Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗллехи (тĕпĕ: хӗлле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Старшина хӗллехи вӑхӑтра та йӳҫсе, пӑчӑртатса тӑракан вырӑна ҫапӑсем пӑрахса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Хӗллехи илем куҫа илӗртет.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Агрофирмӑн хӗллехи теплицисем 25,62 гектар йышӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тумла чула шӑтарать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Чӑхсен хӗллехи рационне кӑштах вӗтетнӗ ыхра е сухан кӗртме юрать.

Зимний рацион кур можно вносить немного чеснок или лук.

Чӗпӗсем чирлесрен // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Хӗллехи чемпионатра та вӑл 35 километрлӑ дистанцире бронза медаль ҫӗнсе илнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Хӗллехи стартсенче урана суранлатни те витӗм кӳчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Унсӑр пуҫне ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене хастар хутшӑнать, хирсене те им-ҫамлать, хӗллехи вӑхӑтра вара мӑйракаллӑ шултра выльӑх комплексӗнче тӑрӑшать.

Кроме того, он участвует на весенних посевах, усердно удобряет поля, а в зимнее время трудится в животноводческом комплексе.

Ӗҫчен пулнипе хисеплӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.06.21

- Малтанах ятарлӑ проектпа хатӗрленӗ теплицӑна хӗллехи вӑхӑтра ӑшӑтмалли пӑрӑхсем хутӑмӑр.

- Первым делом в теплице, поставленного по специальному проекту, проложили трубы отопления.

Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ // В.РОМАНОВ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Хӗллехи каникула вара интернатри сакӑр ачана илсе килтӗмӗр.

— На зимние каникулы из интерната привели восьмерых детей.

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Нестер Янкас Пушкинӑн «Ҫӗпӗре», «Чаадаева», «Хама эп алӑпа туман палӑк лартрӑм», «Ял», «Хӗллехи каҫ» сӑввисене куҫарнӑ.

Нестер Янгас переводил стихи Пушкина "В Сибирь", "Я памятник воздвиг себе нерукатворный", "Деревня", "Зимняя ночь".

Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

1936 ҫулта «Хӗллехи каҫ», «Тӗрме ҫынни», «Пӗлӗт» сӑввисем, «Хатӗр пул» журналӑн 1№ пичетленсе тухнӑ.

В 1936 году стихи "Зимняя ночь", "Узник", "Туча" были напечатаны в 1№ журнала "Будь готов".

Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Чӑннипех, хӗллехи вӑхӑтра та урамсене тасатса тӑнипе ҫулсем уҫӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмпех - ҫынсемшӗн // Г.АДЮКОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Хамӑр ялсем анчах мар, кӳршӗри Кушкӑпа Исемпел ялӗсенчи хӗрарӑмсем те хӗллехи вӑхӑтра кашни юнкун вулавӑша ҫӳресе хӑйсен вӑхӑтне усӑллӑ ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑта усӑллӑ ирттереҫҫӗ // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Хӗллехи вӑхӑта вӑл Вӑтам Азинче ирттернӗ, Казахстанра, Таджикистанра, Кӑркӑсстанра, Узбекистанра пулнӑ.

Зимний период он провел в Средней Азии, посетил Казахстан, Таджикистан, Киргизию, Узбекистан.

Никита Васильев Семейри театрта каннӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12154.html

15. Хӗллехи ҫурта ҫуллахи ҫуртпа пӗрле аркатса пӑрахӑп, сӑлан шӑмминчен тунӑ эрешсемпе илемлетнӗ ҫуртсем те ҫухалӗҫ, нумай-нумай ҫурт пӗтсе ларӗ, тет Ҫӳлхуҫа.

15. И поражу дом зимний вместе с домом летним, и исчезнут домы с украшениями из слоновой кости, и не станет многих домов, говорит Господь.

Ам 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Патша ун чухне, тӑххӑрмӗш уйӑхра, хӗллехи ҫуртра ларнӑ, ун умӗнче вучахра кӑвар ҫуннӑ.

22. Царь в то время, в девятом месяце, сидел в зимнем доме, и перед ним горела жаровня.

Иер 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Ӗнтӗ пархатарсӑр ҫыннӑн шанчӑкӗ хӗллехи пас пекех ирӗлсе пӗтӗ, юрӑхсӑр шыв пек юхса кайӗ.

29. Ибо надежда неблагодарного растает, как зимний иней, и выльется, как негодная вода.

Ӑсл 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Анчах ушкӑнӑмӑр йышлӑ, вӑхӑчӗ те хӗллехи вӑхӑт, эпир уҫӑ ҫӗрте тӑма пултараймастпӑр, ӗҫӗ вара пӗр-ик кун хушшинчех тумалли ӗҫ мар, мӗншӗн тесессӗн эпир ку ӗҫре ытла та ҫылӑха кӗрсе пӗтрӗмӗр; 12. ҫавӑнпа та ушкӑн пуҫлӑхӗсене лартса тухмалла, вара пирӗн ялсенче пурӑнакансем, ют халӑх хӗрӗсене качча илнисем, палӑртса хунӑ вӑхӑтра ҫакӑнта 13. ҫав ялсен аслӑ ҫыннисемпе, тӳрисемпе килччӗр — ӗнтӗ ҫак ӗҫе пула хыпса илнӗ Турӑ ҫилли пирӗнтен сирӗлинччӗ, тенӗ.

11. Но сонм многочислен и время зимнее, и мы не в силах стоять под открытым небом, а дело это для нас не одного дня и не двух дней, ибо весьма много мы согрешили в этом: 12. посему пусть поставлены будут начальники над сонмом, и все те, которые из селений наших имеют иноплеменных жен, пусть в свое время приходят к ним 13. со старейшинами и судьями каждого места, доколе не отвратится от нас гнев Божий за это дело.

2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пытарма кирлӗ мар: унччен те, халӗ те хӗллехи вӑхӑтра яллӑ вырӑнти культура учрежденийӗсенчен чылайӑшӗнче лӗпрен ӑшӑ мар.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра чӑнах та ӑшӑ // Надежда ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Вӑл хӗллехи тапхӑрта рынокра сӗт сахаллипе, ӗнесене тытса тӑма тӑкаклипе те ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӗт хакӗ мӗншӗн чакать? // Лариса АЛЕКСЕЕВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех