Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗллехи (тĕпĕ: хӗлле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш енре спорт шкулӗсемпе спорт федерацийӗсен никӗсӗ ҫинче хӗллехи тата ҫуллахи Олимп вӑййисене кӗрекен 31 спорт тӗсӗ аталанать, вӗсенче пӗтӗмпе 32 пин те 705 ача пиҫӗхет.

Куҫарса пулӑш

Спорт - хавхалану ҫӑлкуҫӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. https://putpobedy.ru/publikatsii/14248-s ... anu-c-lkuc

Кӑтартӑва ӳстерес ӗҫе массӑллӑ мероприятисем те хӑйсен тӳпине хываҫҫӗ, вӑл шутра - Спортпа сывлӑх декадисем, Хӗллехи спорт тӗсӗсен кунӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри утӑм кунӗ, Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ, нацисен кросӗ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Спорт - хавхалану ҫӑлкуҫӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. https://putpobedy.ru/publikatsii/14248-s ... anu-c-lkuc

Хӗллехи ҫӗр вӑрӑм пушӑ тӑршшӗ те, ҫуллахи каҫ — пушӑ аври чухлӗ, тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кӑҫал купӑста анисем ҫинче ултӑ тӗрлӗ сорт ҫитӗнӗ, пӗр тӗрлине – тӑварлама, теприне вара хӗллехи управа хума меллӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал та вунӑ гектартан кая мар лартӗҫ // Артемий Мясников. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%baac% ... 0%d1%82ec/

Левенӗн, кӑҫал ҫуркунне техникум пӗтерес этемӗн, халӗ — хӗллехи каникул.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Юпа ҫумӗнче сӗвӗнсе тӑракан Левене тӑрук ӑшӑ пулса каять, хӗллехи уҫӑ сывлӑшра та ҫулла ешерекен фацели чечекӗн сенкер шӑршийӗ кӗнӗн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хуркайӑк Ҫулӗ тӗссӗрленнӗччӗ, хӗллехи кусӑрка евӗр, анӑҫран тухӑҫалла йӑсӑрланса выртатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӗллехи вӑрӑм ҫӗр сӑмах сукмакӗпе ӑҫта-ӑҫта илсе ҫитермест пуль.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Тӗлӗнмелле янӑравлӑ вӑл: ҫухрӑм-ҫухрӑм ҫурӑра иртсе пыракан тулли ҫуна тупанӗ чӗриклетсе ҫухӑрни те ҫумра хӑйӑ чӗлнӗ чухнехиллех илтӗнет; ҫырма-ҫатра таврашӗнче кашкӑр таврашӗ кӗскен «У-у-а-у» туса илни ҫурӑм тӑрӑх, кӗпе айӗпе, сиввӗн хӑпарса каять; питӗ аякри алӑксем шалтӑртатса хупӑннине те итлеттерет сана хӗллехи ҫӗрӗн асамлӑ шӑплӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Шурӑ шупӑрпа пӗркеннӗ хӗллехи каҫ, качча каяс хӗр пек, яланах хӳхлемест, ҫиллӗ те тӑманлӑ пулмасть.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Хӗллехи ир.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫуллахи каҫ саламат пек кӗске те, хӗллехи каҫ — кӗтӳҫ пушшинчен те вӑрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Тул енче, урамра, хӗллехи ҫил ачисем ашкӑнса ҫӳрени сисӗнет: чаштӑрр сапаҫҫӗ вӗсем чӳречене те юрпа, те пӑрпа; унтан марьене кӗреҫҫӗ те: «У-у-у-и-ха-ха-а!» — теҫҫӗ вӑрӑммӑн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Хӗллехи кунсенче ватӑ ҫынсене ачасемпе пулӑшма ҫӳренисене те кӑмӑлтан аса илет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ вырӑнне шкулта тупнӑ // Анатолий Краснов. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%bf%d1%8 ... %bd%d3%91/

Ҫакӑн пек условисенче, таврара хӗллехи хӗллехи вӑхӑт тӑнӑ чухне, «Санта-Мария-де-ла-Виктория» флагман карапа юсамалла пулнӑ.

В таких условиях необходимо было чинить в тяжелых зимних условиях флагманский корабль «Санта-Мария-де-ла-Виктория».

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

Хӗллехи тапхӑрта, юпа уйӑхӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗччен ҫул ытларах чухне хупласа хураҫҫӗ.

В зимний период, с октября по май, дорога, как правило, закрыта.

Мӑн Сен-Бернар // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D3%91%D ... 0%B0%D1%80

«Юратмасть вӑл мана», — шутланӑ вӑл хӗллехи вӑрӑм каҫсенче ҫывӑраймасӑр выртнӑ чух.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Вӗсен карапӗ Кронштадтран Петрограда шӑпах Хӗллехи Двореца туртса илнӗ кун штурм умӗн пӗр-икӗ сехет маларах кӑна пырса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Хӑйӗн пурнӑҫӗн иккӗмӗш тапхӑрне вӑл, Балти флочӗн вӑтӑр ҫулхи аслӑ матросӗ, Хӗллехи Двореца штурмланӑ чух пуҫласа янӑ.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Хӗллехи Двореца илнӗ хыҫҫӑнхи сивӗ ире астӑватӑн-и?

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех