Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑн чухне тин ун карӑнчӑк ҫунатлӑ хура сӑмси шӑтӑкӗсене тутлӑ шӑршӑ пырса капланать: ку вӑл хайхи кайӑксен ӑшӑ тислӗкӗн йӳҫҫи тата вӗсен тӗк-мамӑкӗн пӗр ҫӗре пӗрлешнӗ ик тӗрлӗ шӑрши.
34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Лаша хырӑмӗ аяккисем йывӑррӑн тула-тула путса кӗреҫҫӗ, вӑл шупка хӗрлӗ сӑмси шӑтӑкӗсене карӑнтарса янӑ; унӑн ҫамки ҫинелле усӑннӑ ылтӑн тӗслӗ ҫилхи ҫумне те мӑй ҫинчи ҫыхланса пӗтнӗ ҫилхе ярӑмӗсем ҫумне те пӗлтӗрхи куршанкӑн хӑмӑр чӑмӑрккисем ҫыпҫӑнса пӗтнӗ.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл тӗттӗм куҫлӑх, фуфайка тӑхӑнса ҫӳретчӗ, хӑлха шӑтӑкӗсене мамӑкпа питӗрсе яратчӗ, извозчик урапи ҫине ларнӑ чухне, урапан хыҫалти хӳмине тӑратса яма хушатчӗ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Шав — хӑй айне путарать, тусан — сӑмса шӑтӑкӗсене вӗчӗлтеттерсе, куҫа ҫыпӑҫтарса лартать, шӑрӑх — ӳт-тире пӗҫертсе ӗшентерет; пӗтӗм йӗри-тавралӑх — пурнӑҫ карӑнса ҫитсе, чӑтӑмлӑха ҫухатса, кӗҫ-вӗҫех темле пысӑк катастрофӑпа ишӗлсе анассӑн, сирпӗнсе каяссӑн туйӑнать, ун хыҫҫӑн уҫӑлнӑ сывлӑшра вара сывлама ирӗклӗн те ҫӑмӑл пулассӑн, ҫӗр ҫинче шӑплӑх пулассӑн туйӑнать, хӑлхана хупласа лартакан, йӗкӗлтекен, хуйхӑпа уртарса ярас патне ҫитерекен тусанпа шӑв-шав пӗтмелле те — хулара та, тинӗс ҫинче те, ҫутҫанталӑк тӳпинче те тӳлек, уҫӑ, аван пулас пек туйӑнать…
Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Ҫӑвар ӑшчиккине эрехпе, коньякпа чӳхесе аппаланнӑ вӑл, суракан шӑлне чӗлӗм лаприпе, опийпе, скипидарпа, краҫҫынпа тытса та пӑхнӑ, питҫӑмартине йода сӗрсе лартнӑ, хӑлха шӑтӑкӗсене спиртпа чиксе йӗпетнӗ мамӑкпа питӗрнӗ, ҫаксем ҫапах та е нимте пулӑшман, е ӑша йӗклентернӗ.
Лашалла хушамат // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 56–62 стр.
Ун чухне вара пурте вырӑнпах выртаҫҫӗ; ахлатни, йынӑшни илтӗнсе тӑрать; пӗри пуҫӗ ҫине хӑяр хурса тултарать те питшӑллипе ҫавӑрса ҫыхать; тепри хӑлха шӑтӑкӗсене шур ҫырли чикет, хӗрен шӑршлать, виҫҫӗмӗшӗ кӗпе вӗҫҫӗн сивӗ ҫӗре тухать, тӑваттӑмӑшӗ ним туймиех урайӗнче йӑваланать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ниме тӑман болтсен шӑтӑкӗсене пула ҫакӑн пек пысӑк авари сиксе тухнӑ!
Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Ан пӑшӑрханӑр, капитан, — терӗ врач, ман ҫине куҫ айӗн ҫеҫ пӑхса, резина трубкине хӑйӗн ҫӑмлӑ пысӑк хӑлхи шӑтӑкӗсене чиксе.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унӑн сӑмси шӑтӑкӗсене пысӑк, куҫӗсене тулалла кӑларса турӑм, унтан мулкач тума шутларӑм.Я сделал ей большие ноздри, выпученные глаза и попробовал вылепить зайца.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Сан лашуна пӗрремӗш хут курнӑ чух, — терӗ Азамат малалла, — вӑл сӑмси шӑтӑкӗсене карӑнтарса, айӑнта ташласа ҫеҫ тӑратчӗ, чӗрни айӗнчен вут сирпӗнсе вылянатчӗ, ҫавӑнтан вара хама та паллайми пултӑм эпӗ, мана нимӗн те илӗртми пулчӗ: аттен чи лайӑх урхамахӗсем ҫине эпӗ те йӗрӗнсе пӑха пуҫларӑм, вӗсене утланса тухмашкӑн та намӑсчӗ, йӑлтах хуйха кайнӑччӗ-ҫке эпӗ, кунӗ-кунӗпе чул ту ҫинче кулянса лараттӑм, минутсерен тенӗ пек ман ума санӑн хура урхамаху хӑйӗн илемлӗ уттипе, ҫӗмрен пек тӳрӗ, яка ҫурӑмӗпе тухса тӑрсассӑн туйӑнатчӗ; вӑл сӑмах каласшӑн пек, вичкӗн куҫӗсемлӗ мана куҫран пӑхнӑ пекчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Юн шӑрши икӗ ураллӑ тискер кайӑксен сӑмси шӑтӑкӗсене кӑтӑклантарать.Запах непрерывно льющейся крови щекочет ноздри двуногих зверей.
VI сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӑл вӑрманта та колхоз йӗркисене ҫирӗп тытса пынӑ, халӗ ак ҫӗр шӑтӑкӗсене вырнаҫнӑ ял-йыш, вӑл ертсе пынипе, бригадӑсемпе звеносене уйрӑлса, ҫуракине хатӗрленнӗ.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вентиляци шӑтӑкӗсене сетка карчӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив
Мӗнпур хушӑксемпе шӑши шӑтӑкӗсене кӗленче ванчӑкӗ тултарттарчӗ.
Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив
Эсӗ хӑлхасене касса илесси ҫинчен тата сӑмса шӑтӑкӗсене касса кӑларасси ҫинчен каласан, эсӗ ӑна сӑмах хитре тухмашкӑн ху шухӑшласа кӑларнӑ пулӗ, терӗм, мӗншӗн тесен шури ӳтлӗ ҫынсем ҫавӑн пек хирӗҫ тавӑрса хӑтланмаҫҫӗ, вӑл ӗнтӗ индеец ӗҫӗ.
30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Унӑн сӑн-питне ҫеҫ пӑсмалла: сӑмса шӑтӑкӗсене касса кӑлармалла, хӑлхисене касса татмалла, сыснанне татнӑ пек касмалла.
29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Рецепчӗ: грипп чухне сӑмса шӑтӑкӗсене алоэн чӗрӗ сӗткенне кашни пилӗк сехетре 5-6-шар тумлам ямалла.
Иммун тытӑмӗшӗн паха // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,11.
15. Ҫӗр ҫинчи патшасем те, аслӑ улпутсем те, пуянсем те, пинпӳсем те, вӑйлисем те, пур тӗрлӗ чура та, ирӗкри пур тӗрлӗ ҫын та — пурте ҫӗр шӑтӑкӗсене, ту хушӑкӗсене пытанчӗҫ, 16. ӗнтӗ тусене, чул хысаксене тархасларӗҫ: пирӗн ҫине ӳкӗр, пире аслӑ пукан ҫинче Ларакан сӑнӗнчен, Путек ҫиллинчен пытарӑр: 17. Унӑн ҫиллин аслӑ кунӗ килчӗ, ӑна кам чӑтса тӑрайӗ? терӗҫ.
Ӳлӗм 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Иисус ӑна халӑхран аяккалла илсе кайнӑ та Хӑйӗн пӳрнисене унӑн хӑлхи шӑтӑкӗсене чикнӗ, унтан сурнӑ та унӑн чӗлхине сӗртӗннӗ; 34. вара тӳпенелле пӑхса ассӑн сывласа янӑ та: еффафа?! тенӗ, «еффафа?» тени «уҫӑл» тени пулать.
Мк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. хӑйӗн ҫурисене тӑрантарма ҫаратакан, хӑйӗн амисем валли пӑва-пӑва пӑрахакан, хӑйӗн ҫӗр хӑвӑлӗсене, хӑйӗн шӑтӑкӗсене ҫаратса тунӑ тупӑшӗпе тултаракан арӑслан ӑҫта?
Наум 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.