Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тумланнӑ хушӑра Лагутина халех тӗкӗнме юраманни, меллӗрех вӑхӑта кӗтме кирли ҫинчен шутларӗ, ӗнерхи харкашу казаксен пуҫӗнчен сӗвӗрӗлерехпе тин Лагутина асӑрханараххӑн ҫул ҫинчен пӑрма шут тытрӗ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫул ҫинче Сергей каллех копировка витӗр ҫырнӑ актсене пӑхса тухрӗ, вӑл актсене Рубцов-Емницкий ертсе пыракан комисси Усть-Невински патӗнче электростанци лартма юраманни ҫинчен ҫырнӑ.
XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫакӑншӑн пурне те каҫарма юрани, анчах хӑйне пачах та каҫарма юраманни, вӑл хӑйӗн полкӗпе Ленино ҫывӑхӗнче темиҫе кун тӑнӑ пулин те унӑн ӗлӗкхи ятне пӗлменшӗн каҫарма юраманни ҫинчен шутласа, гварди майорӗ Озеров самантрах хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗ.
XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Эпир выльӑхсем пулнӑ пулсан, хамӑра калаҫма юраманни ҫинчен пӗлсе тӑнӑ пулӑттӑмӑр; кунта вара пачах та урӑхла — калаҫмалла, анчах калаҫмалли ҫук, мӗншӗн тесен калаҫса тумалли ӗҫсем пире интереслентермеҫҫӗ.
X // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Кун пек вырӑнсене кӗме юраманни ҫинчен калаҫса татӑлнине Володя астӑвать, анчах Ваня утти юнашарах илтӗнет, шурф хушӑкӗ те ачана пит илӗртет.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кунран та ытларах, дисциплинарлӑ уставӑн 149-мӗш статйи судра мӗн-мӗн пулса иртнине никама пӗлтерме юраманни пирки тӗп-тӗрес те уҫҫӑн ӑнлантарса парса, ҫирӗппӗн чарнине пӑхмасӑр, чыслӑх сучӗн членӗсем чӗлхе вылятмасӑр, пакӑлтатмасӑр-сӳпӗлтетмесӗр те тытӑнса тӑраймарӗҫ, ҫакӑ вара питӗ те пысӑк йӑнӑшчӗ.
XX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Кала-ха эс ӑна, тархасшӑн, — пуҫласа ячӗ Кандов, — ман ирӗклӗхе никам та тӗкӗнме юраманни ҫинчен пӗлтер, этемлӗхӗн чи хаклӑ тивӗҫӗ манӑн, пур саккунлӑхпа та килӗшмесӗр, сӑлтавӑн йӗрки тупӑнмасӑр…
XXVI. Чӗнмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Эсир иксӗр те лайӑх ҫынсем, анчах та, Вера Павловна, сирӗн характер пулса ҫитсен, ача чухнехи темӗнле паллӑ мар енӗсене ҫухатса, паллӑ енӗсене тупсан, — ҫавӑн чухне вара Дмитрий Сергеичпа эсир пӗр-пӗрне питех юраманни палӑрнӑ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсӗ, Верочка, вӗреннӗ ҫын, эпӗ вӗренмен, апла пулин те, сирӗн кӗнекесенче мӗн ҫырнине пӗлетӗп; мана мӑшкӑлланӑ пек мӑшкӑллама юраманни ҫинчен те ҫырнӑ унта.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл колхоз ҫӗрне вакласа тӑкма, ӑна уйрӑм анасем ҫине пайлама тата кӗркунне туса ирттернӗ ҫӗрйӗркелӗве пӑсма юраманни, ҫавна пула ҫӗре кам ӑҫта илес тет ҫавӑнта касса пӑма пултарайманни ҫинчен ӑнлантарса парать.
30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах Нагульнов вӑкӑр пек кутӑнлашрӗ: Давыдов ӑна коммунистӑн апла хӑтланма юраманни ҫинчен тата унашкал хӑтланни политика тӗлӗшӗнчен сиенлӗ пулни ҫинчен темле те ӑнлантарма тӑрӑшрӗ пулин те, вӑл ҫапла кӑна хуравласа тӑчӗ:
25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫитменнине тата вӑрлӑх фончӗ пуҫтарас тӗлӗшпе райком панӑ директивӑра та ухтарусем тума юраманни ҫинчен питӗ хытӑ асӑрхаттарнӑ.Да и в директиве райкома по сбору семфонда строжайше воспрещалось производить обыски.
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Яков Лукич «союза» пӗр вӑтӑр казака яхӑн явӑҫтарчӗ, вӗсене «союза» кӗни ҫинчен, хӑйпе калаҫни ҫинчен никама та калама юраманни пирки хытарсах асӑрхаттарчӗ.
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл Захара Никитӑпа калаҫма юраманни ҫинчен хытарсах каларӗ, ай каллех Никитӑна килхушши алӑкӗнчен тухса кайичченех пӑхса ӑсатрӗ; Анисья кухньӑран пуҫне кӑларса, Никитӑран темен ыйтма тӑрсан, вӑл ӑна пӳрнипе юнарӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл Ольгӑран ҫӗнӗ кӗнекесем илсе килчӗ: Обломовӑн ҫав кӗнекесене вуласа тухмалла та Ольгӑпа тӗл пулсан, ҫав кӗнекесене Ольгӑн вулама юранипе юраманни ҫинчен пӗлтермелле иккен.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унтан та ытларах, Карап инженерӗсен обществинче вӑл ҫакӑн пек карапсем тума юраманни ҫинчен ятарласа тухса калаҫнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ку пулни-иртнине ҫынна каласа кӑтартма та, тӗпчесе ыйтма та юраманни паллах.
VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Василиса Егоровна ҫӗрӗпе ҫывӑрайман, анчах упӑшкин пуҫӗнче вӑл пӗлме юраманни мӗскер иккенне ҫапах пӗлеймен.
Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вӗҫекен состава суйласа илмелли правилӑсенче ӳт-пӳре ҫитменлӗх пур ҫынсене сывлӑша кӑларса яма юраманни ҫинчен калакан статья тупнӑ чӑкӑлтӑш чиновник-и?
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗр уйӑх иртсе кайрӗ, халь ӗнтӗ питӗ пысӑк инкек пулни (тата манӑн текех кӗтсе тӑма юраманни паллӑ пулса тӑчӗ.Но через месяц стало ясно, что случилось нечто очень серьезное и я не имею права только ждать.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953