Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет

Автор: Юрий СЕРГЕЕВ

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Хушнӑ: 2016.03.10 13:52

Пуплевӗш: 42; Сӑмах: 635

Текст тӗсӗ: Интервью

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

«Хыпар» ыйтӑвӗсене республикӑн
ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Сергей ПАВЛОВ хуравлать.

- Пӗтӗм Раҫҫейри «Симӗс патруль» общество организацийӗ Раҫҫей регионӗсем тӗлӗшпе 2015 ҫулшӑн экологи рейтингӗ ирттернӗ. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх - 85 суб
- Ӑна ирттерекен общество организацийӗ никама та пӑхӑнмасть.
Хӑйӗн пӗтӗмлетӗвне 2008 ҫултанпа кашни кварталтах тӑвать. Экологи рейтингӗнче республика 2015 ҫул тӑршшӗпех /ҫуркунне - тӑххӑрмӗш, ҫулла саккӑрмӗш вырӑнсенче/ малти регионсен йышӗнче тытӑнса тӑма пултарчӗ. Рейтинг хаклавӗсене палӑртнӑ чухне ҫут ҫанталӑка хӳтӗлемелли ӗҫсен индексӗсене /атмосферӑри сывлӑш, шыв, биопуянлӑх/, промышленноҫ-экологин /йӑлари хытӑ каяш, промышленноҫ ӑпӑр-тапӑрӗ, бизнес яваплӑхӗ, промышленноҫ предприятийӗсен таврашӗ/, социаллӑ экологин /этем пурӑнакан тавралӑх, информаци-психологи лару-тӑрӑвӗ, саккун тата влаҫ/ индексӗсене тата пӗрлехи индекссене тӗпе хураҫҫӗ. Рейтинга информаци-аналитика тытӑмӗ кашни регион индикаторӗсемпе индексӗсене шута илсе палӑртать. Ҫав тытӑма суб
«Симӗс патруль» эксперчӗсем палӑртнӑ тӑрӑх - 2015 ҫулхи пӗтӗмлетӳллӗ рейтингра влаҫӑн вырӑнти органӗсем хӑйсенчен ыйтакан информаципе тивӗҫтерес тӗллевпе общество организацийӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлеме хатӗр пулнине те шута илнӗ.
Рейтинг авторӗсен шухӑшӗпе - регионсен умӗнчи экологин ҫивӗч ыйтӑвӗ, рейтинг пӗтӗмлетӗвне витӗм кӳрекенскер - каяш ҫаврӑнӑшне еплерех йӗркелени. «Ҫӳп-ҫап вӑрҫи» ҫав-ҫавах тӑсӑлать-ха, каяша уйӑрасси тата суйласа илнӗ ӑпӑр-тапӑрпа производствӑра усӑ курасси вара иккӗмӗш вырӑнта. Пурнӑҫа кӗртмелли ҫулсене уҫӑмлатса ҫитермен пирки йышӑннӑ саккунсем ӗҫлемеҫҫӗ.

«Симӗс патруль» хӑйӗн рейтингӗпе Чӑваш Ене 2013 ҫулшӑн - тӑххӑрмӗш, 2014 ҫулшӑн вунвиҫҫӗмӗш вырӑн панӑ.

- Юлашки ҫулсенче ял тӑрӑхӗсенче тавралӑха тасатассишӗн нумай тӑрӑшрӗҫ пулин те хӑшпӗр ҫӗрте ӑптӑр-каптӑр куписене, кӑнӑш-канӑш тултарнӑ михӗсене асӑрхатпӑр. Вӗсене хытӑ каяш полигонӗсене ӑсатассишӗн мӗнле органсем яваплӑ?

- Патшалӑх, муниципалитет, общество организацийӗсем тата граждансем пӗрле ку ыйтӑва тахҫанах татса панӑ. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Шупашкар районӗнче пухӑнакан йӑлари хытӑ каяша вырнаҫтарас, утилизацилес, пӗр пайне уйӑрса производствӑна иккӗмӗш хут ярас тӗллевпе инновацин ҫӗнӗ технологине ӗҫе кӗртсе инвестици проектне пурнӑҫлатпӑр. Министерство ҫут ҫанталӑка хӳтӗлесе ҫынсен экологи культурине ӳстерес, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем ирӗк памасӑрах вӑркӑнтарнӑ хытӑ каяш куписене пӗтерес тӗллевпе акцисем йӗркелет. Ку ӗҫре ҫулсерен ирттерекен Экологи хӑрушлӑхӗнчен хӳтӗленмелли кунсем /ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫланаҫҫӗ, ҫӗртмен 5-мӗшӗнче вӗҫленеҫҫӗ/ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. «Симӗс патруль» организацин республикӑри уйрӑмӗ пуҫарнипе ҫав тапхӑрта Чӑваш Енре ҫут ҫанталӑка хӳтӗлемелли «Экодесант - таса тавралӑхшӑн» акци иртет. Уйрӑм хастарӗсем асӑннӑ купасенчи выртан-тӑрана тиесе яраҫҫӗ, хытӑ каяша уйӑрса пухнӑ ырӑ тӗслӗхсене пропагандӑлаҫҫӗ. Республикӑн тавралӑха хӳтӗлекен патшалӑх инспекторӗсем муниципалитетсем ирӗк памасӑрах ӑпӑр-тапӑр пӑрахса тултарнӑ вырӑнсене тупса палӑртассишӗн час-часах рейд йӗркелеҫҫӗ.

Йӑлари хытӑ каяша пухас, ҫав шутра уйӑрса пухас, турттарас, суйласа иккӗмӗш хут ӗҫе кӗртес, утилизацилес, сиенсӗрлетес, ҫӗр айне чикес ӗҫе йӗркелеме ЧР Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине шаннӑ. Ӑптӑр-каптӑра пуҫтарасси, ҫав шутра уйӑрса пуҫтарасси, турттарасси, утилизацилесси, сиенсӗрлетесси, районсенче ҫӗр айне чикесси - вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен тивӗҫӗ. Ҫав ӗҫсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ирттерекен лару-канашлу кун йӗркинче яланах пур. Кашни хуҫалӑх суб
- Ҫурхи шыв гидросооруженисене ҫӗмӗрес, ейӗве кайса ҫынсем пурӑнакан вырӑнсене илес хӑрушлӑх кашни ҫуркуннех пур.
Инкек ан пултӑр тесе мӗн тума палӑртнӑ?

- Ейӗве хирӗҫле ӗҫлекен комисси нарӑсӑн 16-мӗшӗнче кӑҫалхи пӗрремӗш ларӑвне ирттерчӗ. Шыв-шур ейӗве каяссине пӗлсе тӑрса об
Этем пурӑнакан вырӑнсене шыв ан илтӗр тесе 2015 ҫулта 13350 пин тенкӗлӗх ӗҫ пурнӑҫланӑ.
Федераци бюджетӗнчен - 10990 пин, ЧР хыснинчен 1650 пин, вырӑнти бюджетран 710 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ытларах ӑна юханшывсене тӳрлетме, гидрохатӗрсене тӗпрен юсама янӑ. Пӗлтӗр Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Пинер ялӗ патӗнчи Кӗҫӗн Ҫавал юппине /370 м/ тӳрӗрен янӑ.

Республикӑра 554 гидрохатӗр, вӑл шутра хуҫасӑрри - 3 /Етӗрне районӗнче - 1, Канаш тӑрӑхӗнче - 2/. Ҫурхи шыв кайнӑ чухне пӗтӗм гидросооруженишӗн муниципалитет йӗркеленӗвӗсем яваплӑ. Ейӳ сарӑлнӑ тапхӑрта пӑрӑхсем витӗр шыв пӗр чӑрмавсӑр юхса тӑтӑр тесе гидрохатӗрсене тӗпрен юсаҫҫӗ. 2015 ҫулта виҫҫӗшне 10960 пин тенкӗлӗх юсанӑ. Кӑҫал тӑваттӑшне 18575 пин тенкӗлӗх ҫӗнетме планланӑ: Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кукашни, Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам, Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗсен таврашӗнче.

Кӑҫал Раҫҫей Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине Улатӑр хули хӗрринчен иртекен Улатӑр юханшывӗнчен ҫуркунне хӳтӗленмелли сооруженисем тумашкӑн федераци хыснинчен укҫа ыйтса илес тӗллевпе сӗнӳсем хатӗрлетпӗр. Ҫав об
Ҫурхи ейӳ сӑлтавӗсене сирме, шыв кӳрекен инкеке пӗтерме республикӑн укҫа резервӗн фондӗнче - 153515 пин, инкеке пӗтерме кирлӗ япаласен фондӗнче 145257 пин тенкӗ пӑхса хунӑ.

Чӑвашгидрометеоцентр пӗлтернӗ тӑрӑх - ейӗве каякан ҫурхи шыв нумай ҫул каяллахи вӑтам шайран ҫӳлерех ҫӗкленӗ. Сӑлтавне ҫанталӑк кӗске хушӑра ӑшӑтассипе ӑнлантараҫҫӗ. Урӑхла каласан, питӗ ӑшӑ кунсем пуҫланаҫҫӗ те - юр хӑвӑрт ирӗлӗ, шыв ҫырма-ҫатрана лексе ейӗве тухма пултарӗ. Сӑр, Ҫавал, Улатӑр, Пасна юханшывӗсем самаях хӑпарас хӑрушлӑх пур.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех