Шырав
Шырав ĕçĕ:
Татах ҫӳлелле тапаҫланкалама пуҫларӗ, аллине те самаях ыраттарнӑ пулас, кашни хусканӑвӗ айлаттарать.
Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№
Ҫапса ыраттарнӑ пӗр ҫынӗ ҫӗре персе ӳкнӗ, унтан ҫавӑнтах ура ҫине сиксе тӑнӑ та: — Ма ҫапрӑн? Э-эх, эсӗ тискер кайӑк! — тенӗ.Один ушибленный упал, но тотчас, вскочив на ноги, спросил: — За что? Э-эх ты, зверь!
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Коновалов босяксен пурнӑҫне пӑрахнӑ пулӗ тесе, ҫак ҫулсенче ирӗкри сывлӑшпа сывласа, эпир унпала малтан паллашнӑ чухне чӗрине шыҫӑ пек ыраттарнӑ тунсӑхӗ хывӑх пек вӗҫсе сапаланнӑ пулӗ тесе шухӑшларӑм эпӗ; анчах унӑн хальхи сӑмахӗсене мӗнле саспа каланине илтрӗм те, ман умма каллех, ӗлӗкрех эпӗ ӑна пӗлнӗ чухнехи пекех, хӑйӗн «пурнӑҫ пӑнчине» шыракан ҫын тухса тӑчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Обломов нимле те мар: вӑл, хӳрине таптаса ыраттарнӑ йытӑ пек, хуллен сӗнкӗлтетет.А он ничего: идет тихо, будто волочит хвост, как собака, на которую топнули.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мересьев чӗрине ку тата ытларах ыраттарнӑ, мӗншӗн тесен Оля ҫав хула ҫывӑхӗнчи ҫеҫен хирте пулнӑ, — кам пӗлет, мӗнле йывӑрлӑхсем тӳсме тивет ӑна унта!
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Муромски Берестовран ҫӑмӑл урапа ыйтса илнӗ, мӗншӗн тесен вӑл ыраттарнӑ хыҫҫӑн киле юланутпа кайма пултарайман.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Пӗр япала анчах Лизӑшӑн чӑрмав пулса тӑнӑ: вӑл карташ тӑрӑх ҫара уран утса пӑхма тытӑннӑ, анчах та курӑк унӑн ачаш урине ыраттарнӑ, хӑйӑрпа чул ҫине вӑл ниепле те пусма пултарайман.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Урайне ӳксен, Алексей хӑйне пулӑшма никама та чӗнмерӗ, хӑех стена патнелле упаленсе пычӗ те, аллисемпе ун ҫине тайӑнса, урисем ҫине вӑрахӑн тӑчӗ, ыраттарнӑ айӑкне хыпашласа пӑхрӗ, чавси ҫинчи кӑвакарма пуҫланӑ вырӑна пӑхса илчӗ, унтан, шӑлӗсене ҫыртса лартса, стенаран уйрӑлчӗ те, тата тепӗр утӑм малалла ярса пусрӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Упи пичкене шӑршласа пӑхнӑ, ерипен малти урипе тӗккелесе илнӗ, — урине пӑта тӑрӑннӑ, тарӑхнипе упа пичкене хытӑрах тӗртнӗ, урине тата хытӑрах ыраттарнӑ.
VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Подтьячисем калаҫнӑ сасӑсем унӑн хӑлхине пыра-пыра кӗнӗ, лешсем ӗнтӗ кунта хуҫаланма тытӑнна; ӑна тупса пар та, куна тупса пар вӗсене; хуйхӑллӑ шухӑша путнӑскерӗн кӑмӑлне вӗсем ҫав тери ыраттарнӑ.
VI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ваня унӑн чунӗнчи тӳрленсе ҫитмен сурана ҫӗнӗрен ыраттарнӑ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948