Шырав
Шырав ĕçĕ:
37. Ҫак тискерлӗхе куракансем пурте сехӗрленсе ӳкӗҫ, чӗтрене ерӗҫ.37. Ужаснутся все, которые увидят эту свирепость, и вострепещут.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Анчах та пӗри, Ассири енче пытанса ларнӑскер, вӗсене ҫавӑрса илӗ те вӗсенӗн пӗр ҫыннине вӗлерӗ; вара вӗсен ҫарӗнче сехӗрленсех ӳкӗҫ, чӗтрене ерӗҫ, патшасем те хӑраса ӳкӗҫ.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Шӑп ҫавӑн чухне этем ал лаппи курӑнса кайнӑ та патша керменӗн шуратнӑ стени ҫине, ҫутаткӑҫа хирӗҫ, ҫырма пуҫланӑ; патша ҫыракан ал лаппине курнӑ та 6. сӑнран улшӑннӑ, сехӗрленсе ӳкнӗ, алли-ури чӗтрене ернӗ, чӗркуҫҫийӗсем пӗр-пӗринпе ҫапӑнса тӑр-тӑр чӗтренӗ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Манӑн сӑнӑма курса, тинӗсри пулӑсем, тӳпери кайӑксем, хирти тискер кайӑксем, пӗтӗм шӑван-кусан, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекенскерсем, ҫӗр ҫинчи мӗнпур ҫын чӗтрене ерӗҫ, тусем ишӗлсе анӗҫ, чул сӑртсем йӑтӑнса анӗҫ, пӗтӗм хӳме ҫӗр ҫине ӳкӗ.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Египет ҫине вут ярӑп; Син чӗтрене ерӗ, Но ишӗлсе анӗ, Мемфис ҫине кӑнтӑр варринчех тӑшман тапӑнӗ.16. И пошлю огонь на Египет; вострепещет Син, и Но рушится, и на Мемфис нападут враги среди дня.
Иез 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Патша ӳпкелешӗ, улпут сехӗрленсе ӳкӗ, ҫӗршыв халӑхӗн алли чӗтрене ерӗ.27. Царь будет сетовать, и князь облечется в ужас, и у народа земли будут дрожать руки.
Иез 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вара вӗсен алли те, чӗри те чӗтрене ернӗ, вӗсем ача ҫуратакан арӑм пек асапланнӑ; 22. аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе, хӗрхенекен кӑмӑллӑ Ҫӳлхуҫана тархасланӑ, 23. Святой вӗсен кӗллине тӳперен часах илтнӗ, вӗсене Исаия аллипе ҫӑлса хӑварнӑ; 24. Вӑл Ассири ҫарне ҫапса салатнӑ, вӗсене Унӑн Ангелӗ пӗтерсе тӑкнӑ: 25. Езекия Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ пурӑннӑ, Давид ҫулӗнчен — хӑй ашшӗ ҫулӗнчен — пӑрӑнман, вӑл пуласлӑха тӗрӗс куракан аслӑ Исаия пророк вӗрентнӗ пек пурӑннӑ.
Сир 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫав кун кил-ҫурта хураллакансем чӗтрене ерӗҫ, вӑй-халлӑ арҫынсем хутланса анӗҫ; авӑртакансем авӑртма пӑрахӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем сахалланса юлӗҫ; кантӑкран пӑхакансем курми пулӗҫ; 4. урама тухса кӗмелли алӑксем питӗрӗне-питӗрӗне ларӗҫ; арман чулӗн сасси илтӗнми пулӗ, этем автан авӑтса янӑ чухнех вӑранма пуҫлӗ, юрӑҫӑ хӗрсем шӑпланӗҫ; 5. вӗсемшӗн ӗнтӗ сӑртсем те хӑрушӑ пулӗҫ, ҫулсем сехӗрлентерӗҫ; миндаль йывӑҫӗ ҫеҫкене ларӗ, шӑрчӑк хускалаймӗ, каперс тӑкӑнса пӗтӗ.
Еккл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.