Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрлӗрех (тĕпĕ: хӗрлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шалта, штрекӑн мал енче, йӗпеннӗ рельсӑна ҫирӗплеткӗҫӗн тайӑлса кайнӑ рами ҫине хӗрлӗрех ҫиҫӗнчӗксем сапаласа, ҫутӑ мӗлтлетрӗ.

В глубине штрека замерзал свез, бросая красноватые блики на мокрый рельс, покосившуюся раму крепления.

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Копылов хӑмӑр френч тӳмисене вӗҫертсе ячӗ, хӗрлӗрех хӑмӑр шӑртлӑ сухал пусса илнӗ кӳпшек питҫӑмартисене аллисемпе тӗревлерӗ те, шухӑша кайса, сӳннӗ чикарккине чылайччен ҫӑварӗнче мӗкӗлтеттерсе ларчӗ.

Копылов расстегнул коричневый офицерский френч, подпер ладонями поросшие каштановой щетиной пухлые щеки, раздумчиво и долго жевал потухшую папироску.

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий темле кӗвӗ шӑхӑркаларӗ, йӗнер ҫинче, пуҫне тек ниҫталла пӑркаламасӑр, лашан вӗтӗ тар шӑрҫисемпе витӗннӗ хӗрлӗрех сарӑ мӑйӗ ҫине ӳпреммӗн тинкерсе пычӗ…

Григорий насвистывал что-то, упорно смотрел на золотисто-рыжую шею коня, покрытую мелким бисером пота, и уже не поворачивался в седле…

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сӑнӗпе чи ватӑрах пек курӑнакан офицер ҫеҫ кӑвак пуставран ҫӗленӗ черкес сӑхманӗ, хӗрлӗрех сарӑ тӗслӗ бухарски каракуль ҫӗлӗкпе туҫи халӑхӗсенни пек кӗлесӗр атӑ тӑхӑнса янӑ.

Лишь самый пожилой по виду офицер был в черкеске тонкого синего сукна, в кубанке золотистого бухарского каракуля и в горских, без каблуков, сапогах.

V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл инҫетрен вӑйкӑнса килнӗ, ҫӗр хута кӑштах ырнӑ, анчах ир еннелле ҫав-ҫавах Каспи леш енчи пушхирсен вӗри сывлӑшне варкӑштарса ҫитернӗ те, сулахай ҫыран айлӑмӗнчи ҫаранлӑха ҫаврӑнса ӳксе, сывлӑма типӗтнӗ, тӗтрене сирсе салатнӑ, Дон ҫумӗнчи шурӑ чуллӑ сӑртсен юпписене хӗрлӗрех тӗслӗ пӑчӑ янкарпа пиелесе кӗптенӗ.

Он летел издалека, приустал за ночь, но к утру все же донес горячий накал закаспийских пустынь и, свалившись на луговую пойму левобережья, иссушил росу, разметал туман, розовой душной мглою окутал меловые отроги придонских гор.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анчах хӗрлӗрех тусан ҫинче тӗрмӗшнӗ, мӑлатукпа шакка-шакка кирпӗчсем ҫумӗнчен тӑм катӑкӗсене хӑйпӑтнӑ май вӑл кунта тахҫан кӗрленӗ пурнӑҫа, хӑйӗн мӗн пур ачисене — чӗррисене те, вилнисене те, вӑрҫӑра пуҫне хунӑ чи аслӑ ывӑлне Николая та — пӗрре ҫеҫ аса илмерӗ…

Но пока Корней суетился в красноватой пыли, сбивая молотком с кирпичей куски затвердевшего раствора, он не раз возвращался мыслями к той жизни, что когда-то шумела здесь, вспоминая всех своих детей — и живых, и тех, кто умер, и сложившего на войне голову старшего сына, первенца Николая…

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кулнӑ чухне вӑл йӑлтах улшӑнса каять, аллӑран иртнӗ пулин те, хӑйне май маттур курӑнать — ҫамки ҫине хӗрлӗрех ҫӳҫӗ усӑннӑ, кӑвак куҫӗсем ялкӑшса тӑраҫҫӗ.

В эти минуты он преображался и, несмотря па то что ему было за пятьдесят, выглядел по-своему бравым — на лоб свешивался махорчатый чуб, в глазах плескалась озерная синева.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хутса янӑ кӑмакари вут ҫулӑмӗсем, шурӑ маччапа кафель ҫине ӳксе, пӳлӗм ӗнтрӗкӗнче хӗрлӗрех тӗслӗ тусан сапаланӑн туйӑнать, салху ӗнтрӗкре шанчӑк пушшех ҫухалать.

Отблески пламени от топившейся печки, отражаясь на белом потолке, на кафеле, будто рассеивали в сумраке комнаты красноватую пыль, и эта печальная мгла рождала ощущение еще большей безнадежности.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Коробин икӗ кун хушши курман Алексей Макаровичӑн ҫӗр тӗслӗ сӑрӑрах пит ҫӑмартисем путса кӗнӗ, хӗрлӗрех сухал ӳссе ларнӑ пичӗ ҫине тинкерсе пӑхсан, унӑн ӑна хӗрхенес килсе кайрӗ.

Коробин испытал чувство жалости, когда попристальней вгляделся в лицо Алексея Макаровича, разительно изменившееся за те два дня, что он его не видел, — землисто-серое, с ввалившимися щеками, заросшее рыжеватой щетиной.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Петр Богатырев касса тикӗслетнӗ хӗрлӗрех мӑйӑхӗ айӗпе кулса илчӗ те ҫаврака кӑвак куҫӗсене тӑрӑхланӑ майлӑ хӗстерсе каларӗ:

Петр Богатырев улыбнулся в подстриженные рыжеватые усы и, насмешливо сощурив круглые голубые глаза, сказал:

LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн шурӑ мӑйӑхлӑ пичӗ ҫинчи ӳчӗ ҫилпе кушӑрхаса сӗвӗннӗ, ҫурхи хӗвел ӗнтсе янӑ мӑйӑхӗпе куҫ харшийӗсем тилӗ тирӗ пек хӗрлӗрех саррӑн курӑнаҫҫӗ.

На белоусом лице его кожа была вышелушена ветрами, усы и брови, припаленные вешним солнцем, отсвечивали лисьей рыжиной.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн пуҫри мулаххайӗ пекех хӗрлӗ пичӗ ытла та ним тума пӗлми хыпӑнчӑк сӑнлӑ, тарӗ шӑпӑр-шӑпӑр тӑкӑннӑран сухалӗпе кӑшт хӗрлӗрех усӑк мӑйӑхӗ вӗсем ҫине вӗтӗ шӑрҫа сапса тултарнӑ пек курӑнаҫҫӗ.

Красное, под цвет малахая, лицо его было так растерянно, пот омывал его так обильно, что даже борода и пониклые рыжие усы были осыпаны будто мелким бисером.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл хӗрлӗрех сарӑ хӑлхисене ҫилӗллӗн ҫӑт вырттарнӑ, малалла кӑрӑн-кӑрӑн тӑсса хунӑ мӑйӗ тикӗссӗн туртӑнкаласа илет.

Рыжие конские уши были плотно и зло прижаты, шея, вытянутая, как на плаху, ритмически вздрагивала.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

… Петро Мирон Григорьевича хӗрлӗрех сухалӗнчен уйӑрса илчӗ.

…Петро по рыжеватой бороде угадал Мирона Григорьевича.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тепӗр ҫур сехетрен склад алӑкӗсенчен юр ҫине, кӗпӗрленсе тӑнӑ казаксен аллисем ҫине ҫыххи-ҫыххипе кӗске кӗрӗксем, ҫӑматӑпа атӑ тӗркисем хӗрлӗрех сарӑ тусан вӗҫтерсе ывтӑнчӗҫ, сахӑр чӑптисем алӑран-алла куҫрӗҫ.

Через полчаса из дверей склада, вздымая оранжевую пыль, полетели на снег, на руки столпившихся казаков вязанки дубленых полушубков, пачки валенок, сапог, из рук в руки пошли кули с сахаром.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Балашов патӗнчен… — хӗрлӗрех сарӑ ҫӳҫне кӑтӑртаттарса хыҫнӑ май, куҫне мӑч-мӑч хупкаласа, нӑйкӑшса ячӗ вӑрӑм мӑйлӑ, ҫӳллӗ хӗрлӗармеец.

Балашовские… — заныл высокий длинношеий парень, часто мигая, поскребывая рыжевато-ржавые волосы.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Инҫетре-инҫетре, хӗвелтухӑҫӗнче, пӗве патнелле чупакан ут кӗтӗвӗ хӗрлӗрех сарӑ саплӑк пек курӑнать; кӗтӳ айккипеле юланутлӑ атарщик, тетте лаша ҫумне ҫыпӑҫтарнӑ тетте этем пек, сиктерсе пырать.

Далеко-далеко на востоке гнедым пятном темнел косяк лошадей, бежавших к пруду; в стороне от них рысил верховой атарщик — игрушечный человек, приклеенный к игрушечному коньку.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хыҫалта Хопер хӗрринчи хӑмӑр-кӑвак сӑрт юпписем сенкерленни, хӗрлӗрех сарӑ ейӳ пек курӑнса, хӑйӑр ярӑмӗсем сарӑлса выртаҫҫӗ.

Позади голубели лиловые отроги прихоперских гор, шафранным разливом лежали пески.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫил салтакӑн сӑхманне вӗлкӗштернӗ, хӗрлӗрех ҫӳҫне тӑпӑлтарнӑ.

Развевает ветер солдатский кафтан, треплет рыжеватые кудри.

Шуйттан кӗперӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

— Кӗре кӗлеткеллӗ, сарлака питлӗ хӗрлӗ гвардеец-казак, тутине мӑкӑртса, гимнастерка тӳмисене вӗҫертрӗ те хӗрлӗрех хӑмӑр ӳтлӗ ҫӑмламас кӑкарӗ ҫинчи симӗсленсе кайнӑ пӑхӑр хӗресе кӑларса кӑтартрӗ.

 — И здоровый широколицый красногвардеец-казак, топыря губу, расстегивал ворот гимнастерки, доставал висевший на бронзово-волосатой груди позеленевший медный крест.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех