Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юсанӑ (тĕпĕ: юса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫурхи тырӑсене акса пӗтернӗ хыҫҫӑн, ҫынсем майӗпе утӑ ҫулма тухма хатӗрленнӗ: вӑкӑрсемпе лашасем ирӗкре ҫӳренӗ, вӑй-хал пухнӑ, казаксем килте кӗрепле аврисем саваланӑ, вӑрӑм ураписене юсанӑ, лобогрейкисене тӳрлетнӗ…

Отсеявшись, исподволь готовились хозяева к покосу: на выпасах выгуливались, набирались сил быки и лошади, а казаки строгали грабельники, чинили арбы, ремонтировали лобогрейки.

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

71,317 километр ҫул юсанӑ, автомобиль ҫулӗсем тӑрӑх 19,6 км тӑршшӗнче тулашри ҫутӑсем вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ыйтнисене тӗпе хурса // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

Вӑл тимӗрҫӗ лаҫҫи патӗнче халӗ ҫеҫ юсанӑ плугпа сеялкӑсене пӑхкаласа тӑрать, шӗвӗр сӳре шӑлӗсене урипе тӗксе илет.

Он уже стоял около кузницы, подержался за поручни отремонтированного плуга, покрутил рычаги сеялки, потрогал ногой острые, как штыки, зубья бороны.

2-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл Сталинград хулине юсанӑ.

Они восстанавливали Сталинград.

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ҫуртӑн ҫивиттине те юсанӑ, юсав ӗҫӗсене шалтан та, тултан та туса ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи савӑнӑҫ // В. ШАПОШНИКОВ. http://www.zp21rus.ru/kultura/2208-n-ul- ... nkhi-sav-n

Ӑна ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш заместителӗ пулса ӗҫлекен Леонард Левый тӑрӑшнипе тунӑ: брусчатка сарнӑ, картлашкана, стелӑна, юхӑнса кайнӑ салтак кӳлепине тӗпрен юсанӑ.

Куҫарса пулӑш

«Яла кӗрсен мӗн сас лайӑх?» // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d1%8f%d0%b ... b9a%d1%85/

Галерейӑна юсанӑ, Эльвира Рафаилевна килнӗ хыҫҫӑн музыка мероприятийӗсем ҫинчен тепӗр хут аса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Паян трендра — этника // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.02.21

Сӑмахран, пӗлтӗр Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнчи масара тӗпрен юсанӑ, йывӑҫ картасене тимӗррисемпе ылмаштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле юрласа савӑнни аван // Н.ЕРШОВА. Каҫал Ен, 2019.02.26

Республикӑри вӗренӳ тытӑмне ҫирӗплетме тата аталантарма 2012 ҫулта 2,3 миллиарда яхӑн укҫа-тенкӗ янӑ, модернизаци программи шайӗнче кашни виҫҫӗмӗш шкулах тӗпрен юсанӑ.

На укрепление и развитие образовательной системы республики в 2012 году направлено почти 2,3 млрд. рублей, в рамках программы модернизации капитально отремонтирована каждая третья школа.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

2012 ҫулта пӗтӗмпе 253 картиш территорине тата вӗсен патне пымалли 158 ҫула юсанӑ.

Всего в течение 2012 года были отремонтированы 253 дворовые территории и 158 проездов к ним.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Ҫул-йӗр ӗҫӗ-хӗлӗ валли 2012 ҫулта бюджетран уйӑрса панӑ укҫа-тенкӗн пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 2092,2 миллион тенкӗпе танлашнӑ, 135,9 километр ҫул-йӗре юсанӑ.

В 2012 году общий объем бюджетных ассигнований на дорожную деятельность составил 2092,2 млн. рублей, отремонтировано 135,9 км дорог.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

2011-2012 ҫулсенче Сывлӑха сыхлас ӗҫе модернизацилемелли программа шайӗнче ача ҫуратмалли ҫуртсене 100 проценчӗпех юсанӑ, ял халӑхне пулӑшу паракан районсен хушшинчи центрсене вара – 80 %.

В 2011–2012 годах в рамках Программы модернизации здравоохранения отремонтировано 100% родильных домов, 80% межрайонных центров, обслуживающих сельское население.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Раҫҫей Президенчӗн пуҫарӑвӗпе пурнӑҫланакан «Хӑрушлӑхсӑр тата паха ҫулсем» Раҫҫей Федерацийӗн стратегиллӗ аталанӑвӗн приоритетлӑ проекчӗн шайӗнче кӑна республикӑра 95 километр тӑршшӗ автомобиль ҫулӗсене юсанӑ.

Только в рамках приоритетного проекта стратегического развития Российской Федерации «Безопасные и качественные дороги», инициированного Президентом России, в республике отремонтировано 95 километров автомобильных дорог.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Больницӑн пурлӑхпа техника никӗсне лайӑхлатассишӗн тӑрӑшса, 2013 ҫулта инфекци корпусне, пищеблока, баклабораторие тӗпре юсанӑ, ача-пӑча корпусӗнчи шыв пыракан тата канализаци пӑрӑхӗсене ҫӗнетнӗ, фетальнӑй монитор, дентальнӑй рентген аппарачӗ, автоматизациленӗ аудиометр, ҫурма автомат анализатор туянса вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Святослав Петрович кӑҫалах Ҫирӗклӗре тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн ферма уҫӑласса та пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

«Халӑх тарҫисем» хуҫалӑхӑн икӗ уйӑх хушшинче йӗркелештерсе ҫитернӗ кантурӗн ҫӗнӗ ҫуртне кӗрсе курчӗҫ, тӑррисене ҫӗнетнӗ юсав мастерскойне, тырӑ тасатса типӗтмелли ӗҫсене механизациленӗ йӗтем ҫине, Яманакри тӗпрен юсанӑ тата ҫӗнӗ йышши оборудовани вырнаҫтарнӑ сӗт-ҫу фермине (Е. Алексеева заведующи ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кунта тимлекенсем (дояркӑсем 6-ӑн) ӗҫ условийӗсем лайӑхланнипе кӑмӑллӑ, кӑҫал фермипе кашни ӗнерен (пӗтӗмпе 200 пуҫ) вӑтамран 5300—5400 килограмран кая мар сӗт суса илме ӗмӗтленеҫҫӗ) ҫитрӗҫ, ҫавӑн пекех хуҫалӑх хӑйӗн вӑйӗпе Мӑн Шетмӗ юхан шывӗ урлӑ хывакан кӗпер патне ҫитсе курчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

Вут-ҫулӑм хирӗнчех танк юсанӑ, ытти салтаксемшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

1,7 пин контейнер юсанӑ, ачасем вылямалли 1,7 пин площадкӑна капӑрлатнӑ, 67,5 пин тӑваткал метр ҫуртсен фасачӗ, урамри 54 пин электричество юпине сӑрланӑ.

Отремонтировали 1,7 тысяч контейнеров, украсили 1,7 тысяч детских игровых площадок, покрасили 67,5 тысяч квадратных метров домовых фасадов, 54 тысячи уличных электрических столбов.

Таса хуласем // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Юлашки икӗ ҫулта республикӑра 72 спорт зала юсанӑ, ҫулталӑк вӗҫлениччен тата 24-не ҫӗнетмелле.

Куҫарса пулӑш

Мӗн туни – куҫ умӗнче, пурнӑҫламалли – планра // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Аса илтеретпӗр: республикӑра 2014-2015 ҫулсенче 72 спортзала тӗпрен юсанӑ пулнӑ.

Напоминаем: в республике за 2014-2015 годы капитально отремонтированы 72 спортзала.

Ҫӗнӗ спортзал - пысӑк ҫитӗнӳсем // Н.БЕЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.01

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех