Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе, кӑнтӑрлахи шӑрӑх самантсенче ҫынсем те ҫӳреме пӑрахсан, пӗр вӗҫӗмсӗр те ним сас-чӗвсӗр шӑвакан пурнӑҫ вӑйне кӑна палӑртса, ҫутҫанталӑкра яланхи пек мар шӑплӑх пуҫлансан, суккӑр ачан пичӗ ҫинче уйрӑмах расна йӗрсем палӑратчӗҫ.
I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Вӑл ҫырма леш енчи инҫетри уялла, ҫутӑ ылтӑн хумсем шӑвакан анлӑ ыраш пусси ҫинелле пӑхать.Она глядела на дальнее поле за овражками, на большие хлеба, по которым шли светлые золотые волны.
Инҫетри уйра // Николай Резюков. Воронкова, Любовь. Тантӑшсем шкула каяҫҫӗ; вырӑсларан Н.Резюков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 48 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑнах кӑнтар енче горизонтра пӗлӗт улшӑнчӗ; капланса тӑракан хура пӗлӗтсенчен чӗреслетсе ҫумӑр ҫӑва пуҫларӗ; сывлӑш пӗр тӗлте ҫӑралса кайнипе тепӗр тӗлте сайралса ҫитнипе пӗтӗм вӑйпа шӑвакан сывлӑшран ҫил-тӑвӑл пуҫланса кайрӗ.
XXXV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Сывлӑм, ҫӳлтен ӳкес вырӑнне ҫӗр тӑрӑх вӑрттӑн шӑвакан ҫумӑр пек, ҫара чул ту ҫинчен аялалла ҫивӗт евӗрлӗ юха-юха анать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Сӑртсен йӗкӗр ывӑҫӗ ҫинче ларакан станица сулхӑнра-ха, вӑл ҫывӑрнӑ пекех туйӑнать, анчах ун таврашӗнчи сӑртсем ӗнтӗ ҫӗр ҫийӗпе ҫеҫ шӑвакан пайӑркасем ӳкнипе ылтӑн тӗспе сӑрланнӑ: хӗвел пайӑркисем халлӗхе ҫурт тӑррисем таран та хӑпараймаҫҫӗ-ха.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ту тайлӑмӗнче юр ҫинче шӑвакан боецсем кӑна курӑнаҫҫӗ.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Васкамасӑр шӑвакан агрегатсем ҫулӑн е пӗр енче, е тепӗр енче туха-туха тӑнӑ.Неторопливые агрегаты возникали то с одной, то с другой стороны дороги.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
«Мурман», хӑйӗн сӑмсари пӗртен-пӗр туппипе персе, каялла ерипен шӑвакан «Любимецпа» «Могучие» чакма май парать.Его огонь прикрывал медленно отходивших «Любимца» и «Могучего».
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Аялтан шӑвакан йӑвӑр хура пӗлӗтсем пӗтӗм тӳпене карса илнӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Вуниккӗмӗш кунне карап сӑмсине, ҫил вӗрнипе ҫыран хӗрринелле шӑвакан турпас татӑкӗ ҫинчи кӑткӑсем пек, халӑх пухӑнма пуҫланӑ.
V // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Чылайччен пӑхрӗ вӑл аялтанах шӑвакан тӗксӗм пӗлӗт ҫине; унтан ура ҫине тӑчӗ, пичӗ ҫинчи ҫӳҫне-пуҫне вӑшт сулса каялла ячӗ, вара, хӑй те мӗншӗнне пӗлмесӗр, шӑна пуҫланӑ аллисене пӗлӗт еннелле тӑсрӗ; унтан вӑл аллисене усрӗ, вырӑнӗ ҫумне чӗркуҫленсе ларчӗ те, пичӗпе минтер ҫумне лӑпчӑнса, чӗрине капланса килнӗ туйӑмсене парӑнасшӑн мар пулса тем пек тӑрӑшсан та, чуна аптратакан темле тӗлӗнмелле вӗри куҫҫульпе макӑрса ячӗ.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Эх, манӑн гранатӑсем ҫук вӗт, — мӑкӑртатрӗ юнашар шӑвакан Володя.— А у меня ведь нет гранаты, — бормотал рядом со мной Володя.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ҫак шухӑшсем мана пӗрре вӗрилентерсе, тепре шӑнтса пӑрахрӗҫ, эп ӗнтӗ каялла шӑвакан е чупакан нимӗҫсем ҫине пӑха-пӑха чӗтре пуҫларӑм.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Эпир тӑватсӑмӑр та пиншака тата ҫунса пӗте пуҫланӑ бомбӑна сӳнтересшӗн тӗрмешетпӗр, тимӗр тӑрӑх шӑвакан ҫулӑма таптатпӑр.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Шофёрӑн хӑвӑртлӑха чакармалла пулнӑ, мӗншӗн тесен ытла та тӑрук ҫаврӑнмалла ҫӗрте шӑвакан ҫул ҫинче машина пит те вӑйлӑн шуса кайнӑ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Пӑши, ӑвӑс ҫулҫисене суйласа, пуҫне тӑсса упаленсе пыракан хӗрача ҫине хырӑмпа шӑвакан кирек епле ытти чӗрчун ҫине пӑхнӑ пекех пӑхать.
IX // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Тепӗр тесен, эпӗ вӗсем ҫинчен шухӑшлас мар тесе тӑрӑшрӑм, васкамасӑр сӑртсемпе айлӑмсем тӑрӑх ҫӳрерӗм, ялти хупахсене кӗрсе, вӗсен хуҫисемпе, хӑнисемпе калаҫса лартӑм, е хӗвел хӗртсе ӑшӑтнӑ лаптак чулсем ҫине тӑсӑлса выртса, тӳпере шӑвакан пӗлӗтсем ҫине пӑхса килентӗм.
VII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Выртӗҫ те кунтах, ҫак кӗмӗл эрешмен картисем ҫине, ҫак тӳпере шӑвакан пӗлӗтсем ҫине пӑхса савӑнӗҫ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӑл вӑрман патӗнче тӑракан ҫынсем хушшипе шӑвакан сарӑ купасем ҫине пӑхрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Залесски енче, тӳпере шӑвакан шура пӗлӗт ҫумӗпе икӗ ушкӑн самолёт вӗҫсе иртрӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.