Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ хама тытса чартӑм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Эпӗ, юланутлӑскер, таракансене аран-аран чартӑм та ҫапах та хам мӗн тӑвас тенине турӑм.На лошади верхом я останавливаю бегущих и с великим трудом все же добиваюсь своей цели.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Анчах юррӑн пырӗ ҫине таптасах, эп хама хам тытса чартӑм.
Пӗтӗм сасӑпа // Петӗр Хусанкай. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 3–11 с.
Манӑн статьяна итлесе пӗтерес килетчӗ, анчах эпӗ: «Ну, апла пулсан ҫывӑрах эппин», — терӗм те радиона калаҫма чартӑм.Мне хотелось дослушать, но я выключила громкоговоритель, сказав только: «Ну что ж, спи…»
«Таня» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Эпӗ сасартӑк чарӑнса пиччене алӑпа тытса чартӑм.
XXXIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Пичче тата ытла хӑюлланса ҫитрӗ те ӗҫе хӑй тытӑнасшӑн пулчӗ; эпӗ ӑна аран чартӑм, вӑл кирка авринчен ярса тытнӑччӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах темӗнле шӑхӑрса янӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ: пичке пӑккинчен тухнӑ пек шыв тепӗр енчи стена ҫинелле кӗрлесе ҫапӑнчӗ.
XXIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Старик виҫҫӗмӗшне те хирӗҫ марччӗ пулӗ те, эпӗ чартӑм: виҫҫӗмӗшне янӑ хыҫҫӑн манӑн юлташа ыйхӑ йыхӑрма пултарасса эпӗ вӑхӑтра тавҫӑрса илтӗм.
Хӑйне евӗрлӗ перепиҫ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Вӗсем кимӗ ҫине сикмех тӑнӑччӗ ӗнтӗ, эпӗ чартӑм: — Тӑхтӑр, ан сикӗр, — терӗм.Они собрались уже прыгнуть ко мне в челнок, только я им сказал: — Погодите, не прыгайте.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпӗ мар, негрсем тупнӑ ӑна — вӑл кунтан аякра мар, шыв кукринче, тункатаран ҫакланса ларнӑ, — вара ӑна йӑмрасем айне пытарнӑ; кайран ку сулла хӑшӗ илме тивӗҫ тесе тавлашма тапратнӑ та, ҫуйӑхни хӑлхана пырса кӗчӗ, эпӗ унта пырса шавлама чартӑм, сулӑ нихӑшне те лекмест, сулӑ пирӗн иксӗмӗрӗн терӗм.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Джим япаласене ҫийӗнчех унта куҫарасшӑнччӗ, анчах эпӗ чартӑм, мӗн кирлӗ пире ялан каллӗ-маллӗ улӑхса анма терӗм.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Тӑхта-ха кӑштах, — сасартӑк чартӑм эп ӑна.
1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ан шавла! — чартӑм эпӗ Вадьӑна.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Манӑн, паллах, хам хӑюсӑр пулнине йышӑнас килмест ӗнтӗ, анчах эпӗ хама чартӑм чартӑмах: — Ҫук, вӑл хӑюллах мар пулас… — тесе ҫеҫ хутӑм.
1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Эпӗ хам тӗрӗс каланине пӗлсе тӑнӑ пирки унпа килӗшмесӗр хирӗҫлерӗм, куншӑн вара вӑл мана хӑйӗн патаккипе икӗ хутчен ҫурӑмран питӗ хытӑ ҫапрӗ, эпӗ кӑштах кӑшкӑрса ямарӑм, ку вӑл пысӑк чин панӑ чухнехи рыцарьла йӑла пулнине пӗлнӗрен ҫеҫ хама тытса чартӑм, мӗншӗн тесен Испанире рыцарьла йӑласем халӗ те пӑрахӑҫа тухман-ха.
Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 75–95 с.
— Тарӑхнипе чартӑм, — лӑпкӑн ответлерӗ Семен.
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Утравӑн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ вӗҫне ҫитсен парӑс карса уҫӑ тинӗселле каяс чухне, эпӗ кимме чартӑм та иккӗленсе тӑтӑм.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Каҫ кӳлӗм, пилӗк сехет тӗлӗнче, эпӗ ҫыран патне ҫитрӗм те, майлӑрах вырӑн тупса, кимме чартӑм.Около пяти часов вечера я подошел к берегу и, высмотрев удобное местечко, причалил.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Эпӗ лашасене чартӑм, пичче мана: «Эпӗ ӑна сенӗкпе тӑрӑнтаратӑп!» — тет.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах эпӗ ӑнсӑртран сиксе тухнӑ хамӑн хӗрӳлӗхӗме тытса чартӑм та, астӑватӑп-ха, кил ҫулӗпе утма пуҫланӑ май: — Тӗшмӗшлӗхе ертӗр пулас эсир хӑвӑр та, хаклӑ Ванюкӑм, — мӑкӑртатса илтӗм сасӑпах.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Эпӗ сана пӗрре чартӑм, эсӗ пур — каллех.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956