Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чиккинче (тĕпĕ: чикӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, кирлех пулсан, вӑрманлӑ вырӑнлӑ Хопер округӗн чиккинче хӑйсене йӗрлесе тупасран хӑтӑлса пурӑнасса шанчӗ.

На грани с Хоперским округом, где было много лесов, надеялся он в случае необходимости укрыться от преследования.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫурҫӗрелле, Дон еннелле чакнӑ чух вӑл пӗр кунлӑха Чир чиккинче, Каргин патӗнче, чарӑнса тӑчӗ, унтан, хӗрлисен хӑватлӑрах вӑйӗ хӗснине пула, Каргинскинчен тухса кайма ҫеҫ та мар, васкасах ҫӗнӗ чаҫсем парса пулӑшма та ыйтма тиврӗ.

На чирском рубеже возле Каргинской он задержался на день, а потом, под давлением превосходящих сил противника, вынужден был не только сдать Каргинскую, но и срочно просить подкреплений.

LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Татарски казакӗсен ҫуран сотни, сӑрт урлӑ каҫса, Усть-Хопер станицинчи хуторсем еннелле, Усть-Хопер чиккинче хӗрлисен утлӑ дивизийӗн чаҫӗсемпе ҫапӑҫнӑ ҫӗре тухса кайнӑ-мӗн.

Пешая сотня татарцев ушла бугром на Усть-Хоперские хутора, на грань Усть-Хоперского юрта, где шли бои с частями красной кавалерийской дивизии.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий чӗри кӑртлатса тапнине, пучахсем хуллен пӑшӑлтатса чӳхеннине илтрӗ, ҫӗр чиккинче юмахри пек эрешленсе ашкӑракан курӑксене, чӗрене чӗпӗтсе ыраттармалла кӑвак тӳпене курчӗ.

А Григорий слышал биение своего сердца, певучий шорох колосьев, видел сказочный расшив трав на меже, щемящую голубизну небес.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тепӗр темиҫе кун иртсен вара вӑл, унӑн ӑсӗ-кӑмӑлӗпе сӑнӗ-питӗнчи юрӑхсӑр енсене шыраса асапланнӑ май, хӑй чӑн-чӑн пысӑк туйӑм чиккинче тӑнине ӑнланса илчӗ.

И через несколько дней, поймав себя на мучительном выискивании отрицательных черт в характере и наружности Ольги, понял, что стоит на грани подлинного, большого чувства.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗрешӳ ялавӗ айне тӑма чӗнсе илнӗ, Персиановкӑра тин кӑна ҫар ӗҫне вӗренсе пӗтернӗ ҫамрӑк казаксем Украина чиккинче петлюровецсемпе ҫапӑҫаҫҫӗ, Дон казакӗсен ҫӗнӗрен пухса йӗркеленӗ 12-мӗш полкӗ, Украина территорийӗнчен область валли ытлашши ҫӗр шӑтӑкӗ туртса илесшӗн ӑнтӑлса, Старобельски патӗнче ҫуррине яхӑн ӗнтӗ вилсе пӗтнӗ.

А на границе с Украиной молодые казаки, только что обученные в Персиановке, под Новочеркасском, призванные под знамена, дрались с петлюровцами, почти половина заново сколоченного 12-го Донского казачьего полка легла под Старобельском, завоевывая области лишний куй украинской территории.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Суворов вырӑссен ҫурҫӗрти чиккинче тӑракан ҫарсене йышӑннӑ.

Принял Суворов командование над войсками, стоявшими на северной русской границе.

Госпиталь // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Чир, Черная тата Фроловка ятлӑ юханшывсем тӑрӑх, ҫӗрулпучӗсен аллинче пулнӑ ҫӗрсен чиккинче, украинецсен слободисемпе ҫума-ҫумӑнах — ҫеҫенхирти айлӑмсемпе варсенче — ҫӗнӗ хуторсем шӑта-шӑта тухнӑ.

На рубеже с бывшими помещичьими землями, по рекам Чиру, Черной и Фроловке, над степными балками и логами, гранича с украинскими слободами, повылупились новые хутора.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хурал пӳртӗнчен пур енче те, сылтӑмра та, сулахайра та, юрпа витӗннӗ тарӑнах мар канавра, паркан хӗвеланӑҫ чиккинче, салтаксем курӑнаҫҫӗ.

Всюду вправо и влево от сторожки, по неглубокой, полузасыпанной снегом канаве, являвшейся западной границей парка, виднелись солдаты.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем Усть-Невинскине килме тухрӗҫ, Буденный ячӗпе тӑракан колхозӑн чиккинче выртакан ҫулпа пынӑ чухне кӗтмен ҫӗртен буденновецсем патне кӗрсе курчӗҫ.

После этого они возвращались в Усть-Невинскую, проезжали дорогой, которая лежала на меже с колхозом имени Буденного, и тут им пришлось совсем неожиданно побывать у буденновцев.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Тӗрексен пӗр лагерӗнче, черногори чиккинче, фельдшерта тӑнӑ чух, тӗрӗксен йӑлипе чӗлхине пит ӑста вӗренсе ҫитнӗ; каҫсерен эрех сыпкалать, онбашипе те пӗр чӗлхере, ҫӗрле вара, онбашие канӑҫ парас мар тесе, кӑмака мӑрйинчен пӑшал перет; ҫавсенчен пуҫне тата вӑл упана вӗрентет.

В бытность свою фельдшером одного турецкого лагеря на черногорской границе он в совершенстве изучил язык и обычаи турок; по вечерам пил водку и якшался с онбаши, а по ночам, чтобы не давать ему покоя, стрелял в печную трубу и, кроме всего прочего, дрессировал медведя.

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӑшри хаваслану ӳснӗҫемӗн ӳссе пыни ҫакӑнта, Ҫурҫӗр чиккинче, типӗ ҫӗр ҫинчи чурӑс ту сӑмсахӗнче тӑракан пӗрремӗш салтакран пуҫласа пӗтӗм фрончӗпех туйӑнса тӑратчӗ.

Это был общий подъём, который с одинаково нарастающей силой чувствовался не только здесь, на Севере, где был крайний правый фланг войны и где на диком, срывающемся в воду утёсе стоял последний солдат сухопутного фронта, но и на любом участке этого фронта.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ашшӗ ҫӗрӗн чиккинче ларакан раща патне ҫывхараспа Лиза кӑшт хуллентерех ута пуҫланӑ.

Приближаясь к роще, стоящей на рубеже отцовского владения, Лиза пошла тише.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Германи чиккинче.

На границе Германии.

21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Ялсен чиккинче вырнаҫнӑран ку лаптӑка «Чикӗ» тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Чукалсем ҫапла калаҫҫӗ... // Н.НИКОЛАЕВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23

Ӗмӗрсен чиккинче Элӗк районӗнчи пӗр ялта ҫӗр лаптӑкӗ илчӗ те ҫурт-йӗр ҫавӑрма, сад-пахча ӗрчетме мехел ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Ун хыҫҫӑн Хабаровск крайӗнче, Китай чиккинче ҫулталӑк ҫурӑ хӗсметре тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Польшӑпа Литва чиккинче вырнаҫнӑ хулана Беларуҫ Республикин Раҫҫей Федерацийӗнчи посольствин Хусан хулинчи уйрӑмӗ тата Россотрудничество пулӑшнипе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

1. Самуил йывӑҫ ҫӑвӗ тултарнӑ савӑт илнӗ те ҫӑвне Саул пуҫӗ ҫине юхтарнӑ, унтан ӑна чуптунӑ та ҫапла каланӑ: акӑ Ҫӳлхуҫа сана Хӑйӗн [Израильри] халӑхне тытса тӑраканӗ туса ҫу сӗрсе ярать, [эсӗ Ҫӳлхуҫа халӑхӗн патши пулӑн, вӗсене хупӑрласа тӑракан тӑшманӗсен аллинчен ҫӑлӑн, акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа сана Хӑй халӑхӗн патши пулма ҫу сӗрсе янине кӑтартакан паллӑ]: 2. ман патӑмран кайсассӑн, эсӗ Вениамин ҫӗрӗн чиккинче, Целцахра, Рахиль тупӑклӑхӗ ҫывӑхӗнче, икӗ ҫынна тӗл пулӑн, вӗсем сана калӗҫ: «эсӗ шыраса ҫӳренӗ ама ашаксем тупӑнчӗҫ, халӗ ӗнтӗ аҫу, ашакӗсем ҫинчен манса кайсах, сирӗншӗн пӑшӑрханать: мӗн пулчӗ-ши ывӑлӑма? тет» тейӗҫ.

1. И взял Самуил сосуд с елеем и вылил на голову его, и поцеловал его и сказал: вот, Господь помазывает тебя в правителя наследия Своего [в Израиле, и ты будешь царствовать над народом Господним и спасешь их от руки врагов их, окружающих их, и вот тебе знамение, что помазал тебя Господь в царя над наследием Своим]: 2. когда ты теперь пойдешь от меня, то встретишь двух человек близ гроба Рахили, на пределах Вениаминовых, в Целцахе, и они скажут тебе: «нашлись ослицы, которых ты ходил искать, и вот отец твой, забыв об ослицах, беспокоится о вас, говоря: что с сыном моим?»

1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

37. Кадесран кайсассӑн, Эдом ҫӗрӗ чиккинче, Ор тӑвӗ ҫинче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.

37. И отправились из Кадеса и расположились станом на горе Ор, у пределов земли Едомской.

Йыш 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех