Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗн чухлӗ нумайрах выльӑх апачӗ хатӗрлетӗн, ҫавӑн чухлӗ продуктивлӑх та ӳсет.
Чирлисене каллех кӳрентереҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29
«Ман шутпа, ку шухӑш пачах та ӑссӑрла. Кун пек тума сӗнекен ҫынсем: мӗн чухлӗ япӑхрах - ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах тесе шухӑшлаҫҫӗ-тӗр», - пӗлтерчӗ Олег Насакин.
Чӑваш Ене экологи инкек-синкекӗ кӗтет-и? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.06.21
«Унӑн арӑмӗ Маша ҫав аскӑнчӑк хӗрарӑма пула мӗн чухлӗ нуша курмарӗ-ши? Упӑшкинчен мӗн чухлӗ патак ҫимерӗ пуль?» — тенине илтме тӳр килчӗ.
Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №
Урӑхла каласан ҫын мӗн чухлӗ ытларах килет — тӳлев те ҫавӑн чухлӗ пысӑкрах.
Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Пирӗн сывӑ, хастар тата савӑнӑҫлӑ ачасем мӗн чухлӗ нумайрах – республикӑра телейлӗ те ҫирӗп ҫемьесем ҫавӑн чухлӗ ытларах! Ҫемье – пирӗн общество никӗсӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
11. Иисус ҫӑкӑрсене илсе Турра тав тунӑ та унтан хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене панӑ, вӗренекенӗсем вара ларакан халӑха валеҫсе панӑ; пуллипе те ҫаплах тунӑ, кам мӗн чухлӗ илес тенӗ, ҫавӑн чухлӗ панӑ.
Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫурт лартаканӗ ҫуртӗнчен мӗн чухлӗ чаплӑрах, Иисуса та Моисейрен ҫавӑн чухлӗ ытларах хисеплеме тивӗҫлӗ: 4. кирек хӑш ҫурт та хӑй тӗллӗн пулса лармасть, ӑна кам та пулин тӑвать, пурне те тӑваканни вара — Турӑ.
Евр 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иконире те Павелпа Варнава иудейсен синагогине кӗнӗ, унта вӗсем питӗ витӗмлӗн вӗрентнӗ; ҫавӑнпа темӗн чухлӗ иудей, темӗн чухлӗ эллин Турра ӗненнӗ.
Ап ӗҫс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӳлхуҫана ӗненекенсен йышӗ — темӗн чухлӗ арҫын, темӗн чухлӗ хӗрарӑм — ытларах та ытларах хушӑнса пынӑ, 15. чирлӗ ҫынсене урама иле-иле тухса вырӑнӗсем ҫине вырттарнӑ, иртсе пыракан Петрӑн мӗлки те пулин вӗсем ҫине ӳктӗрччӗ тенӗ.
Ап ӗҫс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Суту-илӳ тӑвакансем хӑйсене ҫаратнипе асапланӗҫ; вӗсем хӑйсен хулисене, кил-ҫуртне, сӑн-питне мӗн чухлӗ ытларах капӑрлатӗҫ, 49. Эпӗ вӗсене ҫылӑхӗсемшӗн ҫавӑн чухлӗ ытларах ҫилленӗп, тет Ҫӳлхуҫа.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Пуҫ пулса тӑнӑ хыҫҫӑн ҫакӑн та вӗҫӗ ҫывӑхарса килчӗ, вӑл та, пӗрремӗш ҫунат пекех, ҫухалмаллаччӗ ӗнтӗ, 15. анчах акӑ ӑна каланӑ сӑмах илтӗнсе кайрӗ: 16. эй, итле эсӗ, ҫӗре нумай хушӑ тытса тӑнӑскер! ҫухалма тытӑниччен акӑ мӗн калатӑп сана: 17. сан хыҫҫӑн никам та ҫакӑн чухлӗ вӑхӑт хушши пуҫ пулса тӑраймӗ, ҫакӑн ҫурри чухлӗ те пуҫ пулаймӗ.
3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӑл вара мана ҫапла хуравларӗ: мӗн чухлӗ ытларах пурӑнӑн, ҫавӑн чухлӗ ытларах хӑват курӑн, мӗншӗн тесессӗн ку тӗнче хӑйӗн вӗҫнелле хӑвӑрттӑн васкать, 27. тӳрӗ ҫынсем хӑйсене малашне пама пулнине пурӑннӑ чухне илме пултараймаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн ку тӗнче суялӑхпа, усал ӗҫпе тулса ларнӑ.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хулара пурӑннӑ эллинсем, нихӑҫан та хӑйсене иудейсем кӳрентернине курманскерсем, ҫак ҫынсене хирӗҫ кӗтмен ҫӗртен пӑлхав ҫӗкленнине, вӗсене хирӗҫ сасартӑках темӗн чухлӗ халӑх пуҫтарӑннине курсассӑн, патша хушнине хирӗҫ каяйманнипе иудейсене пулӑшма пултарайман пулсассӑн та, вӗсене лӑплантарнӑ, вӗсемшӗн пӑшӑрханнӑ, ӗҫ-пуҫ улӑшӑнасса шанса тӑнӑ: 6. ара, ҫавӑн чухлӗ халӑха, пӗр айӑпсӑр халӑха, нимӗн вырӑнне те хумасӑр тӑма юрамастех-ҫке.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсем чӑнахах та хӑватлӑ та вӑйлӑ халӑх пулнине пӗлсе тӑма ӑна вӗсен вӑрҫисем ҫинчен каласа кӑтартнӑ; галатсемпе ҫапӑҫнӑ чухне мӗн тери хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартни ҫинчен, вӗсене мӗнле парӑнтарса хырҫӑ тӳлесе тӑмалла туни ҫинчен, 3. ҫавӑн пекех Испани ҫӗрӗнче унти ылтӑн-кӗмӗл кӑларакан вырӑнсене хӑйсен аллине илес тесе вӗсем мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа кӑтартнӑ: 4. хӑйсенчен темӗн чухлӗ аякра пулин те, ӑс тупса, ҫине тӑрса ҫав ҫӗре вӗсем пӗтӗмпех хӑйсен аллине илнӗ иккен, ҫавӑн пекех таҫти тӗнче хӗрринчи патшасем пыра-пыра тапӑнсассӑн та, вӗсем пурне те ҫӗмӗре-ҫӗмӗре тӑкса хӑватлӑн парӑнтарнӑ иккен, ыттисем вара вӗсене ҫулленех хырҫӑ тӳлесе тӑраҫҫӗ-мӗн; 5. вӗсем ҫавӑн пекех Филипа та, Китим патшине Персее те, хӑйсене хирӗҫ тухнӑ ытти патшана та вӑрҫӑра аркатса тӑкса парӑнтарнӑ, 6. темӗн тӗрлӗ вӑйлӑ Ази патшине Антиоха та — хӑйсене хирӗҫ ҫӗр ҫирӗм сӑланпа, утлӑ ҫарпа, вӑрҫӑ ураписемпе, питӗ йышлӑ ҫуран ҫарпа вӑрҫа тухнӑ Антиоха — ҫӗмӗрсе тӑкнӑ вӗсем; 7. ӑна вӗсем, чӗрӗллех тыткӑна илсе, ӑна хӑйне те, ун хыҫӗнчен ларакан патшасене те питӗ пысӑк хырҫӑ тӳлесе тӑмалла тунӑ, вӗсен ҫыннисене саклата илнӗ, вӗсен ҫӗрне валеҫтернӗ, 8. Инди ҫӗрне вара, Мидие те, Лидие те тата ытти лайӑх ҫӗрне те унран туртса илсе Евмений патшана панӑ; 9. вӗсене эллинсем пырса пӗтерме шухӑш тытнӑ иккен, 10. анчах Рим ҫыннисем, ҫавна пӗлсе, вӗсене хирӗҫ пӗр ҫарпуҫне янӑ, ҫапла вӗсене хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫнӑ, вӗсене темӗн чухлӗ вӗлерсе тӑкнӑ, арӑмӗсене, ачисене тыткӑна илсе кайнӑ, вӗсене ҫаратса тухса ҫӗрне туртса илнӗ, керемӗсене ҫӗмӗре-ҫӗмӗре пӗтерсе, эллин халӑхне халичченех хӑйсене пӑхӑнса тӑмалла туса хӑварнӑ; 11. хӑҫан та пулин хӑйсене хирӗҫ тӑнӑ ытти патшалӑхсемпе утравсене те вӗсем ҫӗмӗрсе тӑкса парӑнтарнӑ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара Иуда тапӑра тупӑш пухса илме пынӑ, вӗсем темӗн чухлӗ ылтӑн-кӗмӗл, гиацинт тӗслӗ, хӗрхӗлтӗм тӗслӗ тумтирсем, темӗн чухлӗ пуянлӑх туртса илнӗ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Тир вара хӑй валли керем тутарнӑ, тусан чухлӗ кӗмӗл, урамри пылчӑк чухлӗ ылтӑн пухса тултарнӑ.3. И устроил себе Тир крепость, накопил серебра, как пыли, и золота, как уличной грязи.
Зах 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара Иона хулара кун каҫиччен мӗн чухлӗ утма май килнӗ, ҫавӑн чухлӗ ҫӳренӗ, вӑл ҫапла вӗрентсе каланӑ: тата хӗрӗх кун юлчӗ, унтан Ниневи арканать! тенӗ.
Иона 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах вӗсем хӑйсене мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ ҫеҫ вӑрланӑ пулӗччӗҫ.
Авд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсем мӗн чухлӗ ытларах йышлӑланса пыраҫҫӗ, ҫавӑн чухлӗ ытларах Мана хирӗҫ ҫылӑха кӗреҫҫӗ; вӗсен чапне чапсӑрлӑха кӑларӑп.7. Чем больше они умножаются, тем больше грешат против Меня; славу их обращу в бесславие.
Ос 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Уявсенче тата чаплӑ кунсенче унӑн тырӑ парнине пӑру пуҫне пӗр ефа, сурӑх таки пуҫне пӗр ефа, путек пуҫне хӑй мӗн чухлӗ парать, ҫавӑн чухлӗ кӳмелле, тата ефа пуҫне пӗр гин йывӑҫ ҫӑвӗ кӳмелле.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.