Шырав
Шырав ĕçĕ:
Малта пыракан икӗ танка, темиҫе бронетранспортера тата вӗсем хыҫӗнчен умлӑн-хыҫлӑн шӑвакан хура машинӑсене ахаль куҫпах курма пулать ӗнтӗ.
XXVIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӗсем пӗр тӑтӑш шӑвакан хускалми ҫутӑ тусем пек тӑсӑлаҫҫӗ.
I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Чупса пыруҫӑн Черныш упаленсе шӑвакан темӗнле боец ҫине пырса тӑрӑнчӗ.
XXIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Урӑхла каласан — пӗрре лапчӑнакан, тепре каллех хӑй вырӑнне хӑпаракан лармаллийӗ ҫине кӑмӑллӑн утланса пычӗ вӑл; чӗтрекен аллисемпе руле тытнӑ хӑй, ҫав вӑхӑтрах шӑвакан, ҫаврӑнакан педалӗсем ҫинчен урисене вӗҫертес мар тесе тӑрӑшать.
Велосипед туянаҫҫӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Анчах Курган тӗлӗнче эпир аялтан шӑвакан пӗлӗтсемпе сивӗ ҫумӑр ҫунӑ вырӑна лекрӗмӗр.Но в районе Кургана попали в полосу холодного дождя и низкой облачности.
«Палӑрман» рекордсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Ҫур пӗлӗте аялтан шӑвакан хура пӗлӗт хупласа тӑнӑ.
I // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Сунарҫӑсем малалла шӑвакан вут хыҫҫӑн хуллен утаҫҫӗ.
Унан-курӑк // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ҫак вӑхӑтра Рагим ҫыран хӗррине шӑвакан тимӗр шапана курчӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Васильев стена тӑрӑх шӑвакан телефон кабелӗ ҫине пӑхать.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Хумсем пырса ҫапнипе йӗпе те шӑвакан хӑмасем чӗтренсе илеҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ура айӗнче йӑштӑртатакан хӑйӑр хӗвел ҫутинче алмаз йӑлтӑртатнӑ пек йӑлтӑртатать, хуллен шӑвакан халӑх ҫинче пупсем хулӑн сасӑпа юрласа хумханса тӑрать.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Инженерсен пулӑҫӑсемпе сывпуллашсан йӗлтӗрпе хӑвӑрттӑн шӑвакан Карпов хыҫҫӑн Адун еннелле утрӗҫ.Распростившись с рыбаками, инженеры вслед за Карповым, ходко шедшим на лыжах, двинулись к реке.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Кӑшт палӑракан шурӑ мулкач, хайне тапӑннӑ кайӑкӑн шурӑ юр ҫинче шӑвакан мӗлкинчен хӑраса, уҫланкӑра ниҫта кайма пӗлмесӗр унталла-кунталла чупать.
Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пӗр икӗ сехет маларах темӗн те пӗр тӗрлӗ, пысӑк та вак-тӗвек ӗмӗтсемпе, кӑмӑлсемпе пурӑннӑ ҫынсен юнланса пӗтнӗ ӳчӗсем, темиҫе ҫӗршерӗн, бастионпа траншея хушшинчи ем-ешӗл те сывлӑмлӑ лапампа Севастопольри часовньӑн тип-тикӗс урайӗнче пӗр хускалмасӑр выртаҫҫӗ; темиҫе ҫӗршер ҫын ылханни, кӗлтуни илтӗнсе тӑрать, ҫӑварӗсем типсе ларнӑ вӗсен, ҫӗр ҫумӗпе шӑваканнисем те, енчен енне ҫаврӑнса выртса йынӑшса илекеннисем те пур вӗсен хушшинче, — пӗрисем ем-ешӗл лапамри вилесем хушшинче выртаҫҫӗ, теприсем носилкӑсемпе койкӑсем ҫинче, суран ҫыхмалли пунктӑн юнланса пӗтнӗ урайӗнче; анчах та ҫав ҫавах, иртнӗ кунсенчи пекех, Сапун-ту тӗлӗнче шурӑмпуҫ шевли выляма пуҫларӗ, йӑлкӑшса тӑракан ҫӑлтӑрсем шупкалчӗҫ, шавласа выртакан тӗксӗм тинӗсрен шурӑ тӗтре хӑпарма тытӑнчӗ, хӗвелтухӑҫӗнче йӑмӑх хӗрлӗ ҫутӑ йӑлкӑшма пуҫларӗ, янкӑр кӑвак горизонт тӑрӑх шӑвакан шупкарах хӗрлӗ ҫинҫешке пӗлӗтсем тара-тара ҫухалчӗҫ, ҫав-ҫавах, иртнӗ кунсенчи пекех, ыйхӑран вӑраннӑ тӗнчене савӑнӑҫпа юрату, телей сунса, хӑватлӑ та ҫав тери илемле хӗвел ишсе тухрӗ.
14 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Шӑвакан ункӑллӑ вӑрӑм лассо пулӑшнине Морис, юлашкинчен, пӑч-пӑч чӑпар мустанга ярса тытнӑ.При помощи длинного лассо со скользящей петлей Морис поймал наконец крапчатого мустанга.
VI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Унтан анӑҫалла шӑвакан хӗрлӗрех пысӑк хӗвел ҫине куҫне хӗсерех пӑхрӗ.Потом взглянула прищуренными глазами на большое красноватое солнце, клонившееся к западу.
Оля // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
— Вӗсем мар-и? — терӗ те Нюся инке картусне пусса лартрӗ, куҫӗ ҫинех аннӑ кӑсӑрукӗ айӗн аяккалла пӑхса, инҫетри ҫул ҫийӗн шӑвакан тусан ҫине кӑтартрӗ.
4 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Шурӑ тӗс — сивӗ юр тӗсӗ, ҫӳлте-ҫӳлте шӑвакан пӗлӗтсен тӗсӗ, мӑнаҫ та нимӗнле пурнӑҫсӑр ҫӳллӗ ту тӑррисен тӗсӗ…
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫавнашкал самантсенче унӑн шуранка пичӗ кӑвак тӳпе ҫийӗн шӑвакан кӑварлӑ ҫаврашка еннелле ҫаврӑнатчӗ, унӑн куҫӗсенче сивӗ уйӑх ҫутин хӗлхемӗсем вылянине курма пулатчӗ.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Хӗрача, пуҫне ҫӳлелле каҫӑртса: «Ах, мӗнлерех ҫумӑр пӗлӗчӗ килет, мӗнле хуп-хура тӗттӗм пӗлӗт килет!» — тесессӗнех, вӑл сасартӑках сивӗ ҫил кассине сиснӗн туять, хӗрачан сассинче таҫта инҫетре-инҫетре, ҫӳллӗ тӳпере шӑвакан хӑрушла пысӑк чӗрчунӑн пӗтӗм ҫан-ҫурӑма сӑрӑлтаттарса яракан кашлавне илтет.
VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.