Шырав
Шырав ĕçĕ:
Малтан Володя пӗчӗккисемпе калаҫу ирттернӗ чух ыйту лартма юратакан, пӗрре тата Володьӑран: ху мӗнле вӗренетӗн-ха эсӗ, тесе ыйтакан Илюша Сыриков ашшӗн, ҫар морякӗ Сыриков ҫуртӗнчен пуҫларӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Анчах Чкалов ҫинчен ыйтакан хӗрача каллех аллине ҫӗклерӗ.Наконец девочка, только что спрашивавшая его о Чкалове, опять вскинула руку вверх.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Рота командирӗсем, вӗсенчен чылайӑшӗ йышлӑ ҫемйеллӗ, килти вӑрҫӑ-харҫӑ та хӑйсен арӑмӗсен романӗсем ӑшне путнӑскерсем, хаяр чухӑнлӑхпа тата май пурринчен те ытларах ыйтакан пурнӑҫпа лӑштӑр пусӑрӑннӑскерсем, чамасӑр пысӑк тӑкаксемпе вексельсен йывӑр пусмӑрӗ айӗнче ӗхлете-ӗхлете кӑна мекеҫленкеленӗ.
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кану, киленӳ-йӑпану вӑл — ҫын ҫакӑнпа пулнӑ хавхаланупа пӗтернӗ вӑйне, пурӑнма кирлӗскерне, каялла кӗртме ыйтакан япала, пурнӑҫра этем хӑй туса пыракан япала; кунта ҫын хӑй вырӑнне хӑйӗн уйрӑмлӑхӗсене кура тупать, хӑйне мӗнле лайӑх, ҫавӑн пек майлашать.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кукша пуҫли сасӑ та кӑлармасть, ыйтакан ҫине сиввӗн кӑна тӗпчесе пӑхать.
Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.
Шар курнисен йышӗнче Виталий Сергеева тата Вероника Пинеслӑва асӑнма пулать — сайт редакторӗ вӗсенчен укҫа енчен пулӑшу ыйтакан ҫырусем илнӗ.
Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен страницисене ҫӗмӗрнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/23597.html
Пӗр аллипе вӑл тӗттӗм вырӑнтан бутылка илет, тепӗр аллипе ахаль те тап-таса сӗтеле сӑтӑрать, хулӑн тӗплӗ пысӑк кружкӑна витрери шыва чиксе чӳхет, вара, кружкӑна илемлӗн ҫавӑрса, кӑвас ыйтакан умне лартать.
XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Эпӗ носилкӑна карета ҫине лартнине, карчӑк чӗтӗрекен аллисемпе Марья Васильевна урисене чӑрканине, кашнин ҫӑварӗнченех, таҫтан кӗнеке туртса кӑларса алӑ пусма ыйтакан санитарпа куҫлӑх витӗр тарӑхса пӑхакан, кӗнеке ҫине алӑ пусакан Николай Антоныч ҫӑварӗнчен те сывлӑш тухнине хытса кайса картишӗнче пӑхса тӑтӑм.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Акӑ вӗт вӑл — лӑп та шӑп манран: «Елена Робинзон» вуланӑ-и? тесе ыйтакан, лактометра пӑсакан, уншӑн манран ҫупкӑ туянакан Катька.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Троекуров кунсӑр пуҫне тата халал тивӗҫӗпе хӑйне куҫмалла пулнӑ именипе тивӗҫсӗр усӑ курса тупӑш илсе пурӑннӑшӑн Дубровскирен укҫа шыраса илме ыйтать пулин те, ун пирки ҫапла шутламалла: тахҫантанпа ку вырӑнта пурӑнакан ҫынсем каланӑ тӑрӑх ку имени темиҫе ҫул хушши господа Дубровскисен аллинче пулни паллах, ун пирки иккӗленмелли те ҫук, имение тытса тӑрасси енӗпе хирӗҫӳ-мӗн те пулман, суда тӑратнӑ ӗҫре Троекуров господин ку вӑхӑтчен ҫак именипе Дубровскисем тивӗҫсӗр усӑ курса пурӑнни ҫинчен мӗнле те пулин прошени пани курӑнмасть, тата кам та пулин ют ҫӗр ҫине тыр-пул акать, е пӳрт-ҫурт ҫавӑрать пулсан, ҫавӑн ҫинчен тивӗҫсӗрлӗхне кӑтартса, хута кӗме ыйтакан тупӑнсассӑн, ку ӗҫ чӑннипех те ҫавӑн пек иккенне тӗрӗслесе палӑртнӑ хыҫҫӑн — тивӗҫлӗ ҫыннине ҫав ҫӗре акнӑ тыр-пулӗ, ҫурт-йӗрӗ, карти-вӗрли мӗнӗпех илсе памалла, ҫавӑнпа та генерал-аншеф Троекуров — гварди поручикӗнчен Дубровскирен шыракан укҫана илмелле мар тӑвас, мӗншӗн тесен пӗтӗм именийӗ, япалийӗ-мӗнӗпех Дубровскирен ун аллине куҫать.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вара ача сасартӑк хӑмач пек хӗрелчӗ те, унтан урипе хаяррӑн тапса илсе, тупӑсем кӗрленӗ пулсан та хӑйне илттересшӗн пулса, чӗтрекен, анчах та хыттӑн ыйтакан сасӑпа кӑшкӑрчӗ:
21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
«Ку рецензент кам?» тесе ыйтакан пулсан та издательство ҫыннисен калама юраман.Да же если найдётся спрашивающий "кто этот рецензент?", издательство не должно называть людей.
Тиркевӗ те ырӑ суннипе пӗрехчӗ // Денис Гордеев. https://chuvash.org/wiki/%D0%A2%D0%B8%D1 ... 1%87%D3%97
Кунта ӑшӑ, ҫутӑ, таса, пурлӑхпа техника никӗсӗ ҫирӗп, хальхи вӑхӑт ыйтакан аппаратура, костюмсем пур.
Кӗҫӗн Шетмӗри кану ҫуртне — 45 ҫул // В. Ильина. «Ял пурнӑҫӗ», 2019.02.22
Кӑҫал бизнесран ытлашши ҫирӗп ыйтакан тата кивелнӗ требованисене пӑрахӑҫласси ҫинчен калакан сӗнӳсем туса хатӗрлемелле.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Ун ӗҫне хутшӑнакан шкулсен йышӗ ӳсет; унта хими тата биологи предмечӗсем евӗр вӗрентӳ ӗҫӗнче ятарлӑ оборудовани ыйтакан ытти предмета та кӗртӗҫ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Мӗншӗн тесен вӗсем хӑмлана лартса ҫитӗнтереҫҫӗ кӑна мар татса тирпейлеҫҫӗ, туянакан ыйтакан кондицие ҫитерсе тӗрлӗ ҫӗре ӑсатаҫҫӗ.
«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17
Ӗлӗкхилле: «Атя-ха, Слава, пулӑш», — тесе ыйтакан паян та пайтах тупӑнать.
Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29
Паянхи пурнӑҫ ыйтакан фельдшерпа акушер пункчӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, ҫулсене юсатпӑр, спортзалсене ҫӗнететпӗр тата ытти те.
"Единая Россия" аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрсене палӑртрӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29
Кондитер изделийӗсене, общество апатланӑвӗн оборудованине, электричество механизмӗсене, хими продукцине шалти тата тулаш рынокра ыйтакан нумай.
Чӑваш Республикин экспорт потенциалӗ пысӑк // И.СЕРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Вӑхӑт ыйтакан специалистсенех хатӗрлет-и ку яхӑнта республикӑри аграри хутлӑхӗнчи пӗртен-пӗр аслӑ шкул?
Кадрсен ҫитменлӗхӗ ура ан хутӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№