Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн В.В.Путинӑн журналистсемпе ирттернӗ пресс-конференцийӗн хаклавӗ

Автор: Хӗрлӗ ялав

Ҫӑлкуҫ: http://gazeta1931.ru/urmary/3670-ra-ej-f ... -n-khaklav

Хушнӑ: 2019.12.21 00:17

Пуплевӗш: 60; Сӑмах: 682

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Политика

З.ПАВЛОВА, «Хӗрлӗ ялав» хаҫатӑн тӗп редакторӗ: РФ Президенчӗпе В.Путинпа иртнӗ пресс-конференцине пирӗн ҫӗршыври тата ытти тӗрлӗ ҫӗршывсенчен массӑллӑ информаци хатӗрӗсен журналисчӗсем хутшӑннӑ. Вӗсен енчен ҫӗршывра экономика аталанӑвӗпе, социаллӑ пулӑшу парассипе, медицина, экологие сыхласа хӑварассипе, спорт, наци проекчӗсемпе, йӑлари ӑпӑр-тапӑра пуҫтарассипе тата ытти темӑсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем чылай пулчӗҫ. Владимир Владимирович пресс-конференцие тӳрремӗнех журналистсенчен ыйтусем йышӑнассинчен пуҫларӗ.

Вӑл ҫӗршыв экономикинче ял хуҫалӑх отраслӗ пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртрӗ. Хальхи вӑхӑтра пирӗн Раҫҫей ҫӗршывӗ ют ҫӗршывсене тӗш-тырӑ экспорта ярассипе лидерсен йышӗнче, ҫак кӑтарту ытти ҫулсемпе танлаштарсан 2,6 хут ытларах пулнӑ. Эпир ку енӗпе Канада тата Америка ҫӗршывӗсенчен те иртсе кайнӑ. Унсӑр пуҫне ял хуҫалӑх продукцине ют ҫӗршывсене 24 млрд. долларлӑх сутнӑ. Пирӗн Вӑрмар районӗ ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ район пулнӑ май ҫакна палӑртмалла: тӗш-тырӑ, ҫӗрулми, хӑмла культурисем туса илессипе хресчен (фермер) хуҫалӑх ӗҫченӗсем тӗллевлӗ ӗҫлеҫҫӗ. Ҫакӑнта пирӗн районти хресчен (фермер) хуҫалӑх ӗҫченӗсен тӳпи те пур тесе шутлатӑп.

Ҫавӑн пекех строительство отраслӗнче те кӑтартусем курӑмлине палӑртрӗ В.Путин. Сӑмахран ҫӗнӗ аэропортсем, автовокзалсем хута ярассипе чылай ӗҫсем туса ирттернӗ. Федераллӑ трассӑсен шучӗ те икӗ хут ӳснӗ. Ҫакӑ вара пурне те автомашинӑсемпе ҫӑмӑллӑнах куҫса ҫӳреме майсем туса парать.

Шалти тата тулаш политикӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусем те чылай пулчӗҫ пресс-конференцире. Кашни ыйтӑвнех В.Путин туллин хуравларӗ.

Э.МИХАЙЛОВА, редактор: «Мускавра Пӗтӗм халӑхсем хушшинчи суту-илӳ центрӗнче РФ Президенчӗн В.Путинӑн пресс-конференцийӗ иртрӗ. «Тӳрӗ эфира» он-лайн мелӗпе тимлесе итлерӗмӗр. Кӑҫал Раҫҫей Президентне ыйту парас текен журналистсен йышӗ рекордлӑ пулчӗ. Пурӗ 1895 ҫынна аккредитациленӗ. Журналистсем хӑйсем ҫине тимлӗх уйӑрттарас тӗллевпе тӗрлӗрен мелсемпе усӑ курчӗҫ. Апла пулин те пысӑк плакатсемпе усӑ курма чарнӑ вӗсене. Ыйту парас текенсене пресс-конференцие ертсе пыракан Раҫҫей Президенчӗн секретарӗ Д.Песков суйласа пычӗ. Пресс-конференци кашни ҫулах чылай ыйтӑва уҫӑмлатма, уйрӑм ҫынсен нушисене татса пама пулӑшать.

Ҫынсем пӗр-пӗринпе тӗл пулнӑ май ҫанталӑк ҫинчен калаҫма кӑмӑллаҫҫӗ. Пресс-конференцири пӗрремӗш ыйту та ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑнни ахальтен пулмарӗ. Декабрь уйӑхӗ вӗҫленсе пырать, Ҫӗнӗ ҫул кӗтсе илмелӗх юр та ҫук. «Маяк» радиостанци журналисчӗ климат улшӑнӑвӗсем мӗнпе ҫыхӑннӑ-ши тесе ыйтрӗ. Юлашки вӑхӑтра пурте ҫакӑн пирки калаҫаҫҫӗ. Раҫҫей кӑҫал Париж килӗшӗвӗсене хутшӑннӑ. Ҫавна май РФ Правительстви ятарлӑ йышӑну тунӑ. Ҫакӑнпа килӗшӳллӗн пирӗн ҫӗршывран атмосферӑна тухакан сиенлӗ хутӑшсен калӑпӑшӗ 2030 ҫул тӗлне 25-30 процент чакмалла.

РФ Президенчӗ В.Путин климат улшӑнӑвӗсен чӑн сӑлтавӗсене паянхи кун никам та пӗлсе пӗтереймессине палӑртрӗ. Атмосферӑна таса мар кӑларакансен йышӗнче пӗрремӗш вырӑнсенче Америкӑн пӗрлештернӗ штачӗсем тата Китай халӑх республики, Европа союзӗ. Париж килӗшӗвӗсенче кӑтартнӑ тӑрӑх сывлӑш температурине 1,5 процентран ӳстермелле мар тесе йышӑннӑ. Анчах та ҫак кӑтартӑва ҫитесси хальлӗхе паллӑ мар. Пирӗн Ҫӗр чӑмӑрӗн историйӗнче тӗрлӗ тапхӑрсем пулнӑ, ӑшӑтасси те, сивӗтесси те. Ку вӑл ҫут тӗнчери пур пулӑмсенчен килет. Паянхи кун этемлӗх климат ҫине еплерех витӗм кӳрессине шутлама питӗ йывӑр, апла пулин те вӑл ытла улшӑнасран нумай вӑй-хал хумалла. Раҫҫейшӗн ҫак ыйту уйрӑмах ҫивӗч. Сывлӑш температурин ӳсӗмӗ Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчипе танлаштарсан вӑтамран 2,5 хут пысӑкрах. Ҫурҫӗрти пӑр чӑмӑрӗ ирӗлме пултарасси пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. «Ҫутҫанталӑкри улшӑнусен витӗмне чакарас тӗллевпе тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнӑпӑр», - терӗ В.Путин».

И.ДАНИЛОВА, редактор: «Декабрӗн 19-мӗшӗнче Мускавра, Халӑхсем хушшинчи суту-илӳ центрӗнче, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин массӑллӑ информаци хатӗрӗсен представителӗсемпе тӗл пулса вӗсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗ. 15-мӗш хут иртнӗ черетлӗ пысӑк пресс-конференцие, Кремльтен пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрлӗ ҫӗршывсенчен 1900-е яхӑн журналист хутшӑннӑ.

Владимир Владимирович темиҫе сехет хушши паянхи куншӑн чи актуаллӑ, чи пӗлтерӗшлӗ ыйтусем ҫине хуравларӗ. Яланхи пекех мероприяти тӳрӗ диалог евӗр иртрӗ, темӑсем те тӗрлӗрен пулчӗҫ: экономика, тулаш тата шалти политика… Паллах, журналистсенчен нумайӑшӗ ҫӗршывӑн регионӗсенчен пухӑннӑран, вырӑнти лару-тӑру пирки те ыйтусем сахал мар пулчӗҫ, сӑмахран, сывлӑх сыхлавӗ, спорт, ҫӳп-ҫап реформи, наци проекчӗсем, ҫанталӑк улшӑнӑвӗсем.

Сывлӑх — чи хаклӑ пурлӑх, ҫавӑнпа ӗнтӗ сывлӑх сыхлавӗн аталанӑвӗ ҫӗршывра пурӑнакан кашни ҫыннах пӑшӑрхантарать. В.Путин ҫак ыйту ҫинче чарӑнса тӑнӑ май медицинӑпа ҫыхӑннӑ расхутсем ҫумне палӑртнинчен тата 550 миллирад тенкӗ укҫа уйӑрма планланине (автотранспорт, техника, оборудовани туянма, ҫӗнӗ учрежденисем хӑпартма), ҫавӑн пекех онкологипе кӗрешессине наци проекчӗ шайӗнче пысӑк тимлӗх уйӑрнине пӗлтерчӗ, чӗресемпе сосудсен чирӗсемпе кӗрешессипе ырӑ улшӑнусем пулнине палӑртрӗ. Унӑн сӑмахӗсем малашлӑха чӑннипех те шанчӑкпа пӑхма хистеҫҫӗ.

Спорт ыйтӑвӗ те хальхи вӑхӑтра чылайӑшне хумхантарать. Раҫҫей спорчӗ йывӑр лару-тӑрӑва лекнине, пирӗн ҫӗршыв спортсменӗсене пысӑк спорт мероприятийӗсене хутшӑнма чарма йышӑннине пӗлетпӗр. Ҫакна допингпа сӑлтавлаҫҫӗ иккен. Владимир Путин ку вӑл тӗрӗсмарлӑх тесе шухӑшланине каларӗ, ҫак ыйтӑва татса пама пулӑшу кӳме шантарчӗ. Шел пулин те, асӑннӑ йывӑрлӑхсем политика сӗмӗллӗ пулма пултарнине пытармарӗ. Пӗтӗмӗшле илсен вара, политикӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусем пӗрре кӑна пулмарӗҫ пресс-конференцире. Кашнин ҫинех Владимир Владимирович тивӗҫлӗ хурав пачӗ».

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех