксплуатации.

8 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Тихон Люба ҫине час-часах кӑшкӑркаласа илет, анчах Андрей ӑнланать: Люба пулмасан, старикӗн хуҫалӑхӗ юхӑнса кайнӑ пулӗччӗ.

Тихон часто покрикивал на Любу, но Андрей понимал, что без нее хозяйство развалилось бы.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Мӗнрен пуҫланчӗ-ха ферма юхӑнса пырасси? — хӑйӗнчен хӑй те, ҫынсенчен те вуншар хут ыйтнӑ вӑл.

— И с чего же начался упадок на ферме? — в десятый раз себя и других спрашивал он.

3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Юхӑнса ҫитнӗ помещик ҫемйинче ҫуралнӑскер, вӑл пысӑк тертпе ҫеҫ капитан чинне ҫитнӗ.

С трудом дослужился до чина капитана, он происходил из разорившейся помещичьей семьи.

Улттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Ҫӗре сахал, сутӑн илсе акма хаклӑ, хуҫалӑхӗ юхӑнса пынӑ.

Земли было мало, аренда тяжелая, хозяйство беднело.

II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Сарлака ҫулҫӑллӑ курӑксемпе, шыв вӗлтӗренӗпе витӗнсе тӑракан ыйӑха путнӑ кӳлӗ, юхӑнса кайнӑ сарлака аллейӑсем.

Спящий пруд в покрове лопухов и водяной крапивы, широкие запущенные аллеи.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Вӗсене ылтӑн шыравҫисем хӑйсен юлташӗсенченех, юхӑнса юлнисенчен, е пуйса кайнисенчен илнӗ, — терӗ Паганель, — хӑш-пӗрисем тата унсӑрӑнах майлашнӑ.

— Золотоискатели покупали их у своих разорившихся или разбогатевших товарищей, — ответил Паганель, — или вовсе обходились без них.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пинӗ-пинӗпе юхӑнса кайнӑ, кун ҫинчен никам та калаҫман, ун вырӑнне кашни ӑнӑҫу ҫинчен тӗрлӗ халапсем саланнӑ, вӑл халапсем вара чи инҫетри ҫӗрсене ҫитсе ҫапӑннӑ.

Тысячи разорялись, и об этом никто не говорил, зато каждый успех раздувался молвой, и слух о нём достигал самых отдалённых местностей.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тӗлпулу хаваслӑхӗпе хавхалансан, ҫулҫӳревҫӗсем патагонец хыҫҫӑн юхӑнса ҫитнӗ эстанцин сарайне уттарчӗҫ.

Отдав дань радости свидания, путешественники пошли вслед за патагонцем в сарай заброшенной эстанции.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

7 ҫул хушшинче республикӑра кивелсе тата юхӑнса ҫитнисем вырӑнне медицина оборудованийӗпе пуянлатнӑ 206 ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ туса лартнӑ.

За семь лет в республике построено 206 новых, оснащенных медицинским оборудованием пунктов взамен ветхих и аварийных.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

Кил хушши картасӑр, кӗлет асра-тӗсре те ҫук, унтан тата пӗтӗм хуҫалӑх йӑлт юхӑнса ҫитнӗ пек йӗрӗнмелле курӑнать пулсан, епле-ха тӳрех авӑн ҫапма тытӑнӑн?

Да и разве можно было за нее браться, ежели двор стоял разгороженный, амбара не было и в помине и все хозяйство являло мерзостный вид разрухи?

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пурин те пӗрешкелех юхӑнса ҫитнӗ.

У всех одинаково все рухнулось.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Йӑтӑнса аннӑ хапха алӑкӗ урлӑ каҫса мӑян пусса илнӗ имени картишне кӗрсен, Григорий чунне салхулӑхпа юхӑнса кайнӑ пурнӑҫӑн сивӗ варкӑшӗ ҫӳҫентерсе ячӗ.

Грустью и запустением пахнуло на Григория, когда через поваленные ворота въехал он на заросший лебедою двор имения.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ӑна та, ыттисене нумайӑшне туйӑннӑ пекех, малта пыракан, вӑйлӑ колхозсен опытне юхӑнса кайнӑ колхозсене уҫса парсан, вӑл вӗсене лайӑхрах пулӑшма пултарас пек туйӑннӑ.

Ему, как и многим, почему-то казалось, что больше всего он способен помочь захудалым колхозам, раскрывая перед ними опыт передовых и сильных хозяйств.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Командировкӑсенче пулнӑ чухне вӑл нумай хуҫалӑхсен нушине те, вӗсем пӗтӗмпех юхӑнса кайнине те курнӑ, анчах вӑл хӑй ял хуҫалӑхӗнче ӗҫсем майлӑ пымаҫҫӗ вӗт тесе иккӗленме пуҫласан кашнинчех сирсе ывӑтма ҫук сӑлтавсем тупнӑ — вӑрҫӑ пулнӑ, унта мӗн чухлӗ ҫын пӗтнине те пӗлес ҫук, хуласемпе заводсене нимӗн юлмиччен аркатнӑ, ҫавӑнпа пирӗн вӑхӑтлӑха ҫак нушапа та, мӗн пур ҫитменлӗхсемпе те ирӗксӗрех килӗшме тивет, тенӗ.

Бывая в командировках, он наблюдал и нужду, и явную запущенность многих хозяйств, но всякий раз, когда его начинало терзать сомнение, что все идет как-то не так в сельском хозяйстве, он тут жо находил неопровержимые причины — ведь была война с ее неисчислимыми жертвами, разрушенными дотла городами, заводами, и мы просто вынуждены временно мириться и с этой нуждой, и со всеми недостатками.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех