Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чаракан (тĕпĕ: чар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынсене пӗрне-пӗри йӑлтах парӑнма чаракан япаласем пӗтсен, юрату вӑйсӑрланать текен сӑмаха ӑҫтан туртса кӑларнӑ, Саша?

Откуда это взяли, Саша, что любовь ослабевает, когда ничто не мешает людям вполне принадлежать друг другу?

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах, йӑла хирӗҫӗвне тӳссе ирттерме теветкеллесен, эпӗ йӑла чаракан ҫав ҫулсенчен хӑшин ҫине тӑрас тетӗп, ҫавӑн ҫине тӑма пултаратӑп.

Но из этих путей, закрытых только обычаем, я могу вступить на какой хочу, если только решусь выдержать первое противоречие обычая.

X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Разметнов енчӗк кӑларчӗ, чикарккӑ чӗркерӗ, анчах хӑй ҫак кунсенче кӑна хӗрарӑмсене кӑнтӑрла кӑмака хутма, арҫынсене урамра табак туртма чаракан постановлени кӑларнине аса илчӗ те, тарӑхса, чикарккине йӑваласа салатрӗ.

Размётнов достал кисет, свернул цигарку, но вспомнил, что на днях сам подписывал обязательное постановление, воспрещающее хозяйкам топить днем печи, а мужчинам курить на улицах, и с досадой скомкал цигарку.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Мӗн те пулин тума чаракан циркулярсемпе хаҫатсенчи статьясене ҫеҫ уҫҫӑн ӑнланатчӗ вӑл.

Для него были ясны только циркуляры и газетные статьи, в которых запрещалось что-нибудь.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Анчах паян ӑна никам та чаракан ҫук, вӑл мӗнле выляс килнӗ, ҫавӑн пек вылять.

Но сегодня мальчика никто не останавливал, и он возился в полное свое удовольствие.

XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Экспедицине чаракан ҫынна кайран инҫете ӑсатнӑ та, унта вилнӗ вӑл.

этот человек, который остановил экспедицию, был впоследствии сослан и умер.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Йӗри-тавра, Яуза тайлӑмӗсем тӑрӑх — танксене чаракан чӗрӗпсем, йӗплӗ пралук кумнӑ шалҫасем, кӗтессене лартнӑ темӗнле лутрарах будкӑсем, вӗсен хушӑкӗсенчен пӑхса тӑракан пулемет куҫӗсем.

Кругом на склонах Яузы — противотанковые ежи, колья, опутанные колючей проволокой, на углах какие-то приземистые круглые будки с прорезями, бойницами, из которых кое-где уже торчат пулеметы.

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Чӳречерен пӑхсан, каҫхи пӗлӗтре тем чухлӗ аэростат — самолётсене вӗҫме чаракан аэростатсем ҫӗкленни курӑнать.

И за окном видны были в вечернем небе десятки уже поднятых аэростатов заграждения.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗр япаларан ҫеҫ шикленетӗп хам: ҫул ҫинче тытса чаракан ан пултӑрччӗ, тетӗп.

Я боялся одного: быть остановлену на дороге.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Юлашки ҫулсенче вӗсене ӗҫе вырнаҫтармалли тухӑҫлӑ тытӑм йӗркеленӗ, обществӑпа пӗрлешме чаракан чӑрмавсене сирес тӗлӗшпе нумай ӗҫ туса ирттернӗ.

В последние годы создана эффективная система по их трудоустройству, многое сделано для устранения препятствий, мешающих их интеграции с обществом.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Лачака тип курӑкӗ /сушеница болотная/ хӳтӗлевҫӗ клеткӑсен активлӑхне вӑйлатать, шӑк хӑвалакан, ӳт илтерекен, юн кайнине чаракан витӗм кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Иммун тытӑмӗшӗн паха // Сывлӑх. Сывлӑх, 2015,11,11.

Хальхи вӑхӑтра Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин кӗпер тӑрӑх ҫӳрессине чаракан распоряжени алӑ пуснӑ: 10 тоннӑран йывӑртарах транспорта ҫӳреме чарнӑ, ыттисене кӗперӗн пӗр пайӗпе ҫеҫ яма йышӑннӑ.

Владимир Аврелькин, на данный момент являющийся исполняющим обязанности Председателя Кабинета Министров, подписал распоряжение об ограничении движения по мосту: запрещен проезд транспорта массой выше 10 тонн, для остальных организовано движение по одной полосе.

Пӑрачкав патӗнчи кӗпер ҫӗмрӗлнӗ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12955.html

1) муниципалитет пӗрлӗхӗсен представительлӗ органӗсен вырӑнти налуксемпе тӳлевсене палӑртакан, улӑштаракан, чаракан тата пӑрахӑҫлакан нормативлӑ право акчӗсен проекчӗсем;

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен" саккунӗн 2 статйин 2-мӗш пайӗн 2-мӗш тата 3-мӗш пункчӗсем хӑйсен вӑйне ҫухатни ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

1) муниципалитет пӗрлӗхӗсен представительлӗ органӗсен вырӑнти налуксемпе тӳлевсене палӑртакан, улӑштаракан, чаракан тата пӑрахӑҫлакан нормативлӑ право акчӗсен проекчӗсем;

1) проектов нормативных правовых актов представительных органов муниципальных образований, устанавливающих, изменяющих, приостанавливающих, отменяющих местные налоги и сборы;

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен" саккунӗн 2 статйин 2-мӗш пайӗн 2-мӗш тата 3-мӗш пункчӗсем хӑйсен вӑйне ҫухатни ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

— Донор пулма чаракан сӑлтавсем пур.

Есть причины, препятствующие стать донором.

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ҫавӑн пекех хӑш-пӗр лавккасенче пирус продукцине саккуна пӑхӑнмасӑр сутни курӑнчӗ: ваккӑн сутакан таварӑн переченьне туман, туртма чаракан паллӑна пач та вырнаҫтарман.

Также в некоторых магазинах нарушали законодательство продажи табачных изделий: не было списка розничной торговли, не было знака запрета курения.

Усрав вӑхӑчӗ тухнӗ таварпа сутӑ тунӑ // Д.САВИНКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

2. Ҫапла тӑвакан ар, ҫакна ҫирӗп тытса тӑракан, шӑматкуна ирсӗрлӗхрен упракан, аллине усал ӗҫ тӑвасран тытса чаракан этем ывӑлӗ телейлӗ.

2. Блажен муж, который делает это, и сын человеческий, который крепко держится этого, который хранит субботу от осквернения и оберегает руку свою, чтобы не сделать никакого зла.

Ис 56 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Тутлӑ ҫимӗҫ тесе сӑхланса ан ҫи, тӗслӗрен тӗслӗ ҫимӗҫ тесе ан ҫӑткӑнлан: 33. ытлашши ҫини чире ярать, иртӗхсе ҫисессӗн, халер та тупӑнать; 34. иртӗхсе ҫинӗрен нумайӑшӗ вилӗм тупнӑ, пырне чаракан — кунҫулне малалла тӑсакан.

32. Не пресыщайся всякою сластью и не бросайся на разные снеди, 33. ибо от многоядения бывает болезнь, и пресыщение доводит до холеры; 34. от пресыщения многие умерли, а воздержный прибавит себе жизни.

Сир 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех