Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 2 Езд 9

Пай: Библи –> Ездрӑн иккӗмӗш кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.05 19:28

Пуплевӗш: 24; Сӑмах: 720

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ездра вара Турӑ Ҫурчӗ умӗнчен Елиасив ывӑлӗ Ионан килне кайнӑ, 2. унта вӑл, халӑх ытла та йӗркесӗр пурӑннишӗн кулянса, ҫӑкӑр та ҫимен, шыв та ӗҫмен. 3. Вара Иудейӑра та, Иерусалимра та пӗлтерсе тухнӑ: тыткӑнран таврӑннисене пурне те Иерусалима пухӑнма чӗннӗ; 4. икӗ е виҫӗ кун хушшинче пыманнисем пулсан, аслӑ ҫынсен сучӗ йышӑннипе, вӗсенӗн пурлӑхне туртса илӗҫ, хӑйсене тыткӑнра пулнисен ушкӑнӗнчен уйӑрӗҫ, тенӗ.

5. Виҫӗ кун хушшинче вара тыткӑнра пулнӑ Иудӑпа Вениамин йӑхӗсен ҫыннисем пурте Иерусалима пуҫтарӑннӑ — ку тӑххӑрмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн вуниккӗмӗш кунӗнче пулнӑ. 6. Пӗтӗм халӑх Турӑ Ҫурчӗн картишӗнче шӑнса-чӗтресе ларнӑ — хӗл пуҫланнӑ пулнӑ ӗнтӗ. 7. Ездра тӑнӑ та вӗсене ҫапла каланӑ: эсир саккуна хирӗҫле ӗҫ тунӑ, Израиль ҫылӑхӗсене ӳстерсе, ют халӑхсен хӗрӗсене качча илсе, ҫавсемпе пурӑнатӑр. 8. Эппин, аттемӗрсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине аслӑласа, ҫылӑхӑрсемшӗн ӳкӗнӗр, 9. Унӑн ирӗкне тӑвӑр, ют халӑхсенчен, ютран илнӗ арӑмӑрсенчен уйрӑлӑр! тенӗ. 10. Пӗтӗм ушкӑн кӑшкӑрса ярса, хыттӑн хуравласа каланӑ: эсӗ каланӑ пек тӑвӑпӑр. 11. Анчах ушкӑнӑмӑр йышлӑ, вӑхӑчӗ те хӗллехи вӑхӑт, эпир уҫӑ ҫӗрте тӑма пултараймастпӑр, ӗҫӗ вара пӗр-ик кун хушшинчех тумалли ӗҫ мар, мӗншӗн тесессӗн эпир ку ӗҫре ытла та ҫылӑха кӗрсе пӗтрӗмӗр; 12. ҫавӑнпа та ушкӑн пуҫлӑхӗсене лартса тухмалла, вара пирӗн ялсенче пурӑнакансем, ют халӑх хӗрӗсене качча илнисем, палӑртса хунӑ вӑхӑтра ҫакӑнта 13. ҫав ялсен аслӑ ҫыннисемпе, тӳрисемпе килччӗр — ӗнтӗ ҫак ӗҫе пула хыпса илнӗ Турӑ ҫилли пирӗнтен сирӗлинччӗ, тенӗ.

14. Ҫак ӗҫе вара Асаил ывӑлӗ Ионафан, Феокана ывӑлӗ Езекия хӑйсем ҫине илнӗ, Месуллам, Левис, Савватей вӗсене пулӑшса пынӑ. 15. Тыткӑнран таврӑннисем йӑлтах ҫапла тунӑ та. 16. Ездра священник ӑрусенчен аслӑ пуҫлӑхсене, пурне те ятран, суйласа илнӗ те, вӗсем вара вуннӑмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче ҫак ӗҫе тишкерме пухӑннӑ. 17. Ют халӑх хӗрӗсене качча илнисенӗн ӗҫӗсене пӗрремӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗ тӗлне тишкерсе тухнӑ. 18. Ҫавӑнта пухӑннӑ священниксенчен ют халӑх хӗрӗсене качча илнисем ҫаксем тупӑннӑ: 19. Иоседек ывӑлӗ Иисус ывӑлӗсенчен, унӑн тӑванӗсенчен — Мафилас, Елеазар, Иориф тата Иоадан, 20. вӗсем хӑйсен арӑмӗсене уйӑрса яма сӑмах панӑ, ҫылӑхӗсене каҫарттарма сурӑх такисем парне кӳнӗ; 21. Еммир ывӑлӗсенчен — Анания, Завдей, Манис, Самей, Иереил тата Азария; 22. Фесур ывӑлӗсенчен — Елионаис, Массия, Исмаил, Нафанаил, Окодил, Салоя; 23. левитсенчен — Иозавад, Семеис, Колий, вӑлах Калита та, Пафей, Иуда, Иона, 24. юрӑҫсенчен — Елиасав, Вакхур, 25. хапха хуралҫисенчен — Салум, Толван, 26. Израиль халӑхӗнчен вара, Форос ывӑлӗсенчен — Иерма, Иезия, Мелхия, Маил, Елеазар, Асевия, Ванея; 27. Ил ывӑлӗсенчен — Матфания, Захария, Иезриил, Иоавдий, Иеремоф, Аидия; 28. Замаф ывӑлӗсенчен — Елиада, Елеасим, Офония, Иаримоф, Сават, Зералия; 29. Виваий ывӑлӗсенчен — Иоанн, Анания, Иозавад, Амафия; 30. Маня ывӑлӗсенчен — Олам, Мамух, Иедей, Иасув, Иасаил, Иеремоф; 31. Адди ывӑлӗсенчен — Нааф, Моосия, Лаккун, Наид, Матфания, Сесфил, Валнуй, Манассия; 32. Анан ывӑлӗсенчен — Елиона, Асаия, Мелхия, Саввей, Симон Хосамей; 33. Асом ывӑлӗсенчен — Алтаней, Маттафия, Саванней, Елифалат, Манассия, Семей; 34. Вааний ывӑлӗсенчен — Иеремия, Момдий, Исмаир, Иуил, Мафдай, Педия, Анос, Равасион, Енасив, Мамнитанем, Елиасис, Ваннус, Елиали, Сомей, Селемия, Нафания; Езор ывӑлӗсенчен — Сесис, Езрил, Азаил, Самат, Замри, Иосиф; 35. Ефм ывӑлӗсенчен — Мазития, Завадей, Идей, Иуил, Ванея. 36. Ҫаксем пурте ют халӑхсенчен илнӗ арӑмсемпе пурӑннӑ, вӗсене ӗнтӗ ачисемпе пӗрле кӑларса янӑ.

37. Священниксемпе левитсем, Иерусалимпа унӑн ҫӗрӗнче пулнӑ израильсем, вӗсенӗн ывӑлӗсем ҫиччӗмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗ тӗлне хӑйсен вырӑнӗсене вырӑнаҫса тухнӑ. 38. Ӗнтӗ пӗтӗм халӑх пӗр шухӑшлӑн пулса Турӑ Ҫурчӗн тухӑҫ енчи хапхи умне уҫӑ вырӑна пуҫтарӑннӑ, 39. вӗсем Ездра священника, кӗнекеҫӗне Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Моисее панӑ саккуна илсе килме каланӑ. 40. Вара ҫиччӗмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче аслӑ священник пӗтӗм халӑх умне — арҫынсемпе хӗрарӑмсем, мӗнпур священник умне — вуласа памашкӑн саккун илсе тухнӑ, 41. Турӑ Ҫурчӗн хапхи умӗнчи уҫӑ вырӑнта ӑна иртен пуҫласа кӑнтӑрлаччен арҫынсемпе хӗрарӑмсем умӗнче вуланӑ, пӗтӗм халӑх саккуна тӑнланӑ. 42. Ездра — священник, кӗнекеҫӗ — йывӑҫран тунӑ ҫӳллӗ вырӑна тӑнӑ; 43. сылтӑм енче унпа юнашар Маттафия, Саммус, Анания, Азария, Урия, Езекия, Ваалсам тӑнӑ; 44. сулахай енче Фалдей, Мисаил, Мелхия, Аофасув, Навария, Захария тӑнӑ. 45. Ездра саккун кӗнекине пӗтӗм халӑх умӗнче илнӗ те питӗ чыслӑн ӑна вулама ларнӑ; 46. вӑл саккуна ӑнлантарнӑ чухне пурте ура ҫинче тӑнӑ; ӗнтӗ Ездра Ҫӳлти Ҫӳлхуҫа Турра, Саваоф Турра, Пурне те Тытса Тӑракана тав тунӑ. 47. Пӗтӗм халӑх: аминь! тесе кӑшкӑрнӑ, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе, ҫӗре ӳксе, Ҫӳлхуҫана пуҫҫапнӑ. 48. Иисус та, Анниуф та, Саравия та, Иадин та, Иакув та, Саватия та, Автея та, Меанна та, Калита та, Азария та, Иозавад та, Анания та, Фалия та, левитсем те халӑх умӗнче Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентсе тӑнӑ, мӗн вуланине ӑнлантара-ӑнлантара Турӑ саккунне вуланӑ.

49. Атфарат вара Ездрӑна — аслӑ священника, кӗнекеҫӗне — тата халӑха вӗрентсе тӑнӑ левитсене ҫапла каланӑ: 50. ҫакӑ куна Ҫӳлхуҫана халалланӑ, ӗнтӗ пурте саккуна йӗрсе итлесе тӑчӗҫ; 51. халӗ кайӑр та тутлӑ ҫийӗр, пылак ӗҫӗр, чухӑнсене кучченеҫ ярса парӑр, 52. ӗнтӗ ҫакӑ куна Ҫӳлхуҫана халалланӑ, ан хурланӑр, Ҫӳлхуҫа сире мухтава кӑларӗ, тенӗ. 53. Ҫавӑн пекех левитсем те халӑха: ку сӑваплӑ кун, ан хурланӑр, тесе ӳкӗтленӗ. 54. Вара пурте ӗҫме-ҫиме, савӑнма, чухӑнсене кучченеҫ пама кайнӑ, нумайччен хӗпӗртесе савӑннӑ: 55. вӗсем ӗнтӗ пухура вӗрентнӗ сӑмахсене ӑша хывнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех