Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шанаҫҫӗ (тĕпĕ: шан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сире шанаҫҫӗ, ҫавӑнпа йывӑр ӗҫ хушаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

«Иккӗмӗш ҫӑкӑр» вара 1025 гектар ҫинче ӑнӑҫлӑ ҫитӗнессе шанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй кунӗ чунсене савӑнтарчӗ // А.Исаева. «Каҫал Ен», 09.06.17

Ҫӗнӗ учредитель кӑткӑс ыйтӑва тӗрӗс татса парасса шанаҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Шӑннӑ чӗресем пирки // Базиль Кириллов. https://chuvash.org/content/3102-%D0%A8% ... D0%B8.html

Унта тӗрлӗ ӳсӗмри тата тӗрлӗ профессиллӗ 1 пине яхӑн ҫын хутшӑнасса шанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкар та хутшӑнать // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ҫуртра пурӑнакансем вӗсем ӗҫе пахалӑхлӑ та кӗске вӑхӑтра пурнӑҫласса шанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуртсен ҫивиттийӗсене улӑштарӗҫ // Л.ГЕОРГИЕВА. «Каҫал Ен», 2016.07.29

— Суйлавҫӑсем «Единая Российӑна» шанаҫҫӗ, ҫак шанчӑк вӑхӑтпа тӗрӗсленнӗ, конкретлӑ ӗҫсемпе тата ҫитӗнӳсемпе, суйлав умӗн панӑ сӑмахсене пурнӑҫланипе ҫирӗпленнӗ.

Куҫарса пулӑш

"Единая Россия" аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрсене палӑртрӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Вӗсем усал шухӑшлӑ ҫынсем кун пек майпа укҫа «вӑрланине» пӗлеҫҫӗ, апла пулин те ку инкек вӗсемпе пулса иртмессе шанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Айванлӑха пула ултавҫӑсен тыткӑнне лекеҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

Сӑнарсене чунран калӑплать, ӑна час-часах тӗп роль шанаҫҫӗ.

Образы создает от души, ей часто доверяют главные роли.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

— Иккӗшӗ те мана кӑткӑс роль шанаҫҫӗ.

- Оба мне доверяют сложные роли.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Пурнӑҫ ҫулне пӗрле суйласа илнӗскерсем 5 ҫул вӗреннӗ хыҫҫӑн направленипе Муркаш тӑрӑхне килсе вырнаҫаҫҫӗ: Николай Семеновича Нискассинчи ветеринари участокне ертсе пыма шанаҫҫӗ, Ирина Николаевна «Сеятель» хуҫалӑхра выльӑх тухтӑрӗнче ӗҫ биографине уҫать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Вӗсем вырмара комбайн штурвалне ҫирӗп тытса пырасса шанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яваплӑ тапхӑр пуҫланчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Ял хуҫалӑх институчӗн вӗренӳ хуҫалӑхӗ (Учхоз) йӗркеленсен колхоз унта куҫать, А.А. Яичникова управляющи пулма шанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗншӗн мар, кушакшӑн пӑшӑрханнӑ // Тамара Верендеева. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Ҫывӑх ҫыннисем Дима ҫар тивӗҫне чыслӑ пурнӑҫласса шанаҫҫӗ, ӗненеҫҫӗ, ҫакӑнта лекнӗшӗн мӑнаҫланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кив Ирчемес каччи - Президент полкӗнче // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Кӑҫал кӑна республикӑра федераци шайӗнчи 56 ӑмӑрту иртмелле — «пире шанаҫҫӗ. Ҫакӑ пысӑк яваплӑхпа ҫыхӑннӑ».

В этом году в республике надо проводить 56 соревнований федерального значения — «нам доверяют. Это связано с большой ответственностью».

Ӑмӑртура - адвокатсем кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Мана яланах концерта ертсе пыма шанаҫҫӗ.

Мне всегда доверяют вести концерт.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫӗрулми пысӑк тухӑҫпа савӑнтарасса шанаҫҫӗ, сӗт суса илессине ӳстернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Урӑх йышши топливӑпа ӗҫлекен техника предприяти тӑкакне икӗ хут чакарма шанаҫҫӗ ҫул-йӗр организацийӗнче.

Куҫарса пулӑш

Ҫул-йӗр техники газпа ӗҫлӗ // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/12446.html

Ялта пурӑнакансем Г.Ивановпа Ю.Егоров хӑйсене тата ыттисене те пӑшӑрхантаракан ыйтусене татса парасса шанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

«Единая Россия» политика партийӗн регионти уйрӑмӗн руководителӗ Н.Малов каланӑ тӑрӑх, саккун кӑларакан влаҫ органӗсене суйланма тӑратнӑ кандидатсем суйлавҫӑсен сасӑлавне шанаҫҫӗ, парти те вӗсен тӗревне кӗтет.

Куҫарса пулӑш

Н.Малов: «Кашни сасӑ пӗлтерӗшлӗ, ҫакӑ тӗрӗс ҫул-йӗр суйлама пулӑшать» // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Часах ӑна уй-хир бригадирӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шанаҫҫӗ, каярах виҫевҫӗре (весовщица), кӗлетҫӗре (кладовщица) вӑй хурать.

Вскоре ей доверяют выполнение обязанностей полевого бригадира, позже трудится весовщицей, кладовщицей.

Униҫҫи аппан савӑнӑҫӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2016.07.25

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех