Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрхенме (тĕпĕ: хӗрхен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Васкавлӑ пулӑшу ӗҫӗнче хӑвӑртлӑх кӑна мар, ӗҫе пӗлсе йӗркелени, профессионализм шайӗ, ҫынна туйма, хӗрхенме пӗлни те пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫак професси ҫыннисем пуртан эпир хамӑра шанчӑклӑрах туятпӑр // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11905-cak-pr ... h-tuyatp-r

— Мана хӗрхенме кирлӗ мар! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ кил хуҫи.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мана хӗрхенме эп ӗлӗкхи пек мӗскӗн ҫын мар вӗт.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кун пек кун хӑналанма, хӗрхенме пӑрахас йӑла ҫук.

В такой день не принято отказывать в гостеприимстве и милосердии.

"Пукрав Батюшка" // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... ka-3483293

Тата вӗсене калчасене хӗрхенме килӗшетчӗ, сӑлтавӗ вара яланах тупӑнатчӗ: «Мӗскӗнсем, сире кунта ҫутӑ ҫитмеҫ», «Эсир шӑнмарӑр-и?

Еще им нравилось жалеть ростки, а повод всегда находился: «Бедные, вам тут света не хватает», «Вы не замерзли?

Пӑрӑҫ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/593

Вӗсене Хӗрхенме юрамасть, тесе ирҫесем тӗрӗс калаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапах та ун ӗҫки, ҫӑкри тивлетне Темӗн чухлӗ ҫын савса ырлать ун ятне Е инкек пулсан, е Урхашӑн тӑкак, — Хатӗр хӗрхенме тусӗсем туххӑмрах.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӗрхенме, тӗрӗссине пытарса хӑварма, ку маншӑн кирлӗ ҫын-ха теме те пӗлмеҫҫӗ пек.

Куҫарса пулӑш

Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.

Пӗр-пӗрне хӗрхенме, каҫарма пултарайман икӗ вӑй тӗл пулнӑ иккен хула урамӗсенче, ун тулашӗнчи тӑкӑрлӑксенче.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫемҫе чунлӑ эс, ҫынна хӗрхенме пӗлетӗн.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Акӑ хан вилчӗ те, Сююнбике хӗрхенме хушнӑ ҫынсем хӑйсен чӗрисене уҫса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн каласси пур, вӗри вӑл, Ятман, тепӗр чухне хӑйне хӗрхенме те пӗлмест, вут пек хыпса ҫунать.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Сана хӗрхенме эс мӗскӗн ҫын мар вӗт, — татӑклӑн каламарӗ Липа.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сан пек пӗчӗк ачасене те хӗрхенме пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Алманчӑ тарҫисем вӗсене хӗрхенме мар, часрах вӗсен куҫӗнчен (нимрен ытла Урасметпа Чураппа куҫӗнчен) ҫухалма тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ытла усал-ҫке сан хуҫу, ӗнтӗ вӑл сана хӗрхенме те пӗлмест пуль, ялан саламатпа ҫеҫ ҫаптарать пуль.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗлӗк, эп астӑвасса, ун пек марччӗ Тукай, ял ҫыннисене хӗрхенме пӗлетчӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эх, хисеплӗ ҫыннӑм, эсир хӗрхенме пӗлместӗр.

— Ах, сударь, жалости в вас нет.

Ватӑ лаша // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 43–46 с.

Ҫак сӑмахсене хуравланӑн — ҫӳллӗ ҫамрӑк негр Гент ҫине пӗлтерӗшлӗн тӗмсӗлчӗ те хӗрхенме ыйтнӑн пит-куҫне пӗркелентерчӗ, сӑнчӑрне хыттӑнах силлерӗ.

Как бы в ответ на эти слова, высокий молодой негр выразительно посмотрел на Гента, скорчил жалостную гримасу и красноречиво потряс цепью.

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Эсир вара?! — кӑшкӑрсах ятӑм эпӗ, ҫак самантра мана хӗрхенме тивӗҫлӗ ҫын манӑн ахаль те ыратакан вырӑна тӗкӗнни мана эрлентерет.

— А вы? — вскричал я, задетый по наболевшему месту устами той, которая должна была пощадить меня в эту минуту.

XIX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех