Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юсанӑ (тĕпĕ: юса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
13. Анчах Ҫӳлхуҫа Ҫуртне илсе пынӑ кӗмӗлтен Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли савӑт-сапа, ҫӗҫӗ, сирпӗтмелли куркасем, трупасем, ытти ылтӑн-кӗмӗл савӑт-сапа туса хатӗрлемен, 14. кӗмӗле ӗҫ тӑвакансене парса тӑнӑ, унпа Ҫӳлхуҫа Ҫуртне юсанӑ, тирпей-илем кӳртнӗ.

13. Но не сделано было для дома Господня серебряных блюд, ножей, чаш для окропления, труб, всяких сосудов золотых и сосудов серебряных из серебра, приносимого в дом Господень, 14. а производителям работ отдавали его, и починивали им дом Господень.

4 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Юлашки пилӗк ҫулта ял ҫӗрӗнчи 150 культура объектне юсанӑ тата модернизациленӗ.

За последние пять лет на селе отремонтировано и модернизировано более 150 объектов культуры.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=3236998

Ҫак сӑмахсене асра тытни ҫулсене юсанӑ чухне те вырӑнлӑ пек: йӳнӗ тесе ӗҫе ячӗшӗн тӑвас марччӗ.

Куҫарса пулӑш

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Анчах Шупашкарта нумаях пулмасть тунӑ е юсанӑ ҫулсем те пӗр шелсӗр арканаҫҫӗ вӗт-ха, ҫакӑ тӗлӗнтерет.

Куҫарса пулӑш

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Патшалӑхӑн кӳлӗ тата пулӑ хуҫалӑхӗн наука-тӗпчев институчӗн Чулхулари лабораторийӗ юханшыв тӗпӗнчен хӑйӑр кӑларнӑ тата ӑна тарӑнлатнӑ чухне пулӑ саппасне кӳрекен сиен кашни 1000 кубла метр хӑйӑр пуҫне вӑтамран - 5,6, кӗпер тунӑ е ӑна тӗпрен юсанӑ, шыв айӗпе пӑрӑх хывнӑ е ӑна улӑштарнӑ чухне 198 килогрампа танлашнине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ мӗншӗн сахалланать? // Анатолий МАКСИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

2015 ҫулта виҫҫӗшне 10960 пин тенкӗлӗх юсанӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

2015 ҫулта инвестицин ҫак проекчӗсене пурнӑҫа кӗртнӗ: Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн Аҫӑмҫырми ялӗнчи 1000 ӗне выльӑх усрамалли комплекс, Патӑрьел районӗнчи «Батыревский» АХО тата «Исток» агрофирмӑн 200-шер ӗне усрамалли витисем, «Юрма» агрохолдингӑн кайӑк-кӗшӗк фабрикисем /ҫулталӑкра 60 пин тонна аш туса илмелӗх/, Шупашкар районӗнчи «Акашевская» кайӑк-кӗшӗк фабрикин тӗпрен юсанӑ корпусӗсем...

В 2015 году выполнили следующие инвестиционные проекты: комбинат на 1000 голов крупного рогатого скота Вурнарского мясокомбината в деревне Азимсирма, коровники на 200 голов в АХО "Батыревский" и агрофирме "Исток" Батыревского района, птицефабрики агрохолдинга "Юрма" (с производительностью 60 тысяч тонн мяса), капитально отремонтированные корпуса птицефабрики "Акашевская" Чебоксарского района.

Кил хуçалăхĕсенче ĕне-выльăх сахалланать // Николай ЯКИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗччен тӗп хулари ҫулсем ҫинче ирӗлтернӗ асфальтпа бетонпа усӑ курса 2,6 пин тӑваткал метр ҫинче шӑтӑк-путӑка юсанӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул-йӗр юсакансем канмасӑр юсаҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11762.html

Шупашкарта кӑна 2015 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне 510 картиш территорине тирпей-илем кӗртнӗ тата вӗсен патне пымалли 221 ҫула юсанӑ.

Только в Чебоксарах к началу 2015 года благоустроено 510 дворовых территорий и 221 проезд к ним.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех