Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗтрене (тĕпĕ: чӗтрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑнса ан тӑр тулта, чӗтрене еретӗн акӑ.

Да не стой ты на холоду — лихоманка затреплет.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпӗ унашкал ӗҫшӗн казаксене хӑлха чикки тыттарса янӑ, атте ав ҫынсене ҫаратма килет иккен! — чӗтрене ерсе тӑвӑнчӑклӑн хӑшӑлтатса сывларӗ Григорий.

Я казакам морды бил за это, а мой отец приехал грабить жителев! — дрожал и задыхался Григорий.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл Аксинья пӑлханса ӳкӗ тесе кӗтнӗччӗ, анчах хӳме хыттӑн кӑлтӑртатса хапхапа танлашсан, чӗтрене ернӗскер, сылтӑмалла пӑхрӗ те, Аксинйӑн виҫеллӗ хаваслӑхпа ҫуталса кулакан сӑнне курсан, тӗлӗнсех кайрӗ; уншӑн ҫакӑ ӗнси ҫинчен темле йывӑр япала анса ӳкнӗпе пӗрех пулчӗ, вӑл лӑпланчӗ, Аксинйӑна пуҫӗпе хирӗҫ сулса саламларӗ.

Он ждал, что лицо Аксиньи будет отмечено волненьем, но, когда коляска, резво шурша, поравнялась с воротами и он с дрожью в сердце взглянул направо и увидел Аксинью, — его поразило лицо ее, сдержанно-веселое, улыбающееся, у него словно тяжесть свалилась с плеч, он успокоился, кивнул на приветствие.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл ӑна Мишка йӗнерӗпе йӗнерлерӗ, чӗтрене ерсе кайри ури ҫине лараканскерне ун патне ҫӑвӑтса пычӗ.

Оседлал ее Мишкиным седлом, подвел, дрожащую, приседающую на задние ноги, к нему.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чӗтрене ернӗ.

Сидят, дрожат.

Мӑнастир стенисем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Паян, эпӗ пульӑсем айӗнче пынӑ чух урса кайнипе шӑлт чӗтрене ертӗм.

Когда мы сегодня шли под огнем, я дрожал от бешенства.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Юргин вара чӗтрене еричченех пӑлханса: ҫак тӗнчене пӗрре пӑхса илессишӗнех ҫапӑҫура пуҫа хума юрать! тесе шухӑшласа илчӗ.

И Юргину невольно, с волнением до дрожи, подумалось: за один единственный взгляд на этот родной мир можно сложить свою голову в бою!

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ун пек ирӗкре чӗтрене еретӗн!

— Дрожь берет на таком раздолье!

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Виҫӗмкун районти «Власть Советов» хаҫатра фельетон пичетленсе тухрӗ, унӑн «Хохлаков юланутҫинчен сыхланӑр» текен ячӗ кӑна Хохлаковӑн ӳт-пӳне чӗтрене ертнӗ.

Дело в том, что третьего дня в районной газете «Власть Советов» был напечатан фельетон, одно заглавие которого — «Остерегайтесь хохлаковского кавалериста!» — вызвало в теле Хохлакова дрожь.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Эпӗ хам умра мӗн пулса иртнине ҫаплах ӑнланса илеймерӗм-ха, анчах юнлӑ ӗҫ халех пуласси ҫинчен шухӑшласа хӑранипе пӗтӗмпех чӗтрене ертӗм.

Я все еще не понимал, что происходит перед моими глазами, но весь дрожал от ужаса при мысли о том, что сейчас совершится кровавое дело.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Батюшки! — тӗлӗнсе чӗтрене ырханкка.

— Батюшки! — изумился тонкий.

Мӑнтӑрккапа ырханкка // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 11–14 стр.

Мана улпут пӗлтерсенех тӗлӗнсе кайрӑм, хӑранипе чӗтрене ертӗм!

Удивилась, как барин молвил мне, испугалась, даже затряслась вся!

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ларатӑр эсир, тӗслӗхрен, каҫхине хӑвӑр пӳлӗмӗрте, сасартӑк сире пӗр кӗтмен, шутламан ҫӗртенех шиклӗх ҫавӑрса илет, эсир чӗтрене еретӗр, хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхма та хӑю ҫитерейместӗр.

Сидите вы, например, у себя в комнате вечером, и вдруг на вас найдет ни с того ни с сего такой страх, что вы задрожите и оглянуться не посмеете.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Хӑрушӑ хӗрлӗ пӗлӗте курасран чунӑм ҫук, ҫавна аса илсенех чӗтрене еретӗп.

От одной мысли, что я увижу опять страшное багровое небо, меня начинает трясти.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Приказчик, чӗтрене ерсе, генерал умне кукленсе анчӗ.

Приказчик мой задрожал и повалился генералу в ноги.

IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Кирила Петровича курсассӑнах, хӑраса ӳкетӗн чӗтрене ерсе пуҫна чикетӗн, келеткӳ хӑех аялалла авӑнать, авӑнатех вара…

Как увидишь Кирила Петровича, страх и трепет, и краплет пот, а спина-то сама так и гнется, так и гнется…

V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Поттер шуралса кайрӗ те чӗтрене ерчӗ.

Поттер задрожал и весь побелел.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Чӗтрене ернӗ Моисей пӑхма та хӑяйман.

Моисей, объятый трепетом, не смел смотреть.

Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Хурал тӑракансем, унран хӑранипе чӗтрене ерсе, вилнӗ пекех пулса кайнӑ.

4. устрашившись его, стерегущие пришли в трепет и стали, как мертвые;

Мф 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Хӗн-хур пуҫланӗ те — нумайӑшӗ ахлатса ярӗ; выҫлӑх пуҫланӗ те — нумайӑшӗ пӗтӗ; вӑрҫӑсем пуҫланӗҫ те — пуҫлӑхсем сехӗрленсе ӳкӗҫ; хӗн-асап пуҫланӗ те — пурте чӗтрене ерӗҫ.

18. Начнутся болезни, - и многие восстенают; начнется голод, - и многие будут гибнуть; начнутся войны, - и начальствующими овладеет страх; начнутся бедствия, - и все вострепещут.

3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех