Шырав
Шырав ĕçĕ:
«…Санӑн «Монготимо Хурчка Чӗрни».
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Сан лашуна пӗрремӗш хут курнӑ чух, — терӗ Азамат малалла, — вӑл сӑмси шӑтӑкӗсене карӑнтарса, айӑнта ташласа ҫеҫ тӑратчӗ, чӗрни айӗнчен вут сирпӗнсе вылянатчӗ, ҫавӑнтан вара хама та паллайми пултӑм эпӗ, мана нимӗн те илӗртми пулчӗ: аттен чи лайӑх урхамахӗсем ҫине эпӗ те йӗрӗнсе пӑха пуҫларӑм, вӗсене утланса тухмашкӑн та намӑсчӗ, йӑлтах хуйха кайнӑччӗ-ҫке эпӗ, кунӗ-кунӗпе чул ту ҫинче кулянса лараттӑм, минутсерен тенӗ пек ман ума санӑн хура урхамаху хӑйӗн илемлӗ уттипе, ҫӗмрен пек тӳрӗ, яка ҫурӑмӗпе тухса тӑрсассӑн туйӑнатчӗ; вӑл сӑмах каласшӑн пек, вичкӗн куҫӗсемлӗ мана куҫран пӑхнӑ пекчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кӑна илтсен, Ольга Сергеевна кӳренмеллипех кӳренсе лартнӑ, пӗтӗм арҫын унӑн юратнӑ комиссарӗн чӗрни хурине те тӑмаҫҫӗ тенӗ.
Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.
7. Акӑ ӑмӑрткайӑк чӗрни ҫине тӑчӗ те хӑйӗн ҫуначӗсене ҫапла каларӗ: 8. пурте пӗр харӑс ан вӑранӑр; кашнийӗ хӑй вырӑнӗнче ҫывӑрӑр, черетпе сыхӑ тӑрӑр, 9. пуҫӑмсем вара чи кайран вӑранччӑр, терӗ.
3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Унӑн аслӑ шывӗсем хӗрринчи пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхне пӗтерӗп, малашне ҫав шывсене этем ури пӑтратмӗ, вӗсене выльӑх чӗрни те пӑтратаймӗ.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Йӗкӗр чӗрнеллӗ пур тӗрлӗ выльӑха та — чӗрни хушши тарӑн пулсассӑн тата ҫинӗ апатне кавлет пулсассӑн — ҫийӗр; 7. анчах ҫинӗ апатне кавлекен, чӗрни хушши тарӑн йӗкӗр чӗрнеллӗ выльӑхсенчен акӑ ҫакна ан ҫийӗр: тӗвене, мулкача, ҫӗр мулкачне, мӗншӗн тесессӗн вӗсем кавлеҫҫӗ пулсассӑн та, чӗрнисем вӗсенӗн икке уйӑрӑлман: вӗсем сирӗншӗн таса мар; 8. сыснана та ан ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн вӑл йӗкӗр чӗрнеллӗ пулсассӑн та, ҫинӗ апатне кавлемест: вӑл сирӗншӗн таса мар; вӗсен ашне ан ҫийӗр, вӗсен виллисем ҫумне ан сӗртӗнӗр.
Аст 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисейпе Аарона ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене калӑр: ҫӗр ҫинчи пур выльӑх-чӗрлӗхрен сире ҫиме юракан чӗрчунсем акӑ ҫаксем: 3. йӗкӗр чӗрнеллӗ пур тӗрлӗ выльӑха та, чӗрни хушши тарӑн пулсассӑн тата ҫинӗ апатне кавлет пулсассӑн — ҫийӗр; 4. ҫинӗ апатне кавлекен, йӗкӗр чӗрнеллӗ выльӑхсенчен акӑ ҫаксене анчах ан ҫийӗр: тӗвене ан ҫийӗр — вӑл кавлет, анчах унӑн чӗрни икке уйӑрӑлман, вӑл сирӗншӗн таса мар; 5. ҫӗр мулкачне те ан ҫийӗр — вӑл кавлет, анчах унӑн чӗрни икке уйӑрӑлман, вӑл сирӗншӗн таса мар; 6. мулкача та ан ҫийӗр — вӑл кавлет, анчах унӑн чӗрни икке уйӑрӑлман, вӑл сирӗншӗн таса мар; 7. сыснана та ан ҫийӗр — унӑн чӗрни икке уйӑрӑлнӑ, чӗрни хушши те тарӑн, анчах ҫинӗ апатне кавлемест, вӑл сирӗншӗн таса мар; 8. вӗсен ашне ан ҫийӗр, вӗсен виллисем ҫумне ан сӗртӗнӗр, вӗсем сирӗншӗн таса мар.
Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.