Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗркуҫҫийӗ (тĕпĕ: чӗркуҫҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чукун пӑрӑссемпе явса илнӗ хулӑн юпа патӗнче, пӗр чӗркуҫҫийӗ ҫине чӗркуҫленсе ларса, юпасем ҫине хӑпармалли кукӑр тимӗр чӗрнен тӑхине туртса ҫыхса Вера тӑрать.

Возле толстого, охваченного чугунными брусьями столба, опустившись на одно колено и оттягивая пряжки кривой железной «кошки», стояла Вера.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

— Атте! — терӗ те Женя, ашшӗ чӗркуҫҫийӗ ҫинчен сиксе анса, Тимур патне чупса пычӗ.

— Папа! — вскакивая с колен отца и подбегая к Тимуру, сказала Женя.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Ашшӗ Женьӑна ҫӗклерӗ те, диван ҫине ларса, ӑна хӑй чӗркуҫҫийӗ ҫине лартрӗ.

Отец взял Женю на руки, сел на диван, посадил ее к себе на колени.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Ҫыран хӗрринчи хӑвалӑх тӗлне тухса ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ вӗсем, сарӑ турӑ ут сасартӑк шарт сикрӗ, ик уран тӑчӗ, унтан чӗркуҫҫийӗ ҫине ӳкрӗ.

Только что успели они выскочить к кустам на берег, как вдруг каурый вздрогнул, поднялся на дыбы, упал на колени.

Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.

Вӑл Чукпа Гека чӗркуҫҫийӗ ҫине лартрӗ, ачисем вара хыттӑн алӑ ҫупма пуҫларӗҫ.

Он посадил себе Чука с Геком на колени, и они громко хлопали всем в ладоши.

Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.

Унӑн чӗркуҫҫийӗ ҫийӗнче Аришка кӗпе вӗҫҫӗн ларать, кӑкӑрӗсем уҫӑ унӑн, нимӗҫ кулкаласа ӑна кӑтӑклать: «пике» вара хӑйӗн уҫӑ ҫурӑмӗ ҫинче выртакан ҫӑра ҫӳҫне лапӑстаттарса ахӑлтатать.

На коленях его прилепилась Аришка в одной рубашке, низко спущенной с плеч, немец с тупой ухмылкой щекотал ее, а «красотка» хохотала и взвизгивала, встряхивая разметавшимися по голой спине густыми волосами:

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Янахӗнчен чӗркуҫҫийӗ ҫине тумланӑ юнне сӑтӑркаласа, Михеич нимӗҫе тӳрех куҫран пӑхрӗ.

 — Растерев упавшую с бороды на коленку каплю крови, Михеич открыто посмотрел немцу в глаза.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Темӗн ырӑ мар пуласса сиссе унӑн чӗркуҫҫийӗ чӗтрерӗ, ҫурӑмӗ сӳлетсе сӑрӑлтатрӗ.

От предчувствия чего-то недоброго дрожали колени, а между лопаток осел липкий холодок.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӑл урай варрине ларать, Пик вара ун чӗркуҫҫийӗ ҫинех упаленсе хӑпарать.

Она садилась на пол, а он карабкался к ней на колени.

Вӗҫӗ лайӑх // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Пӗрчӗсем чӗркуҫҫийӗ ҫине пӗрерӗн те икшерӗн тӑкӑнчӗҫ.

Зерна по одному, по два падали ей на колени.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Катьӑн чӗркуҫҫийӗ ҫинче тулӑ пӗрчисем выртаҫҫӗ.

На коленях Кати лежали зерна пшеницы.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӑл, ассӑн сывласа ярас килнине ирттерсе, васкамасӑр чикаркка чӗркеме пуҫларӗ, анчах темшӗн алли тӑрӑлтатса чӗтреме тытӑнчӗ те, табака чӗркуҫҫийӗ ҫине тӑкса пӗтерчӗ.

Он подавил вздох и не спеша стал сворачивать папироску, но почему-то дрогнули руки, и он рассыпал на колени табак.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий, ирӗксӗр кулӑпа ейӗлсе, аллине ун ӑшӑ ҫапакан чӑмӑр чӗркуҫҫийӗ ҫине хучӗ.

Григорий невольно улыбнулся и положил руку на ее теплое круглое колено.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Чӗркуҫҫийӗ ҫине вырнаҫса ларнӑ Сергей, ҫак ним латтисӗр ҫӗмрӗлекен шӑв-шава илтмесӗр те ывӑннине туймасӑр, кирккипе урса кайсах хӗнет чул пек хытӑ кӑмрӑка, пуҫӗнче хайӗн пурӗ те пӗр шухӑш: ыттисенчен кая юлса, шахтерсен умӗнче намӑса кӑна кӗрес марччӗ…

Примостившись на коленях, Сергей яростно бил киркой по пласту, не слыша дикой какофонии, не чувствуя усталости, с единственной мыслью в голове: не отстать от всех, не опозориться перед шахтерами…

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Вӑл ашшӗн чӗркуҫҫийӗ ҫине тапаланса хӑпарчӗ те, ӑна сулахай аллипе мелсӗррӗн ыталаса илсе, тутинчен чӑпӑртаттарса чуптурӗ.

Он вскарабкался к отцу на колени и, неловко обнимая его за шею левой рукой, крепко поцеловал в губы.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Фицхалауров хӑй айӗнче нӑчӑртатса илнӗ венски пукан ҫине йывӑррӑн ларчӗ, вӑрӑм урисене хутлатса, пысӑк аллисене чӗркуҫҫийӗ ҫине хурса, хулӑн ҫӑра сасӑпа калаҫма тытӑнчӗ:

Фицхелауров тяжело опустился на хрустнувший под ним венский стул, согнул голенастые ноги, положив на колени крупные кисти рук, густым низким басом заговорил:

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Урамра хаваслӑн калаҫнӑ сасӑсене илтсен тата ҫав шӑв-шав хушшинче упӑшкин хытӑ сассине палласа илсен, Аниҫҫе Ксение хӑвӑрт хӑйӗн чӗркуҫҫийӗ ҫинчен тӑратрӗ.

Услышав за окном возбужденные голоса и узнав среди общего гвалта зычный голос мужа, Анисья быстро отстранила от себя племянницу.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени сасартӑк пуҫне ун чӗркуҫҫийӗ ҫине чикрӗ те куҫҫульне ҫӑта-ҫӑта йӗрсе ячӗ…

А Ксения вдруг ткнулась ей лицом в колени и заплакала, давясь слезами…

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Лиза ӑна мӑйӗнчен ыталаса, илчӗ, чӗркуҫҫийӗ ҫине йӑвантарасшӑн пулчӗ, анчах Анохин вӑл ҫатӑрласа тытнинчен йӳнесӗррӗн хӑтӑлчӗ.

Она с силой обняла его за шею, хотела было повалить к себе па колени, по Анохин неловко освободился от ее цепких объятий.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Костя сентре ҫинчен аннӑ, аран-аран сак патне ҫитсе, амӑшӗн чӗркуҫҫийӗ ҫине пуҫне чикнӗ.

Костя слез с полатей, кое-как добрался до лавки, ткнулся в колени матери.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех