Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ури ыратни кӑштах лӑпланма тытӑнчӗ, ҫил таҫти инҫетри тухӑҫран хӑваласа килнӗ пӗлӗт хӗвеле вӑрахлӑха хупласа илчӗ те, тӳремлӗхре тӗмескесем, улӑп тӑприсемпе ҫырмасем ҫийӗпе кӑвак-симӗс ӗмӗлке чупса иртрӗ, сывлама ҫӑмӑлланчӗ, тата малта ӑна, мӗнле пулсан та, лайӑх апат кӗтет…
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑрахлӑха уйрӑлнӑ пек, вӗсем пӗр-пӗрин аллине арҫынла хытӑ чӑмӑртарӗҫ, Нагульновӑн алли чул пекех сивӗ те хытӑ, куҫӗсем вара каллех чӗррӗн ҫиҫме пӑрахрӗҫ те вӗсенче ун чунӗ ыратни палӑрчӗ.
XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Унӑн хӑй епле пӗр вӑхӑтрах, хуторти пӗрлештернӗ хуҫалӑха йӗркелесе ура ҫине тӑратассишӗн ӗҫленипе пӗрлех, ӑна аркатса пымалла пулнӑшӑн чунӗ ыратни ҫинчен ӳпкелешсе каласа парасси килчӗ, анчах Лятьевский ӑна калама памарӗ; шурӑ эрехне ӗҫсе ячӗ те, Яков Лукича урӑх тултарса памасӑрах, ҫапла ыйтрӗ:
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унтан, каллех ҫӑкӑр татӑкӗшӗн ӗҫлесе, кӗрешсе, тертленсе пурӑннӑ хушӑра, тарӑхни сӳрӗлсе пычӗ, вара, мадьяр офицерӗ пӗррехинче палашӗпе касса хӑварнӑ ҫамка ҫинчи ҫӗвӗк туртса ыратни майӗпен лӑпланнӑ пекех, манӑҫа тухса пычӗ.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Амӑшӗн куҫӗсем чармак, вӗсенче вӑй ҫуккипе тарӑхни, сирсе яма ҫук мӑшкӑл кӳнипе чун ыратни, халтан кайнӑ хаярлӑхпа хурлӑх яр уҫҫӑн курӑнаҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ӑна вӗсем ӗмӗр тӑршшӗпе йӑтса ҫӳреҫҫӗ, пӗр ҫавӑнпа ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ, унпа асапланса хайсене тӑрантараҫҫӗ; вӑл ыратни ҫинчен ыттисене каласа, вӗсене хӑйсен енне ҫаврӑнса пӑхтараҫҫӗ.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Чӳрече еннелле ҫавӑрӑнса тӑратчӗ те пӑшӑлтаткаласа илетчӗ, суркалатчӗ, шӑл ыратни вара лӑштӑрах пулатчӗ.Бывало, отвернется к окошку, пошепчет, поплюет — и как рукой!
Лашалла хушамат // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 56–62 стр.
— Каларӑн та, — терӗ Санька, ыратни кӑштах иртсе кайсан, вӑл каллех ҫава туптама тытӑнчӗ.— Самое время, — ответил Санька и, когда боль немного прошла, снова сел отбивать косу.
20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл ҫине тӑрсах ыйтнисене хирӗҫ Обломов пуҫ ыратни ҫинчен пӗлтерчӗ тата пуҫӗ ҫине ҫитмӗл пилӗк пуслӑх одеколон сапма чӑтӑмлӑн ирӗк пачӗ.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пуҫ ыратни ҫинчен, усал тӗлӗк курни ҫинчен кама каласа памалла, ҫав тӗлӗк мӗне пӗлтернине кам ӑнлантарӗ, кам хута кӗрӗ?
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тӳсме ҫук ыратни пуҫ миммине пырса тиврӗ.
XXVI. Йӗрлеҫҫӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫавӑнпа та Петя ҫамки ыратни часах иртессине пӗлнӗ.
IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Эпӗ, чӑлханса-пӑлханса, хӑвӑртрах пултӑр тесе, пӗр-икӗ сӑмахпа хамӑр эшелон ҫинчен, ачасем ҫинчен, Мускавран тухма хама епле йывӑр пулни ҫинчен, каялла пӑрахса кайма ҫул ҫук пирки чунӑм мӗнле ыратни ҫинчен Амеда каласа патӑм.
18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ну, калӑпӑр, кушак та пулин чавса илтӗр, е, пӗрех хут, ӳкес, ҫапӑнас, аманас — ҫапах мӗн те пулсан асӑнмалӑх, ыратни тӳрленсен савӑнмалӑх, пулӗччӗ.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тем пек асапланчӗ вӑл, ахлатрӗ, ыратни кӑшт тамалсанах Григорий Александровича: мана ҫӑмӑлтарах ӗнтӗ, эсӗ ҫывӑрма кай, тесе йӑлӑна пуҫларӗ, ун аллине чуп турӗ, хӑй аллинчен кӑлармарӗ ӑна.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл хӑй умне ҫавӑн пек тӗллев лартнӑ та, — ыратни, ывӑнни, ҫав тери йывӑр пулни ҫине пӑхмасӑрах ҫав тӗллев патнелле пынӑ, хӑйне тӳсме, пур ӗҫсене те чӑтӑмлӑн туса пыма хӑнӑхтарнӑ.Он поставил перед собой цель и упрямо стремился к ней через горе, боль, усталость и разочарования.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Халӗ ӗнтӗ эпӗ чӗрӗ пирки иккӗленмелле мар кунсем ҫитрӗҫ: кун ҫинчен мана хамӑн кӗлетке ыратни — пурнӑҫӑн тӑван йӑмӑкӗ — питех те сисмелле аса илтерсе тӑчӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Тӑсланкӑ эсэсовец ман умра тӑрса мана урипе тапа-тапа тӑратма хӑтланать; кӑлӑхах тӑрӑшать вӑл; такам мана каллех шывпа сапать, эп каллех ларатӑп, темле хӗрарӑм мана эмел парать, манӑн мӗн ыратни ҫинчен ыйтать, вара мана хамӑн чӗре ыратнӑ пек туйӑнать.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Сирӗн мӗнле ыратни ҫинчен шухӑшланӑ чух манӑн чӗре чул пек хытса ларать.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Комиссара хӑйӗн ӳт-пӗвӗ ыратни мар, пуринчен ытла хӑй ҫакӑн пек нимӗн те тума пултарайманни ытларах асаплантарнӑн туйӑнчӗ.и чувствовалось, что не тяжелые боли, а вот эта беспомощность угнетает и выводит его из себя.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950