Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑмӑртать (тĕпĕ: чӑмӑрта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Суранлӑ ҫын ача каланине итленӗ; тӑна кӗрсен, хӑйӗн аллипе Володя аллине шыраса тупать те хуллен чӑмӑртать:

И раненый прислушивался к голосу мальчика, приходил в себя, искал его руку своей рукой, слабо пожимал:

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

(«Эпӗ мӗн каланине асра ан тыт, Саша, итле ӑна!» — тет пӗр хӗрарӑмӗ, вара аллине чӑмӑртать. — «Мӗншӗн каламарӑм-ха эпӗ сана ҫакна? Малашне калатӑп ӗнтӗ», — пӑшӑлтатать тепри.)

(«Забудь, что я тебе говорила, Саша, слушай ее!» — шепчет одна и жмет руку. — «Зачем я не говорила тебе этого? Теперь буду говорить», — шепчет другая.)

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Малтан вӑл аллисене вӑйпах ҫурӑм хыҫне хире-хирӗҫ тытса пӗтӗм вӑйран чӑмӑртать, пуҫне сӗнксе пӑхса тӑрать, унтан унӑн чӗркуҫҫийӗсем тӑр-тӑр-тӑр чӗтреме пуҫлаҫҫӗ, кӗҫех вӗсем тытса чарма ҫук сиксе чӗтреме тытӑнаҫҫӗ, вара Дымок, вӗтелентерсе тӑракан туртӑмне пусарма вӑй ҫитереймесӗр, ҫапӑҫӑва кӗрсе каять.

Вначале он смотрит, с силой сцепив за спиной руки, угнув голову, потом у него начинают часто подрагивать ноги в коленях, дрожь становится неудержной, и Дымок, не в силах совладать с борющей его страстью, вступает в бой.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кондрат пилӗк ҫуллӑх планне пурнӑҫлакан ҫӗршыв епле нушасем тӳссе ирттерни ҫинчен шухӑшласа илет те ҫӗтӗк-ҫатӑкран тӗртсе тунӑ ҫивитти айӗнче чышкисене чӑмӑртать.

Кондрат думает о нужде, какую терпит строящая пятилетку страна, и сжимает под дерюжкой кулаки, с ненавистью.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ах, халӗ май килес пулсан!» — Половцев юнпа тӑртанса шыҫӑннӑ чышкисене кӑкӑрӗ ҫумне тытса чӑмӑртать, чӗрнисем алтупанне касса кӗреҫҫӗ.

Ах, если бы можно было сейчас!» — Половцев прижимал к груди набухавшие отечной кровью кулаки, ногти вонзались в ладони.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл майӗпен тӳрленсе тӑма пуҫларӗ, чышкисене чӑмӑртать те пушатать, чӑмӑртать те пушатать, юлашкинчен, хырса якатнӑ тути хӗррисене ҫав тери усаллӑн чалӑштарса хучӗ те, Яков Лукич патнелле пӗр утӑм ярса пусрӗ.

Он медленно распрямлялся, сжимал и разжимал кулаки, под конец страшно скривил выбритые губы, шагнул к Якову Лукичу:

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ольга ун аллине хытӑ чӑмӑртать, ун ҫине хаваслӑн, ним хуйхӑсӑр пӑхать, ҫак телейлӗ самантпа ним пытармасӑр киленет; Обломов хӑй ҫавнашкал вылянчӑк кӑмӑллӑ пулмантан кӗвӗҫе те пуҫларӗ.

Она крепко пожимала ему руку и весело, беззаботно смотрела на него, так явно и открыто наслаждаясь украденным у судьбы мгновением, что ему даже завидно стало, что он не разделяет ее игривого настроения.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Унтан Ольга сасартӑк ассӑн сывласа илет, хӑй тавра ӑс-тӑнлӑн пӑхса ҫаврӑнать, Обломов ҫине пӑхать, аллине чӑмӑртать, ӑшшӑн кулать, каллех ӑна хавхалану, кулӑ хыпса илет те, вӑл вара хӑйне алла илет.

Потом вдруг вздохнет, оглянется вокруг себя сознательно, поглядит на него, пожмет руку, улыбнется, и опять явится бодрость, смех, и она уже владеет собой.

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Аллине тытса чӑмӑртать.

Крепко жмет руку.

Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Алла хӑшӗ хытӑрах чӑмӑртать тесе ӑмӑртаттӑмӑр, кайран йӑлана кӗрсе кайрӗ.

Вот мы с ним вечно соревновались, кто кому крепче руку сожмет. А потом оба привыкли.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ашшӗ Петяна пуҫӗнчен ачашлать, хӑйӗн юрӑхсӑр тӳмеллӗ сюртукӗ ҫумне чӑмӑртать.

Отец гладил колючую головку маленького гимназиста и прижимал ее к сюртуку с отвратительными пуговицами.

XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пӳрнисемпе вӑл шӑнӑр туртнӑн ют ҫӗре чӑмӑртать, ют ҫӗрпех унӑн ҫӑварӗ те тулса ларнӑ — ӑна ҫӑтасшӑн пулса, пырне лартнипе вилнӗ тейӗн ҫав.

Судорожно сжимает он в пальцах чужую землю, и рот его набит чужой землёй — точно хотел он проглотить её и задохся.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Туятӑп, мӗнле асӑрханса, хыттӑн чӑмӑртать ман пуҫа Курбан.

Я чувствую, как бережно и крепко прижимает мою голову к своему плечу Курбан.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Сима-гюль! — пӑшӑлтатать Курбан, манӑн пуҫӑма хӑйӗн хулпуҫҫийӗ ҫумне чӑмӑртать, тӑнлавран асӑрханса ачашлать.

— Сима-гюль! — шепчет Курбан, прижимает мою голову к своему плечу, аккуратно гладит висок.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Саня аллине хыттӑн чӑмӑртать вӑл.

И он крепко жмёт Санину руку.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

18 ҫул тултарсан Александрпа ҫемье чӑмӑртать.

Куҫарса пулӑш

Председатель хӗрӗ // Нина Еграшкина. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех