Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗре сăмах пирĕн базăра пур.
чӗре (тĕпĕ: чӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑн вӑл енчен чӗре япӑх.

У меня на это сердце слабое.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Манӑн чӗре темле пӑртак сикрӗ.

Как-то мне подозрительно это стало.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ Макар пӳлӗмне ыткӑнтӑм, унта темле ҫемҫе япаларан такӑнса ӳкрӗм, ура ҫине сиксе тӑтӑм, хамӑн вара чӗре шар! ҫурӑлчӗ: «Макара вӗлернӗ апла, — шухӑшлатӑп, — ку вӑл выртать».

Кинулся я в Макарову комнатенку, споткнулся обо что-то мягкое, упал, вскочил на ноги, а самого так и обожгло: «Значит, думаю, Макара убили, это он лежит».

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ну, халь ман чӗре лӑштах кайрӗ!

Ну, теперь у меня гора с плеч!

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫавӑнпа та ҫак парнесем ман, ӑнлан, арчара мар, чӗре патӗнчех выртаҫҫӗ!»

Потому-то эти подарочки и лежат у меня, считай, не в сундуке, а возле самого сердца!»

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сан пек туспа ҫапла калаҫатӑн, ятлаҫатӑн та, кайран вара ҫӗрӗпе ҫывӑраймастӑн, чӗре вӑркать…

Вот так поговоришь, пособачишься с таким дружком, как ты, а потом всю ночь не спишь, сердце щемит…

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Сисет ман чӗре: эсир райком уполномоченнӑйӗ пулмалла…

— Чует мое сердце, что твоя милость — уполномоченный райкома…

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ялан чӗре начар, тет, хӑй ав виҫӗ упӑшка пытарчӗ.

— Все на сердце жалуется, а трех мужей похоронила.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Стрепкере те мана йывӑр, чашӑк-тирӗкпе ӑшталанатӑп та — чӗре пыр тӗпӗнчех тапма пуҫлать.

В стряпухах мне и то тяжело, чуть повожусь с посудой — и сердце где-то в самой глотке бьется.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тухтӑрсем манӑн чӗре ҫуланса кайнӑ, теҫҫӗ.

У меня доктора признали ожирение сердечной деятельности.

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Манӑн чӗре сывӑ мар-ҫке!

— Так у меня же сердце больное!

VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Унччен миҫе лав ирттерсе ямарӑм-ши, миҫе хут ман чӗре сиксе тухас пек тапман-ши: инҫетрен ҫул тӑрӑх Аверьян лашисем чупса килнӗнех туйӑнать…

А до этого сколько подвод я пропустил, сколько разов у меня сердце хлопало, когда казалось издали, что это Аверьяновы кони бегут по дороге…

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Черкессен — чӗре, вырӑссен чӗре вырӑнӗнче чул, тетӗн-им?

— У черкесов — сердце, а у русских заместо сердца камушки, что ли?

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Сасартӑк чӗре тӗпӗнче темле килӗшӳсӗр туйӑм хускалчӗ, анчах унашкал туйӑм мӗншӗн хускалнине шутласа тӑрас килмерӗ ун.

Какое-то безотчетное чувство пустоты и неудовлетворенности овладело ею.

IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Кӗвӗҫӳпе ҫурӑлса каять чӗре ман.

Сердце мое разрывается от ревности.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Разметнов чернилпа тусан шӑрши кӗрекен ҫивиттине сирсе пӑрахма хӑтланнӑ хушӑра Дымок, аллине сулса ямасӑрах, ӑна чӗре тӗлӗнчен пырса чышрӗ.

А пока Размётнов пытался сорвать пахнущую чернилами и пылью скатерть, Дымок, не размахиваясь, ударил его под ложечку.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Туртса ятӑм та — чӗре ҫӑмӑллансах кайрӗ, унсӑрӑн ҫул тӑршшӗпех тарӑхса килнӗччӗ.

Покурил — и сердце помягшело, а то всю дорогу ехал, лютовал без курева.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Паян эпӗ хаҫат вуласа пӑхрӑм та, чӗре ыратсах кайрӗ…

Нынче прочитал я газету, и сердце заныло…

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Каҫа хатӗрленнӗ май, ылтӑн тӗслӗ чечексемпе те лилисемпе витӗнтернӗ хӑй вырӑнне Суламифь, ун какӑрӗ ҫинче киленӗҫлӗн вырнаҫса, чӗре хаваслӑхӗпе каланӑ вара патша:

Златоцветом и лилиями покрывала Суламифь свое ложе, приготовляя его к ночи, и, покоясь на ее груди, говорил царь в веселии сердца:

VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Ҫурхи курӑк пекех, симӗс, таса, хаваслӑ та ачаш вӑл, ун ҫине вӑрахчен пӑхсан, чӗре ҫуталать; ӑна ирхине пӑхрӑн пулсан, яра кунах ҫӑмӑл вара саншӑн.

Он зелен, чист, весел и нежен, как трава весенняя, и когда смотришь на него долго, то светлеет сердце; если поглядеть на него с утра, то весь день будет для тебя легким.

VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех