Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑхӑраҫҫӗ (тĕпĕ: шӑхӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Дикарьсем питех те хӑвӑрт пенипе ҫулҫӳревҫӗсен кимми тавра пульӑсем кӑна шӑхӑраҫҫӗ.

Дикари стреляли беглым огнём, и пули так и свистели вокруг лодки с путешественниками.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Ӑҫта шӑхӑраҫҫӗ? — тесе ыйтрӗ вӑл.

— Откуда донёсся свист? — спросил он.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Каллех пулӑсем шӑхӑраҫҫӗ, каллех ҫурӑлаҫҫӗ снарядсем шартлатса.

Опять уже свистят пули, опять уже рвутся снаряды.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Каллех пульӑсем шӑхӑраҫҫӗ, снарядсем ҫурӑлаҫҫӗ ӗнтӗ.

Опять уже свистят пули, опять уже рвутся снаряды.

Мальчиш-кибальчишпа унӑн ҫирӗп сӑмахӗ ҫинчен хывнӑ халап // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 147–157 с.

Атсемӗр! шӑнкӑравсем пирӗн ҫурӑмсем хыҫӗнчех хыттӑн янӑраҫҫӗ, урапи кисренсе чупать, ҫыннисем шӑхӑраҫҫӗ, юрлаҫҫӗ, лашисем тулхӑраҫҫӗ, урисемпе ҫӗре тапаҫҫӗ…

Батюшки! бубенцы просто ревут за самой нашей спиною, телега гремит с дребезгом, люди свистят, кричат и поют, лошади фыркают и бьют копытами землю…

Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.

— Акӑ тата! — тесе шӑхӑраҫҫӗ хур чӗпписем.

— Вот еще! — свистели гусята.

Юпа ҫинче ларакан чӑхӑ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 21–22 с.

Вӗсем шиплетеҫҫӗ, шӑхӑраҫҫӗ, пӗтӗмӗшпех урӑхла, пӗртте чӑх чӗпписем пек мар.

Они пищали, посвистывали совсем по-иному, чем цыплята.

Юпа ҫинче ларакан чӑхӑ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 21–22 с.

Вара пӗтӗм ҫуртра яланхи пекех ирхинехи тӗркӗшӳ пуҫланчӗ: кӑвакал чӗпписем чупкалаҫҫӗ, кӑшкӑрашаҫҫӗ, шӑхӑраҫҫӗ.

И началась обычная утренняя кутерьма: крик, свист на ведь дом.

«Хайлавҫӑ» // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 10–14 с.

Йытта йыхӑрнӑ пек шӑхӑраҫҫӗ: Эпир-ха паҫӑр ҫеҫ хамӑр кама та пулин чӗнмелле пулсан, шӑхӑрӑпӑр та «Бобик, Бобик!» тесе йыхӑрӑпӑр, тесе калаҫса татӑлнӑччӗ.

Свистели так, словно подзывали собаку: а мы с ребятами только сегодня уговорились: для того чтобы срочно вызвать кого-нибудь из дому, нужно посвистеть и закричать «Бобик, Бобик!»

V сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Сайра-сайра хутра ҫеҫ ансӑр пӗлӗт хушӑкӗнчен пӗччен ҫӑлтӑр самантлӑха сарӑ хӗлхемлӗн йӑлтлатса илет, унтан каллех ҫеҫенхире куҫ курми тӗттӗм хупласа хурать, телеграф пралукӗсем кассӑн-кассӑн вӗрекен ҫил варкӑшӗнче салхуллӑн шӑхӑраҫҫӗ, ҫӗр ҫине вӗтӗ шӑрҫа пек ҫумӑр пӗрчисем пӑт та пӑт пӑтлатса ӳкеҫҫӗ.

Редко-редко в крохотном просвете желтой искрой вспыхивала на миг одинокая звезда, и снова непроглядная темень окутывала степь, уныло свистал в телеграфных проводах ветер, срывался и падал на землю редкий и мелкий, как бисер, дождь.

XXVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дон леш енчи вӑрманта шӑпчӑксем ҫине-ҫине ӑмӑртса шӑхӑраҫҫӗ.

На той стороне Дона в лесу наперебой высвистывали соловьи.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Таҫта лере, сенкер тӳпен вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑшӗнче, ҫил ачисем ахӑрашса ҫӳреҫҫӗ, хӗвелпе ҫуталакан сивӗ пӗлӗтсем шӑваҫҫӗ, лашана та ӗҫке-ҫике юратнӑ хаваслӑ Сашка мучие тин кӑна йышӑннӑ ҫӗр ҫинче вара пурнӑҫ ҫав-ҫавах-ха хӑватлӑн вӗресе тӑрать: сад ҫумӗнчен пуҫланса каякан ҫеҫенхирӗн симӗс ытамӗнче, кивӗ итем карти ҫывӑхӗнчи хир кантӑрӗ хушшинче, путенесем шавлӑн ҫатӑлтатса ҫапӑҫни илтӗнсе тӑрать; унта тыркассем шӑхӑраҫҫӗ, тӗкӗлтурасем нӑрласа вӗҫеҫҫӗ, ҫил ачашласа ҫупӑрлакан курӑк пӑшӑлтатать, вӗлтӗртетсе юхакан ӑрша хумӗсем хушшинче тӑрисем юрлаҫҫӗ тата, этӗмӗн ҫутҫанталӑкри вӑй-хӑватне палӑртса тӑнӑ пек, таҫта инҫетри-инҫетри тип ҫырма тӑрӑх пулемет сасси тимлӗн, ҫилӗллӗн те янӑравсӑррӑн шӑтӑртатать.

Где-то там, в вышних беспредельных просторах, гуляли ветры, плыли осиянные солнцем холодные облака, а на земле, только что принявшей веселого лошадника и пьяницу деда Сашку, все так же яростно кипела жизнь: в степи, зеленым разливом подступившей к самому саду, в зарослях дикой конопли возле прясел старого гумна неумолчно звучала гремучая дробь перепелиного боя, свистели суслики, жужжали шмели, шелестела обласканная ветром трава, пели в струистом мареве жаворонки, и, утверждая в природе человеческое величие, где-то далеко-далеко по суходолу настойчиво, злобно и глухо стучал пулемет.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӗтӳ ҫӳрекен пусура тыркассем шӑхӑраҫҫӗ, вӗсен лӑпкӑ та кӑштах салхуллӑ шӑхӑравӗ тӑрисен савӑнаҫлӑ юррипе тӗлӗнмеллереххӗн пӗрлешсе кайса илтӗнет.

На выгоне свистели суслики, и тихий грустноватый их посвист странно сочетался с жизнерадостным пением жаворонков.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тыркассем вӑйсӑррӑн хӑйӑлтатса шӑхӑраҫҫӗ.

Суслики свистят истомно и хрипло.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Ши, ши!» — шӑхӑраҫҫӗ салтаксен пулисем.

Вьить, вьить! — встретили их солдатские пули.

«Штурмлама! Аркатма!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Тӗмескесем ҫинче, ут хӑвалакансенчен тӑрӑхласа, тыркассем шӑхӑраҫҫӗ.

Передразнивая погонычей, свистели на кургашках сурки.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Инҫетре тыркассем шӑхӑраҫҫӗ.

Издалека свистели суслики.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чжан Пэй-цзюнь автомобильсем кӑшкӑртнине те уйӑрса илекен пулса ҫитрӗ, пӗрисем шӑхличӗ пек шӑхӑраҫҫӗ, теприсем параппан сассине аса илтереҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем вара — йытӑ вӗрнӗ евӗрлӗрех, тӑваттӑмӗшсем — кӑвакал нартлатрӗ тейӗн, пиллӗкмӗшсем — ӗне мӗкӗрнӗ пек, улттӑмӗшсем — кӑлӑк чӑххи кӑтлатнине ҫывӑх, ҫиччӗмӗшсем — ӗсӗклесе йӗнӗ евӗр…

Пэй-цзюнь научился различать автомобильные гудки. Они свистели, рявкали, хрипло лаяли, крякали по-утиному, мычали, кудахтали, всхлипывали…

Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.

Ҫумӑр умӗнхи шӑплӑх ҫеҫен хире кӗҫҫе пек витсе хучӗ, ҫумӑр вӑраха каясса систерсе, тыркассем ҫеҫ янравлӑн та пӑшӑрханнӑн шӑхӑраҫҫӗ.

Преддождевая тишина мягким войлоком покрыла степь, только суслики свистели пронзительно и тревожно, предсказывая затяжной дождь.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тулта телефон пралукӗсем ҫилпе шӑхӑраҫҫӗ, кантӑк умӗнчи пӗчӗк пахча карти ҫумне нӑхтапа кӑкарнӑ лаша каҫанӗ ҫинче пӗр чакак хӑяккӑн уткаласа ҫӳрет, темӗн сӑха-сӑха илет.

За окном, в телефонных проводах, свистал ветер, на спине лошади, привязанной недоуздком к палисаднику, по самой кабаржине кособоко прогуливалась — и что-то клевала — сорока.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех