Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шухӑшланине (тĕпĕ: шухӑшла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр каҫхине эпир кимӗпе ярӑнма кайсан киле ҫӗрле, уйӑх ҫутипе, таврӑнтӑмӑр та, эпӗ юнашар ларнӑ май унӑн джерси тӑхӑннӑ йӑрӑс пӳ-сийӗпе, ҫӳҫ кӑтрисемпе киленсе пытӑм, вара сасартӑк хам тӗллӗн: «Вӑл ҫакӑ», — тесе шутларӑм, мана ҫав каҫ эпӗ мӗн-мӗн туйнипе шухӑшланине вӑл йӑлтах, йӑлтах ӑнланнӑ пек туйӑнчӗ, эпӗ мӗн туйнипе шухӑшлани вара — илемлӗ те тарӑн пӗлтерӗшлӗ.

В один вечер, после того как мы ездили в лодке и ночью, при лунном свете, ворочались домой и я сидел рядом с ней и любовался ее стройной фигурой, обтянутой джерси, и ее локонами, я вдруг решил, что это она; мне показалось в этот вечер, что она понимает все, все, что я чувствую и думаю, а что чувствую я и думаю самые возвышенные вещи.

V // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Вӑл нимӗҫсем яла ҫартма хатӗрленни ҫинчен пӗлтернине, вӑл вӑрттӑн мӗн шухӑшланине нимӗн те пӗлмеҫҫӗ вӗт.

Ведь им неизвестно, что он предупредил деревню о предстоящем ограблении, ничего неизвестно и о его тайных думах.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хӗрӗ Бояркин отрядне кайса килме ҫирӗп шухӑшланине ӗненсе тата тем тесен те кайса килмеллех пулнине ӑнланса, Анфиса Марковна унпа килӗшрӗ: — Кайса килмеллех, эсӗ тӗрӗс калатӑн! — терӗ вӑл.

Убедившись, что дочь серьезно задумала сходить в отряд Бояркина, в понимая, что теперь это совершенно необходимо, Анфиса Марковна сказала: — Что же, надо идти, ты права!

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл мӗн ҫинчен шухӑшланине чухласа илме йывӑр пулчӗ, анчах мӗн шухӑшлани, тӑрӑшса, пӑлханса шухӑшлани, ун кӑвакарса кайнӑ питӗнчен те, алчӑранӑ куҫӗсемпе пӑхнинчен те палӑрса тӑчӗ.

О чем он думал, трудно было понять, а то, что он думал, думал напряженно, взволнованно, видно было и по выражению его посеревшего лица, и по выражению затуманенного взгляда.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тепӗр чух вӑл Андрей ҫӗр каҫма чарӑннӑ ҫӗр пӳртре пуҫӗ айне салтак кутамкки хурса, тутисемпе ӑшшӑн кулкаласа ҫывӑрнине е салтаксемпе сӗм тӗттӗм вӑрман витӗр, ҫывӑхрах пӑшал пенине итлекелесе утнине, е каҫпа кӑвайт умӗнче табак туртса ларнӑ чухне ун ҫинчен шухӑшланине курать…

Иногда видела, как он ночует в землянке, положив голову на вещевой мешок, смешно улыбаясь губами, или как идет с солдатами глухим лесом, сторожко прислушиваясь к близкой стрельбе, или как сидит вечером у костра, курит и думает о ней…

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫак тӗлпулу яланах Андрейшӑн тунсӑхласа пурӑннине, ун ҫинчен шухӑшланине чӗрере тата ытларах вӑйлатрӗ.

Эта встреча с новой силой подняла в ней никогда не угасавшую тоску об Андрее и беспокойные думы о нем.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Татьяна чӳречерен пӑхса, шухӑша кайса тӑнине курсан, вӑл Григорие пачах итлеменнине, темскер хӑй ӗҫӗ ҫинчен шухӑшланине туйса илме пулать.

Татьяна смотрела в окно, и по ее задумчивому взгляду было видно, что она не слушала Григория, а думала о чем-то своем.

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Сережа, — терӗ Ирина, хӑнӑхнӑ пӳрнисемпе ҫивӗтне явса, — мулкач куҫӗсенчен куҫҫуль юхнине курсан, эпӗ кам ҫинчен шухӑшланине пӗлтӗн-и?

— Сережа, — Ирина привычным движением пальцев перебирала и заплетала косу, — когда я увидела в его испуганных глазах слезы, знаешь, о ком я подумала?

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Анчах Андрей хӑй мӗн тери хӑвӑрт шухӑшланине те, мӗнле вӑр-вар ҫаврӑнкаласа ӗҫленине те асӑрхаса юлаймарӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ, уншӑн пулсан, танкпа ҫапӑҫса вӑхӑт сахал мар иртнӗн туйӑнчӗ.

Но Андрей не замечал, с какой быстротой мыслил и делал необходимые движения, и поэтому считал, что бой с танком занял немало времени.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Куҫхаршийӗсем ҫукпа пӗрех, кӑвак куҫӗсем аран ҫеҫ палӑраҫҫӗ, ҫак сарлака та нӗрсӗр пит ҫине пӑхсан, вӑл мӗн ҫинчен шухӑшланине пӗлме питӗ йывӑр ӗнтӗ.

Трудно было понять, что выражало его расплывчатое лицо, почти безбровое, с едва заметными серенькими глазками.

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Шыҫӑнса кайнӑ сӑн-питне пӑхсан, Костя мӗн шухӑшланине чухласа илме ҫук, анчах унӑн ҫемҫе тутисем, яланах ҫамрӑк чухнехи савӑнӑҫлӑ ӑшша палӑртса тӑраканскерсем, ырра мар ӗнтӗ ку, чӗтренсе илчӗҫ.

Нельзя было понять выражения опухшего лица Кости, но мягкие губы, всегда хранившие веселое юношеское тепло, недобро дрогнули.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑрҫӑ ҫинчен вӑл мӗн шухӑшланине ӑнланма хӗн пулнӑ.

Трудно было понять, что он думает о войне.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Партизансем парӑнманнипе тарӑхнӑ тӑшман мӗн тума шухӑшланине никам та пӗлмен.

И неизвестно было, на что еще пустится враг, раздраженный упорством партизан.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Шухӑшланине курмастӑн-им?

— Видишь, кажется, я соображаю.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Халӗ туса пӗтернӗ рекордлӑ ҫӗнӗ модель ҫинчен хӑй мӗн шухӑшланине те Володя Светланӑна каласа панӑ.

И даже соображениями о новой рекордной модели, которую достроил сейчас Володя, поделился он со Светланой.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Тепӗр кунне Володя хӑй мӗн шухӑшланине тума тытӑнчӗ.

На другой день Володя приступил к исполнению задуманного плана.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Владимир Путин ку вӑл тӗрӗсмарлӑх тесе шухӑшланине каларӗ, ҫак ыйтӑва татса пама пулӑшу кӳме шантарчӗ.

Владимир Путин сказал, что считает это несправедливым, и заявил о намерении помочь с решением этого вопроса.

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн В.В.Путинӑн журналистсемпе ирттернӗ пресс-конференцийӗн хаклавӗ // Хӗрлӗ ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/3670-ra-ej-f ... -n-khaklav

Манӑн ун умӗнче суяс килместчӗ, ӑна хам мӗн шухӑшланине, мӗн туйнине пӗтӗмпех каласа парас килетчӗ.

Я хотел не лгать перед ней и хотел сказать все, что я думаю, что я чувствую.

XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Ҫак вӑхӑт хушшинче хӑй мӗн ҫинчен шухӑшланине вӑл каласа пама та пултарайман пулӗччӗ.

Он не мог бы сказать, о чем он думал все это время.

XXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Капитан ман пата килсен эпӗ ӑна хам мӗн шухӑшланине каласа патӑм: тыткӑна илнӗ ҫынсемпе карапа ҫавӑрса илес тетӗп, терем ӑна.

Когда капитан подошел ко мне, я сообщил ему, что хочу овладеть кораблем при помощи наших пленных.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех