Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ унӑн тусӗ пулнӑ пулсан, нимех те марччӗ-ха: чӑн-чӑн тусӑн усал чарусӑрлӑхне кашниех ӑнланать; анчах Печорина эпӗ хамӑн пурнӑҫра та аслӑ ҫул ҫинче пӗр хут кӑна курнӑ; паллах ӗнтӗ, ун ҫине вӗчӗ тытмастӑп эпӗ, унӑн тусӗ пуланҫи курӑнса, ӑна инкек-синкек ҫулӑхтӑр та, вилӗм илсе кайтӑр, тесе ылханмастӑп, ӳпкелешме, канашсем пама, тӑрӑхлама, хӗрхенме пултараймастӑп.
Умсӑмах // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Те айван ӗнтӗ эпӗ ытла та, те усал тӑвакан ҫын, пӗлейместӗп; анчах тӗрӗсси пӗрре: эпӗ те ҫавӑн вырӑнӗнчи ҫын пекех хӗрхенме тивӗҫлӗ ҫын, унтан ытларах та пулӗ, тен: ман чуна чаплӑ пурнӑҫ пӑснӑ, шухӑшӑм канӑҫсӑр, чӗрем тӑрана пӗлмен; мана пурте сахал пек; кулянассине те, савӑнӑҫа хӑнӑхнӑ пекех, час хӑнӑхнӑ, ҫавӑнпа вара пурнӑҫӑм та кунсерен пушанса пычӗ; манӑн халӗ ҫул ҫӳресси кӑна тӑрса юлчӗ ӗнтӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл ахлатнинче уҫҫӑнах хӑйне хӗрхенме ыйтни илтӗнчӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вӑл хӗрхенме пуҫларӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах тата ӑна шутсӑрах ҫӑмӑллӑн туйӑнса кайрӗ.В нем зашевелилась жалость, но все же он испытывал огромное чувство облегчения и свободы.
33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
1. Этемсен хушшинчен суйласа илнӗ кирек хӑш аслӑ священника та Турӑ умӗнче этемшӗн кӗлтуса тӑма, уншӑн ҫылӑх парни кӳрсе тӑма лартаҫҫӗ; 2. вӑл ӗнтӗ пӗлмен ҫынсене, аташса пурӑнакансене хӗрхенме пултарать, мӗншӗн тесессӗн хӑйӗн те халсӑрлӑх пур; 3. ҫавӑнпа унӑн халӑх ҫылӑхӗшӗн те, хӑй ҫылӑхӗшӗн те парне кӳрсе тӑмалла.
Евр 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Пирӗн Чи Аслӑ Священникӑмӑр эпир халсӑррине пӗлмесӗр хӗрхенме пултарайманскер мар, Вӑл пирӗн пекех пурне те тӳссе ирттернӗ, ҫылӑха ҫеҫ кӗмен.
Евр 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эпӗ куртӑм, ӑна хӗрхенме йывӑр пулчӗ, ҫавах Хама валли иҫӗм ҫупкӑмӗнчен пӗр ҫырлине тата пысӑк вӑрмантан пӗр йывӑҫне сыхласа хӑвартӑм.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ҫапах та, унччен хӑйсем патне тӳперен пӗрре ҫеҫ мар пулӑшу аннине асра тытса, вӗсем, ачисене кӑкӑртан уйӑрса, пурте пӗр шухӑшлӑн ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, 36. вара пур тӗрлӗ пуҫлӑха та тытса тӑракан Пуҫлӑха чунтан-вартан тархасланӑ, хӑйсене, ӗнтӗ тамӑк хапхи умӗнчех тӑраканскерсене, хӗрхенме, пулӑшу пама йӑлӑннӑ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Парне вырӑнӗ умне ӳксе, вӗсем Ӑна хӑйсене хӗрхенме, саккунра каланӑ пек, хӑйсен тӑшманӗн тӑшманӗ, хӑйсене хирӗҫ тӑракансен хирӗҫ тӑраканӗ пулма тархасланӑ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана халӑха, пурте хӗсӗрлекен халӑха, хӗрхенме, йӗркесӗр ҫынсем ирсӗрлесе хӑварнӑ Турӑ Ҫуртне хӳтӗлеме тархасланӑ; 3. аркатса тӑкнӑ, ҫӗрпе танлашас вӗҫнех ҫитнӗ хулана каҫарма, Хӑйне чӗнсе кӑшкӑракан юн сассине илтме, 4. айӑпсӑр кӑкӑр ачисене тискеррӗн вӗлернине тата Хӑйӗн ятне хурланине аса илме, Хӑйӗн ҫиллине усал ҫынсем ҫине яма тархасланӑ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Хула ҫыннисем арӑмӗсемпе, ачисемпе пӗрле хула хӳми ҫине улӑхса тӑнӑ, ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурса, Симона хӑйсене хӗрхенме ыйтса хыттӑн тархасланӑ: 46. усал ӗҫӗмӗрсене кура ан айӑпла пире, ырӑ кӑмӑлупа хӗрхенсем пире, тенӗ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ӗмӗрех ҫилленсе тӑмасть, мӗншӗн тесен хӗрхенме юратать.
Мих 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпӗ Хамӑн халӑхӑма ҫиллентӗм, Хамӑн еткерӗме кӗҫӗне хӑвартӑм, вӗсене санӑн аллуна тытса патӑм; эсӗ вара вӗсене хӗрхенме пӗлмерӗн, ватти ҫине те виҫесӗр йывӑр ҫӗклем тиерӗн.
Ис 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Тӳрӗ пулнӑран Эсӗ пурне те тӗрӗс тытса тӑратӑн, айӑпсӑр ҫынна айӑплани Хӑвӑн вӑйна тивӗҫлӗ мар тесе шутлатӑн: 16. Санӑн вӑю — тӳрӗлӗх пуҫламӑшӗ, шӑпах Хӑв пурне те тытса тӑни Сана пурне те хӗрхенме май парать те.
Ӑсл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эсӗ тӑрӑн та — Сиона хӗрхенӗн: ӑна хӗрхенме вӑхӑт ӗнтӗ, вӑхӑт ҫитнӗ ӗнтӗ: 15. Санӑн чурусем унӑн чулӗсене те юратакан пулчӗҫ, унӑн тусанне те хӗрхенеҫҫӗ.
Пс 101 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Турӑ хӗрхенме манчӗ-ши вара?
Пс 76 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Турӑ вӗсене е хаса пама, е ырӑлӑх кӳме, е хӗрхенме хушса ярать.13. Он повелевает им идти или для наказания, или в благоволение, или для помилования.
Иов 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Мардохей ӑна мӗн пулса иртнине пӗтӗмпе каласа панӑ, иудейсене пӗтерме Аман патшалӑх хыснине мӗн чухлӗ кӗмӗл пама пулнине те пӗлтернӗ; 8. Эсфире кӑтартма, ӑна пурин ҫинчен те систерес шутпа, Гафаха вӑл Сузӑ хулинче иудейсене пӗтересси ҫинчен кӑларнӑ хушӑва ҫырса илнине парса янӑ; Мардохей тата Эсфире патша патне кайма хушнӑ: вӑл ун умӗнче хӑй халӑхне хӳтӗлетӗр, хӑй халӑхне хӗрхенме тархаслатӑр, [ман килӗмре, ман хӳтлӗхӗмре мана итлесе пурӑннӑ кунсене аса илтӗр вӑл, халь Аман, патша хыҫҫӑнхи иккӗмӗш ҫын, пире вӗлермелле айӑпларӗ, Эсфирь Ҫӳлхуҫана тархаслатӑр, пирӗн ҫинчен патшана калатӑр, пире вилӗмрен ҫӑлса хӑвартӑр].
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Тумӗсем ҫине вӗсем кӗл сапнӑ, пӗтӗм Израиль килне хӗрхенме йӑлӑнса, пур чун хавалӗпе Ҫӳлхуҫана тилмӗрнӗ.
Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халӗ ӗнтӗ Сана хама хӗрхенме тархасласа чӗремӗн чӗркуҫҫийӗ ҫине чӗркуҫленетӗп.Согрешил я, Господи, согрешил, и беззакония мои я знаю, но прошу, молясь Тебе:
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.