Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пур ҫӗрте те сип-симӗс курӑк ешерет, тӗлӗнмелле хитре чечексемпе ҫиҫсе тӑракан ӗшнесем, илемлӗ вӑрмансем чуна савӑнтараҫҫӗ, кайӑк юрри вӗҫӗмсӗр илтӗнет.Всюду здесь зеленые поляны, разукрашенные дивными цветами, прелестные рощи, звонко поющие птицы.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Манӑн ун пирки, чечексемпе лайӑхрах пуласси пирки, шухӑшласа пӑхма тӗл килеймен-ха.
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫатан урлӑ каҫса ҫӳремелли вырӑн таврашӗнче талпиҫенӗн сенкер те хӑмач пуҫӗсем мӑнаҫлӑн хӑпарса тӑраҫҫӗ, хир кантӑрӗ ашкӑрса ӳсет; ҫатан тӑрӑх, шалчасен хушшипе, вӗсене шӑнкӑрав евӗрлӗ сарӑ чечексемпе эрешлесе, кавӑн аври вайкаланса выртать; ирсенче ҫатан ҫеҫкисене сарнӑ йыт пыршипе ҫиҫет, инҫетрен вара вӑл ӑста тӗртнӗ кавир евӗрлех курӑнать.
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Каҫа хатӗрленнӗ май, ылтӑн тӗслӗ чечексемпе те лилисемпе витӗнтернӗ хӑй вырӑнне Суламифь, ун какӑрӗ ҫинче киленӗҫлӗн вырнаҫса, чӗре хаваслӑхӗпе каланӑ вара патша:
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Кӗмӗл чечексемпе кӗмӗл туратсен, ҫӑлтӑрсен аякка-аякка тӑсӑлакан ярӑмӗсен хушшинче Санька ҫичӗ ҫӑлтӑртан тӑракан пысӑках мар ҫӑлтӑрсен ушкӑнне шыраса тупрӗ, хӑйӗн тахҫанхи юлташне курнӑ пекех савӑнса кулса ячӗ.
40-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Атя чечексемпе юмӑҫ ярса пӑхӑпӑр.
39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Маша, нӳрӗ чечексемпе питне хупласа, ятлаҫкаланҫи турӗ.Маша спрятала лицо во влажные, холодящие кожу цветы с дивным запахом свежей воды.
33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Шыври сар чечексемпе лили чечекӗсене чи тарӑн шыв кукӑрӗнче Санька пек меллӗн татма никам та пултараймасть-ҫке-ха.Никто, кроме Саньки, так ловко не умеет доставать кувшинки и лилии из самых глубоких заводей.
33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӑна ҫапсан, вӑл чӗтренсе хӑмла ҫырли евӗр сарӑлса кайнӑ чечексемпе Санькӑран кулнӑ пек ун еннелле пуҫӗсемпе сулать.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫӗнӗ ӳсентӑран ҫатан картана хӑмла пек ҫавӑрса илчӗ, шап-шурӑ чечексемпе пӗркенчӗ, унтан хӑяр пек ҫимӗҫсем шӑта-шӑта тухрӗҫ.
11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ливанран кӳртернӗ кедр пӗренисемшӗн, кипариспа олива хӑмисемшӗн, певг йывӑҫӗшӗн, ситтимпа фарсисшӑн, ялтӑраса-ҫуталса тӑракан пуличчен тип-тикӗс якатнӑ тем пысӑкӑш хаклӑ чулсемшӗн, пурпурпа йӑм-хӗрлӗ сӑршӑн тата ылттӑнпа ҫӗленӗ виссоншӑн, сенкер ҫӑм материсемшӗн, пил шӑммипе хӗрлӗ така тирӗшӗн, тимӗрпе оникс тата тӗрлӗрен мраморшӑн, хаклӑ йышши чулсемшӗн, ылттӑн сӑнчӑрсем, пуҫкӑшӑлӗсем, шнурсем, хӗскӗчсем, сеткӑсем, таканасем, лампадӑсем, чечексемпе ҫутаткӑҫсемшӗн, алӑксен ылттӑн тӑпсисемпе кашниех утмӑлшар сиклӗ таякан ылттӑн пӑтасемшӗн, ылттӑнран тунӑ куркасемпе тирӗксемшӗн, шарӑҫлӑ та мозаиклӑ тӗрӗ-эрешсемшӗн, шӑратса хывнӑ тата чула касса хатӗрленӗ арӑслансен, ӗҫ вӑкӑрӗсен, пальмӑсемпе ананассен кӗлеткисемшӗн Тир патшине Хирама, зодчипе пӗр ятлӑскере, Галилей ҫӗрӗнчи ҫирӗм хулипе ялӗсене парнеленӗ Соломон, апла пулин те Хирам ҫав парнене ним вырӑнне картман, — ҫакнашкал никам илтмен капӑрчӑклӑхпа ӳссе ларнӑ турӑ храмӗпе Соломон керменӗ тата Миллори кӗҫӗн кермен — патша арӑмӗ, Египет фараонӗн Суссакимӑн хӗрӗ, хитрешке Астис валлискер.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Пирӗн чечексемпе аппаланма вӑхӑт ҫук.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Малтанах ӑна ҫав хӗрарӑм алтарь умӗнче, чечексемпе эрешленӗ вӑрӑм пӗркенчӗк айӗнче пек курӑнчӗ, унтан арлӑ-арӑмлӑ вырӑнӑн пуҫелӗкӗ умӗнче именчӗклӗн пуҫне усса ларнӑ пек, юлашкинчен ача амӑшӗ пек, ача-пӑча ушкӑнӗнче курӑнчӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Писевлесе хӗретнӗ ултава шуранкка чӑнлӑхран ҫав паллӑ мар ҫӗрте вӑхӑтра уйӑрса илме май килсен, вӑл хӑй шӑпине тав тӑвать; чечексемпе ӑста витнӗ ултавран пӑрӑнса иртсен, такӑнса ӳкмесен, ҫамки ҫине сивӗ тар тапса тухмасан, ҫакна пула кайран ӗмӗрлӗхех унӑн пурнӑҫӗнче кӑмӑлсӑр паллӑ юлмасан, вӑл ҫав тери хавасланать.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах куҫкӗскисене те, кавирсене те, чечексемпе амурсен сӑнӗсене ӳкерсе тӗрленӗ маччана та хӑнӑхасси ытла кансӗр мар иккен.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ещӗк ҫине чечексемпе лентӑсем хурса тултарнӑ.
XXXI. Лафет ҫинчи ещӗк // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Стена тӑрӑх чечексемпе памятниксем сутакансем вырнаҫнӑ.
XXI. Тупата // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Шпалер ҫинчи чечексемпе тӗрӗсем пӳлӗмсене пӗчӗклетнӗ пек кӑтартаҫҫӗ.
X. Килте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хулӑн пиртен ҫӗленӗ, тӑватӑ кӗтессине халӗ тӗсӗ кайнӑ, чечексемпе тӗрленӗ минтер пичӗ ӑшӗнче пӗрер пуса илнӗ вунӑ дыня выртнӑ.
IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ирхине абрикос йывӑҫӗсем айне пысӑк сӗтел лартнӑ, ӑна уйри чечексемпе илемлетнӗ.Утром под абрикосами был накрыт громадный стол, уставленный букетами полевых цветов.
I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949