Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хула тем пысӑкӑш Рыбарицӑ тӑвӗн кӑнтӑр енӗнче чуллӑ чӑнкӑ хысак хӗрринче вырнаҫнӑ (ҫак тӑва кунти ҫынсем Вежен теҫҫӗ), унӑн тӑрри хӗллехи калпакне хывма ӗлкереймен-ха; ешерекен хӗррисенче сурӑх тапӑрӗсем чарӑннӑ вырӑнсем хуралса палӑраҫҫӗ, унта-кунта румынсен куҫса ҫӳрекен кӗтӗвӗсем курӑнкалаҫҫӗ.
XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пӳртре кӗтӳҫӗсем пурӑнаҫҫӗ, кунта вӗсем хӗллехи вӑхӑтра та выльӑх пӑхаҫҫӗ.В избушке жили пастухи, которые стерегли стада на зимнем пастбище.
XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Туссем малалла утрӗҫ, вӗсем хӗллехи ту илемне пӑхса савӑнма вӑхӑтран вӑхӑта чарӑнкаларӗҫ, анчах сӑмах-юмах пулмарӗ.
XXXIV. Ҫил-тӑман // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӗллехи вӑхӑтра пӗр-ик эрнелӗхе ҫак трактирте ҫын пулмасть: вӑл вӑхӑтра ҫӳрекенсем ҫук, Римӑн авалхи аслӑ ҫулне хаяр ҫил-тӑман кӗрт хыва-хыва каять те, Балкан тӑвӗ урлӑ каҫакан ҫул пӗр палӑрми пытанать.
XXX. Шапӑлти пӗлӗш // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӗллехи Микула умӗн ик кун малтан эпир Иван Бошнаковпа Босние кайрӑмӑр.Отправились мы с Иваном Бошнаковым в Боснию, дня за два до зимнего Николы.
VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Шанчӑк пӗтӗмпех ҫухалсан, хӗллехи пекех юр ҫуса кайрӗ, унпа ӑшӑ ҫанталӑк мар, лайӑх сивӗ ҫанталӑк килчӗ; тӳпе ҫап-ҫутӑ, каҫ питӗ лайӑх пулать — пикник!
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Виҫӗмҫул та, иртнӗ ҫул та вӗсен ҫапла иртсе кайрӗ, кӑҫалхи хӗлле те ҫаплах иртсе кайрӗ темелле ӗнтӗ, юр ирӗлме тытӑнчӗ, Вера Павловна вара: «Хуть тата пӗр хӗллехи пикник тума пӗр сивӗ кун пулӗ-ши?» — тесе ыйтать, ун ыйтӑвӗ ҫине вара никам та ответлеме пултараймасть, кунӗсем ҫеҫ пӗрин хыҫҫӑн тепри иртеҫҫӗ, ӑшӑтсах пырать, пикник тума май пулас шанчӑк вара кунсерен пӗтсе пырать.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Катя юсанма пуҫлать, старик пачах лӑпланса ҫитет, мӗншӗн тесен тухтӑр, ывӑнса ҫитнисӗр, вӑй пӗтсе килнисӗр пуҫне нимле хӑрушӑ япала та тупаймасть, Катьӑн хӗллехи пурнӑҫӗ ӑна чӑнах та ывӑнтарса ҫитерме пултарни ҫинчен ӑнлантарса парать, — кашни каҫах икӗ сехетчен, виҫҫӗччен, час-часах пиллӗкчен те ҫывӑрман-мӗн лешӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кӑштах вӑхӑт иртсен акӑ, хӗлле, кунта ҫынсем улшӑнсах тӑрӗҫ, хӗллехи ҫанталӑкра уҫӑлса ҫӳреме юратакан, темиҫе кун хӗллехи пек пурӑнса пӑхас текен ҫынсен пӗчӗк ушкӑнӗсем киле-киле кайӗҫ».
9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пур ҫӗрте те вара кӑнтӑрта ӳсекен йывӑҫсемпе чечексем; пӗтӗм ҫурт ҫав тери пысӑк хӗллехи сад пулса тӑрать.И повсюду южные деревья и цветы; весь дом — громадный зимний сад.
8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ами, капӑр урисемпе вӗттӗн-вӗттӗн пусса, ҫурхи шыв кӳлленчӗкӗ тавра чупать, чупнӑ ҫӗртех темскер сӑха-сӑха илет, аҫи ун хыҫҫӑн чупать, унтан кӑштах чарӑнса тӑрса, пӑрт-парт ҫаврӑна-ҫаврӑна илет, сӑмсине, усӑнчӑк пӗсехине ҫӗре тивертес пекех пуҫне тайса, ҫине тӑрсах кӑлтӑртатать, вара, хӳрине сарса пӑрахса, хӗллехи пекех сивӗ ҫӗр ҫине ӳке-ӳке йӑпшӑнса, каллех хӑвалама пуҫлать.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Карчӑк алӑк урати тӗлӗнче урайӗнче выртнӑ, хӗллехи кунсенчех ӑнсӑртран кӑмака сакки ҫине выртса юлнӑ кивӗ сӑран алсана вӑл шӑлсӑр ҫӑварӗпе чӑмласа пӗтернӗ.
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Анчах ҫапах та халлӗхе ҫеҫенхирте пурнӑҫ чӗрӗлсе хускални сахал палӑрать-ха, сӑвӑрсемпе тыркассем хӑйсен хӗллехи ыйхинчен вӑранса тухайман; тискер кайӑксем вӑрмансене, ҫырма-ҫатрасене тарса пытаннӑ, сайра-хутран кӑна кивӗ хытхурасем хушшинче хирти шӑши йӑпӑртатса чупса иртет е чӗпӗ кӑларма мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн уйрӑлса кайнӑ хир чӑххисем кӗрхи калча ҫинелле вӗҫсе анаҫҫӗ.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Акӑ, хайхискер, хӑйӗн ҫурӑк чӗрнеллӗ урисемпе ҫулсем тӑрӑх та, суха касси тӑрӑх та питӗ нумай такӑрласа, плуг е вӑрӑм урапа сӗтӗрсе, ҫулла та, хӗллехи сивӗсенче те Кондрат ӗҫне лайӑх туса пынӑ вӑкӑр ӳссе ҫитӗнчӗ.
10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Текех ӗнтӗ вӑл хӗллехи сенкер ирсенче ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах йӗлтӗр ҫине тӑрса Стожартан шкулалла вӗҫтереймӗ.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫӗре вӑл, шӑпӑрпа шӑлнӑ пекех, ун ҫинчен хӗллехи вӑрӑм ыйхине хӑваласа ячӗ, унтан пӗтӗм тавралӑх чӗрӗлчӗ, ешерчӗ, ӳсентӑрансем васкасах хунама пуҫларӗҫ.
11-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Семушкин та, пӗр вырӑнта тапӑртаткаласа тӑнӑ хыҫҫӑн, ыттисемпе пӗрле хӗллехи ҫулпа утрӗ.Семушкин потоптался на месте и тоже поплелся следом за всеми по зимней тропе.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Каҫса каятпӑр, — терӗ те Санька хӗллехи ҫул ҫинелле пӑрӑнчӗ.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӳлӗмре пӗртен-пӗр ҫурта тӗксӗммӗн ҫунать, ӑна та пулин хӗллехи е кӗркуннехи каҫсенче кӑна ҫутаҫҫӗ.В комнате тускло горит одна сальная свечка, и то это допускалось только в зимние и осенние вечера.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӗллехи вӑрӑм ҫӗр пуҫланать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956