Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗрлӗрех ҫӑм пуснӑ пӗчӗк аллинчи пӳрнисем шалалла хутланнӑ, чӗрнисене хӗрлӗпе пӗветнӗ.
IX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Мана вӑл кирек хӑҫан та икӗ хӳреллӗ темӗнле хӗрлӗрех хӑмӑр пӑнчӑ евӗр туйӑнатчӗ.Мне все казалось, будто это какое-то коричневое, красноватое пятно с двумя хвостиками.
IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Уй-хир ылтӑн пек йӑлтӑртатса выртать; вӑл пӗтӗмпех чечекпе витӗннӗ, ун тавра ӳссе ларнӑ тӗмсем ҫинче те ҫӗршер, пиншер чечек, тӗмсем хыҫӗнче вӑрман ешерет, пӑшӑлтатать, чечекпе витӗннӗ пирки вӑл чӑпаррӑн курӑнать; хиртен, улӑхран, вӑрмана тулнӑ чечексенчен тутлӑ шӑршӑ юхса килет; туратсем ҫинче вӗҫен кайӑксем пӑрӑлтатса вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ, туратсем хушшинчен вара, тутлӑ шӑршӑпа пӗрле, пин-пин сасӑ килет; уй-хир урлӑ каҫсан та, улӑх леш енче те, тӗмсемпе вӑрман хыҫӗнче те, вӑрманпа кӗҫҫеленнӗ тусем патне ҫитичченех, каллех ҫапла ылтӑн пек ҫиҫсе выртакан хирсем, чечекпе пӗркеннӗ улӑхсем, вӗтлӗхсем курӑнаҫҫӗ, тусем ҫийӗнче унта-кунта ҫакӑнса тӑракан ылтӑнӑн-кӗмӗлӗн ҫиҫекен шупка хӗрлӗрех те витӗр курӑнакан пӗлӗтсем горизонт хӗрринчи сеп-сенкер тӳпене пӑртак тӗксӗмлетсе тӑраҫҫӗ.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Давыдов сцена хӗрринчен шалалла утса кайрӗ, президиум сӗтелӗ хушшине кӗрсе ларчӗ те аллине графин патнелле тӑснӑ вӑхӑтра хыҫалти ретсенчен, лампӑн хӗрлӗрех сарӑ ҫути ӳксе ҫутатан ӗнтрӗк тӗттӗмлӗхрен, пӗрин ӑшӑ та савӑнӑҫлӑ хулӑн сасси, кӑмӑлӗ хускалнипе, ҫапла каларӗ:
35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Мерченсем те хӗрлӗрех пула-пула тӑнӑ ун кӗре кӑкӑрӗ ҫинче, бирюза та ҫӗнӗлле ялтӑранӑ ун пӳрнисенче, Соломон патшана Хирамӑн, Тир патшин, хастар карапҫисем аякри ҫурҫӗр тинӗсӗсен ҫыранӗсенчен парнелӗх илсе килнӗ сарӑ янтарь тетте-таврашсем те шартлатакан хӗлхемсем кӑларнӑ ун аллисенче.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Эх!.. — Любишкин хӑйӗн хура ҫӗлӗкне атӑ кунчи ҫумне шарт ҫапса илчӗ те Давыдов патӗнчен паланран та хӗрлӗрех сӑн-питпе тухса вӑркӑнчӗ.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хур ами пуҫӗ вара, хӑйӗн хӗрлӗрех сарӑ куҫӗсемпе тӗнче ҫине тӗлӗнсе пӑхаканскер, халӗ те ун ҫине пӑхса выртать.Гусиная голова все еще смотрела на мир навек изумленным оранжевым глазом.
11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл витӗрех шӑннипе вӑранса кайрӗ, куҫне уҫрӗ те асамат кӗперӗ пек тӗрлӗ тӗслӗн йӑлтӑртатса тӑракан куҫҫуль пӗрчисем витӗр сивӗ хӗвеле, чӗмсӗррӗн сарӑлса выртакан аслӑ хирӗн талккишне, горизонт хӗрринчи тӑхлан тӗслӗ сӑрӑ тӳпене тата инҫех те мар курӑнакан тӗмӗн шап-шурӑ ҫӗлӗкӗ ҫинче хӗрлӗрех сарӑ тӗслӗ йӑлтӑркка тилӗ тӑнине курчӗ.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӗвел питтинче ҫунса тӑрать унӑн хӗрлӗрех ҫӳҫӗ.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Вӑл хӗрлӗрех сӑнлӑ ту чакӑлӗ пек.Он представляет собой пещеру, наполненную красноватым сумраком.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Таса мар кантӑк витӗр пӳлӗме ватӑ ҫын сӑнӗ пек тӗксӗм хӗвел ҫути ӳкет, ачан хӗрлӗрех ҫӳҫне ҫутатать; Ленькӑн кӗпе ҫухи ярханах — унӑн чӗри мӗнле тапни чечен кӑкӑр шӑмми витӗрех курӑнса тӑрать.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Куҫ айӗнчи кӑвак йӑрӑмсем ахаль те шуранка питне пушшех шурӑ кӑтартаҫҫӗ, икӗ куҫхарши хушшинче ӳт пӗркеленчӗкӗ пур, ҫӳлӗ ҫамкине хӗрлӗрех кӑтра ҫӳҫ тӑпки витсе тӑрать.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Тинӗс тӗкӗр пек тикӗс чухне, чулсем хушшинче шурӑ хумсем сиккелесе выляман вӑхӑтра, Пепе пӗр-пӗр чул ҫине пырса ларать те, ҫивӗч куҫӗпе тӑрӑ шыв ҫинелле пӑхать: унта, хӗрлӗрех тӗслӗ шыв курӑкӗсем хушшинче, пулӑсем ярӑнса ишеҫҫӗ, пӗчӗк раксем хӑвӑрттӑн вӗлтлетеҫҫӗ, краб хӑяккӑн йӑраланса иртет.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Суранӗ питӗ пысӑкчӗ, пуҫ мимин пӗр пайне шыв юхтарса кӑларнӑ, анчах эпӗ ҫав суранра кӑвак та хӗрлӗрех татӑксем курнине астӑватӑп, вӗсем мрамор тӗслӗччӗ, кӑпӑкпа юн хутшӑнсан ҫав тӗслӗ пулать.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Хӗрлӗрех саплӑклӑ пальто тӑхӑннӑ кукша пуҫлӑ ҫын утса пынӑ; унӑн тӗксӗм пуҫчашкийӗ халӗ юнпа сӑрланнӑ; вӑл хулпуҫҫипе пуҫне уснӑ, урисем аран утнӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Хура пальтоллӑ ҫӳлӗ ҫын, хулпуҫҫисене хӗрлӗрех саплӑк лартнӑскер, юпа ҫине хӑпарса тӑнӑ та, кукша пуҫӗнчен ҫӗлӗкне хывса, хыттӑн, чаплӑн калама тытӑннӑ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Вӑрман уҫланки те (унта ӗнтӗ шӗвӗр тӑрӑллӑ хӗрлӗрех тӗмсем ҫинче кӑткӑсем йӑшӑлтатаҫҫӗ), малтанхи сар чечексем шӑтса тухнӑ юшкӑнлӑ ҫыран хӗрри те ачасене хӑйсем патнелле илӗртнӗ.
9-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Начальнике хут парса ӑнлантарнӑ чухне те вӑл пӗр аллине ҫурӑм хыҫнелле тытнӑ, тепӗр аллине вӑта пӳрнипе, чӗрнине аялалла туса, хут ҫинчи пӗр-пӗр йӗркене е сӑмаха асӑрхануллӑн тӗллесе кӑтартнӑ; унӑн пӳрнисем хулӑмрах та хӗрлӗрех пулнӑ тата кӑштах чӗтренӗ, тен ҫавӑнпах вӑл вӗсене ҫынна час-часах кӑтартма именнӗ.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Кирек мӗн ту, ma chere, эпӗ сан вырӑнта пулнӑ пулсан, е шупка саррине, е тӗксӗм хӗрлӗрех кӑваккине илнӗ пулӑттӑм.— Как хочешь, ma ch`ere, я бы на твоем месте взяла pensee или палевые.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унпа юнашар ларакан хӗрлӗрех ҫӳҫлӗ ҫамрӑк ҫын — Николай Максимович Гюнтер — тин кӑна университет пӗтернӗ пулин те хӑй талантлӑ математик пулнине кӑтартса пама ӗлкӗрнӗ.
Вунҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.