Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутламалла (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кун пек чухне ҫакна взятка пани тесех шутламалла.

В таком случае к плате за услугу нужно отнестись как к взятке.

Кафере, столовӑйра, ресторанта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Арҫын куншӑн кӳренсе, вӑл капла арҫын ятне ярать тесе шутламалла мар.

Мужчина не должен считать, что этим затронута его мужская честь.

Кафере, столовӑйра, ресторанта // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Хӑшпӗр япаласем ҫинчен вӑлтса каланине, уйрӑмах пӗчӗк ачасемпе ҫул ҫитмен ҫамрӑксем пур чухне, питӗ вырӑнлӑ тесе шутламалла.

Тактичность вынуждает о некоторых вещах говорить иносказательно, особенно в присутствии детей и подростков.

Лайӑх енӗсем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Укҫана нумайччен шутламалла пулчӗ.

Подсчет денег длился долго.

10. 3асада // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Ҫакӑн пирки тӗплӗн шутламалла унӑн.

И надо было броситься в одну из этих бездн.

II. Говэнӑн иккӗленуллӗ шухӑшӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

— Аван, унтан тухса кайсан, тӑватӑ кун хушши пынӑ тӑвӑл вӑхӑтӗнче, эпир кашни талӑкне 320-шер километртан кая мар ишнӗ пулӗ тесе шутламалла.

— Пожалуй! Исходя из этого и считая четыре дня бури, во время которой скорость нашего движения не могла быть менее восьмидесяти лье в сутки…

XXXVI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Анчах чӗре ҫурӑлмарӗ, тӑнлавсенчен малтанхи пекех мӑлатукпа шакканӑ пек пулчӗ, вара Малаша, тӗттӗмелле пӗтӗм куҫ вӑйӗпе пӑхса, унӑн малашне те кунсене — кун хыҫҫӑн кун, тивӗҫлӗ срок ҫитичченех шутламалла пуласси, вара унӑн, Малашӑн, красноармеец арӑмӗн, нимӗҫ йӗксӗкне ҫуратмалла пуласси ҫинчен шухӑшларӗ.

Но сердце не разорвалось, по вискам по-прежнему будто стучали молотком, и Малаша, вглядываясь в темноту изо всех сил, подумала, что ей и дальше придется отсчитывать день за днем, до положенного срока, и тогда она, Малаша, жена красноармейца, должна будет родить немецкую гадюку.

IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Пит-куҫӗ шыҫӑннӑ, хуралса кайнӑ, Егоров пӗр тапранмасӑр выртать, унӑн уҫӑ тутинчен кӑшт пӑс тухни палӑрман пулсан, вӑл вилнӗ тесех шутламалла.

Лицо раздулось, почернело, Егоров лежал не двигаясь, и можно было подумать, что он умер, если бы не легкий парок, который чуть вился из его открытого рта.

8 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Кун ҫинчен халех шутламалла!

— Об этом сейчас надо думать!

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Ун ҫинчен шутламалла мар санӑн! — терӗ те сиввӗн Степанида, учительницӑран ачашшӑн ыйтрӗ:

— Не об этом тебе надо думать! — нахмурилась Степанида и ласково обратилась к учительнице:

3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫак укҫана илсе тухмалла та пӗтӗм халӑх умӗнче шутламалла, нимӗнле иккӗленӳ те ан пултӑр.

Надо притащить эти самые деньги наверх и пересчитать при всех, чтобы никаких подозрений не было.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Чӑнласах ӗнтӗ, ҫакна каторжниксен аллине ҫакланнӑ яхта тесех шутламалла, ун пирки нимӗн иккӗленсе тӑмалли те ҫук, ӗмӗрне пӑлханман майор та чӑтса тӑраймарӗ, турра ылханса вӑл хытах ятлаҫса илчӗ.

И в самом деле, теперь нельзя было сомневаться в том, что это была яхта со своим экипажем из каторжников, даже невозмутимый майор не мот удержаться, чтобы не послать по адресу бога несколько крепких проклятий.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унӑн шухӑшӗпе маориецсен экспедицине тӳрех Англи ҫарӗсен аллине парса ӑна ытлашши йывӑрлӑхсенчен ҫеҫ хӑтараҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене тыткӑна илнине асап курни тесе мар, ӗҫ ӑнса пыни вырӑнче кӑна шутламалла.

Он сказал себе, что маорийцы только избавят экспедицию от лишних трудов и забот, доставив всех участников её прямо в распоряжение английских войск, и что, под этим углом зрения, их пленение было не несчастьем, а скорее удачей.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Этем Ҫӗнӗ Зеландин шалти ҫӗрӗсенчен ҫулталӑк ытлашшипех тавӑрӑнмасан, вара иккӗленсе тӑмалли те ҫук, ӑна вилнӗ тесех шутламалла пулать, — тесе пӗтерчӗ Паганель.

А когда человек больше года не возвращается из недр Новой Зеландии, то можно не сомневаться, — шёпотом закончил Паганель, — что он безвозвратно погиб.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫынна ҫын ҫиесси хуть те ӑҫтан тухса кайнӑ пултӑр, — пире ҫакӑнта вӑл йӑла пуррине пӗлни те, хамӑрӑн ҫавӑн ҫинчен кӑна шутламалла пулни ҫинчен пӗлсе тӑни те ҫитет!

Пусть корни людоедства остаются невыясненными, — для нас важно то, что оно существует, и это единственное, о чём мы должны думать!

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Халӗ ӗнтӗ унӑн ӑҫта ҫӗр каҫасси ҫинчен лайӑхах шутламалла.

Теперь надо было серьезно подумать о ночлеге.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Ҫухатмасӑр, — терӗ ӑна ученый, — ылтӑн тата хаклӑ йышши чулсем пур ҫӗршывра хамӑр тупайман пуянлӑха пирӗн ҫухалнӑ тесе шутламалла.

— Конечно, — ответил учёный, — мы все вправе считать потерянным не найденное нами богатство в этой стране золота и драгоценных камней.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Майор ӑна лӑплантарасшӑн калаҫать, халӗ пирӗн хамӑра телейлӗ тесе шутламалла, тет, мӗншӗн тесен натуралистсем пӗлекен ултҫӗр, ҫичҫӗр пин тӗслӗ шӑна-пӑвансенчен пирӗн ҫине пӗр тӗслиех килсе ҫакланнӑ, тет.

Несмотря на утешения майора, говорившего, что они должны считать себя ещё счастливыми, так как из шестисот-семисот тысяч видов насекомых, известных натуралистам, на них напала только одна разновидность.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кун пирки маларахах шутламалла пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Виҫҫӗмӗшӗнчен, пӗр кӗтмен ҫӗртен, вӑл мана хӑй пурнӑҫӗ пӗтменни ҫинчен, ҫавӑнпа ман ӑна ухмах тесе е пӗтӗмпех пӗтнӗ ҫын тесе те шутламалла мар, тесе ӗнентерме тӑрӑшнӑ пек туйӑнчӗ.

В-третьих, совсем неожиданно он как бы убеждал меня, что жизнь еще не прошла и что я не должен считать его ни за дурака, ни за человека совсем пропащего.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех