Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутламалла (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав тӗлтех ҫуркунне ҫитрӗ, юр ирӗлет, — ҫураки ҫинчен те, пахчасем ҫинчен те шутламалла.

А тут весна, тает снег, и надо думать о посеве, об огородах.

16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Сан хӗрсем пирки, авланасси ҫинчен шутламалла, эс вара вӑрӑмтунасене ӗмтерсе пурӑнатӑн 35-ри пуҫупа.

Тебе надо о девушках думать, о женитьбе, а ты в свои 35 лет с комарами играешь.

Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Вӑрҫасран шиклентӗм-тӗр, ҫамрӑк-ха, вӗренесси ҫинчен шутламалла теесрен хӑрарӑм-ши?

То ли постеснялась, а может, побоялась, что скажешь, мол, молодая ещё о парнях думать, учиться надо…

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

Мӗнле калас, малашлӑх ҫинчен те шутламалла.

Как бы то ни было, надо думать и о будущем.

Юлия Райнвайн: «закон маншӑн усӑллӑ пулчӗ» // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.05.30

«Кӗркунне пӳлмесем тулли пулччӑр тесен страхлав фончӗ пирки халех шутламалла»,– сӗнчӗ ӗҫтешӗсене Геннадий Васильевич.

"Для того, чтобы осенью закрома были полны, про фонд страхования уже надо думать", — предложил коллегам Геннадий Васильевич.

Хресчен ыррине кӗтет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2802-khr ... rine-k-tet

Кам шутламалла вӗсем ҫинчен?

Кто о них должен думать?

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Акӑ рынок ырлӑхне пӗверӗпе туйса илнӗ герой мӗн тӗллевпе ҫанӑ тавӑрать: «Пирӗн халь укҫа тӑвасси ҫинчен ҫеҫ шутламалла, укҫа пулсан — пурте пулать!

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ҫитменнине тата апат паекне кунран-кун касса пычӗҫ, тӑранасси ҫинчен мар, шӑмшака тытса тӑрасси пирки те шутламалла мар.

К тому же продовольственный паек изо дня в день уменьшался, тут не о сытости, как бы не упасть надо думать.

Тамӑкран хӑтӑлнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

11. Ефапа бат пӗр виҫеллӗ пулмалла, апла пӗр бата хомерӑн вуннӑмӗш пайӗ, ефана та хомерӑн вуннӑмӗш пайӗ кӗмелле; вӗсен виҫине хомер тӑрӑх шутламалла.

11. Ефа и бат должны быть одинаковой меры, так чтобы бат вмещал в себе десятую часть хомера и ефа десятую часть хомера; мера их должна определяться по хомеру.

Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Хӳме ҫавӑрман ял-хуласенчи ҫуртсене хирти ҫӗрпе тан шутламалла: вӗсене [кирек хӑҫан та] каялла тӳлесе илме юрать, вӗсене юбилей ҫулӗнче каялла тавӑрса памалла.

31. А домы в селениях, вокруг которых нет стены, должно считать наравне с полем земли: выкупать их [всегда] можно, и в юбилей они отходят.

Лев 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Паянхи кунпа кӑна пурӑнаймӑн, малашлӑх пирки те шутламалла.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ҫавӑнпа документсене пулас ӑрусемшен сыхласа хӑварасси пирки халех шутламалла.

Поэтому именно сейчас надо думать о сохранении документов для будущих поколений.

Документсенче - халӑх кун-ҫулӗ // Т.ПУПИНА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех