Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрхенме (тĕпĕ: хӗрхен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫук, эпир хӗрсене хӗрхенме вӗренсе ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын вӑрлакансем // Н. Пушкин, Н. Никитин. «Капкӑн», 1962, 7№, 10 с.

Эпир ҫакна иккӗленмесӗр ӗненетпӗр, ҫавӑнпа та хӗрелме чарӑнмасӑр, аван марланса тата хӗрхенме ыйтса ҫав-ҫавах ҫирӗплететпӗр: «Ҫапла…».

И, может быть, мы так верим уже в это, что, продолжая краснеть, съежившись и прося пощады, упорно говорим: — «Да»…

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Ҫынна хӗрхенме вӗреннӗ Нина ҫапах та тӳсеймерӗ: тахҫан туслӑ пулнӑ тантӑшне тӗпеле илсе кӗрсе чейпе хӑналарӗ, лӑплантарса кӑларса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Сирӗн профессире пӗлӳпе ӑсталӑх ҫеҫ мар, этемӗн ятарлӑ пахалӑхӗсем те, ыр кӑмӑллӑх, сисӗмлӗх, ӑшӑлӑх, ыттисене хӗрхенме пӗлни кирлӗ.

Профессия требует от вас не только знаний и умений, но и особых человеческих качеств – милосердия, чуткости, доброты, сострадания.

Михаил Игнатьев Социаллӑ ӗҫчен кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/06/08/news-3871645

Ачисен чыслӑхне, тӳрӗлӗхне, хӑюлӑхне аталантараҫҫӗ; вӗсене сӑпайлӑ пулма, ҫынна хӗрхенме вӗрентеҫҫӗ, тӗн туйӑмӗсене тата тӑван ҫӗршыва юратассине аталантараҫҫӗ.

Они воспитываются в правилах чести, справедливости, храбрости; в них развивают скромность, милосердие, религиозные чувства и любовь к отечеству.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ вуланӑ кӗнекесем пурте христианство, гуманизм идейисемпе, асаплӑ ҫынсене хӗрхенме кирлӗ пирки макӑрашнисемпе тулнӑччӗ, — ун чухне эпӗ пӗлнӗ чи лайӑх ҫынсем те ҫавӑн ҫинченех илемлӗн те хӗрӳллӗн калаҫатчӗҫ.

Всё, что я читал, было насыщено идеями христианства, гуманизма, воплями о сострадании к людям, — об этом же красноречиво и пламенно говорили лучшие люди, которых я знал в ту пору.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Постра тӑракан городовой васкасах шӑхӑрса ячӗ; тахҫантанпах кӗтсе тӑнӑ сигнала илтсен, ытти постсенчи городовойсем те шӑхӑрса янӑ, ҫав сигнал Страстной монастырь кил картине ҫиҫӗм пек ҫитнӗ, — вара утса пыракан студентсем хыҫҫӑн жандармсен эскадронӗ сиккипе чуптарнӑ, вӗсем хыҫҫӑн сумцӑсем те: вӑя хӗрхенме кирлӗ пулман, мӗншӗн тесен студентсен пӗчӗк ушкӑнӗсӗр пуҫне никампа та ҫапӑҫмалли ҫук.

Постовой городовой немедленно свистнул; долгожданный сигнал был подхвачен другими постовыми, молниеносно донесся до Страстного монастырского двора, — и в угон удалявшейся студенческой кучке на рысях пошел жандармский эскадрон, а следом за ним сумцы: беречь силы было незачем, поскольку, кроме этого десятка студентов, некого было атаковать.

XI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Козаксем хӑйсем те унӑн никама хӗрхенме пӗлмен хаярлӑхӗпе тискерлӗхне ытлашши тесе шутлаҫҫӗ.

Даже самим козакам казалась чрезмерною его беспощадная свирепость и жестокость.

XII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Вӗсем никама та хӗрхенме юратман улпут ывӑлӗсем килнӗрен хӑраса ӳкрӗҫ пулас е хӑйсен хӗрарӑм йӑлине ҫеҫ палӑртрӗҫ пулмалла: арҫынсене курсанах кӑшкӑрса янӑ пек турӗҫ те ҫавӑнтах тарса пытанчӗҫ, унтан хытӑ вӑтаннипе пичӗсене нумайччен ҫанӑпа хупӑрласа тӑчӗҫ.

Они, как видно, испугались приезда паничей, не любивших спускать никому, или же просто хотели соблюсти свой женский обычай: вскрикнуть и броситься опрометью, увидевши мужчину, и потому долго закрываться от сильного стыда рукавом.

I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Кӑмӑлӑра мӗнле килет, мана вӗлерме те хӗрхенме те пултаратӑр.

Можете убить меня или пощадить, как вам угодно.

XXVIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Тен, хамӑр ытлашши пыртан хӑтӑлнишӗн хӗрхенме тивмест пулӗ, — терӗ.

Пожалуй, не приходится жалеть, что мы избавились от лишнего рта.

XVIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Кунсӑр пуҫне, Алексей Михайлович Лёньӑна хӗрхенме пӑхать пулас, ку вара — тата та килӗшӳсӗртерех.

Но еще более некстати то, что Алексей Михайлович, кажется, склонен выражать ему, Леньке, свое сочувствие.

Иккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Йышӑнатӑп, хамӑр ял ҫыннисене хирӗҫ эпӗ темиҫе усал ӗҫ турӑм, анчах ҫапах та сиртен мана хӗрхенме ыйтатӑп.

Да, я признаю, что совершил несколько преступлений против односельчан, и все же прошу у вас снисхождения.

XXV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑрахчен йӑпӑлтатса кӑмӑлне ҫавӑрнӑ хыҫҫӑн вӑл упӑшки патӗнчех юлма килӗшнӗ, йӗре-йӗре пуҫтарнӑ япалисене салтнӑ, Хуа Юн-сие хӗрарӑма хӗрхенме пӗлмен ҫын тесе ятланӑ.

После долгих уговоров и раскаяния мужа она наконец соглашалась остаться и, всхлипывая, развязывала собранный узел, укоряя Хуа Юн-си в жестокости и коварстве.

XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Манӑн ӑраскалӑм пулмарӗ, ҫавӑнпа манӑн вилес пулать: анчах, Марк Красс, эсӗ те, пур юлташӑмсем те эпӗ хӑравҫӑ пулманнине, тарманнине, амансан та римлянина тивӗҫлӗ пек ҫапӑҫнине пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа хӗрхенме ыйтатӑп ликторсен розгисем манӑн ҫурӑма ан варалаччӑр, вӗсем мана тӳрех пуртӑпа касчӑр.

Судьба оказалась против меня, и я должен умереть: но так как ты, Марк Красс, знаешь, как знают все мои товарищи по оружию, что я не был трусом и не бежал, а храбро сражался, как подобает римлянину, хотя и был ранен, — то я прошу у тебя милости: пусть розга ликторов не оскверняет моей спины, пусть они меня ударят, но только топором.

XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Атте мана ҫул ҫинче аннене хӗрхенме, ӑна упрама хушрӗ.

Отец строго-настрого приказал мне беречь мать, жалеть ее в дороге.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Хӗрхенме ыйтатӑп санран!

Прошу тебя о жалости… умоляю о прощении!

VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Хӗрхенме пӗлмен аттесен хыткукарлӑхне пула тата законсем ҫирӗппине пула эпир хамӑрӑн чи лайӑх ҫамрӑклӑха чухӑнлӑхра ирттеретпӗр, пушӑ ӗмӗтсемпе асапланатпӑр! — хушрӗ Луций Бестия, тин ҫеҫ пушатнӑ эрех куркине чӑмӑртаса.

— Кто беднее нас, осужденных скупостью бесчеловечных отцов и силою всемогущих законов проводить лучшие годы нашей юности в бедности, томясь неосуществимыми желаниями? — добавил Луций Бестия, оскалив зубы и судорожно сжимая чашу, только что им опорожненную.

V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ҫавӑн пек хӗрхенме пурте пултараймаҫҫӗ.

Эта жалость не всем доступна…

XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Эсӗ чула та хӗрхенме пӗл, чул та хай вырӑнӗнче усӑ тӑвать, чулпа урамсене сараҫҫӗ.

А ты и камень сумей пожалеть, камень тоже своему месту служит, камнем улицы мостят.

XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех