Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑрса (тĕпĕ: хӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑрса татӑлса ӳксен?..

Или отсохнет?..

Слива вӑрри // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 79–83 с.

Чӳречерен пӑхрӑм та тӗлӗнсе хытса кайрӑм: пӗри юлмиччен хӑрса кайнӑ йывӑҫсем чӗрӗлнӗ!

Я выглянул в окно и застыл от удивления: засохшие деревья ожили, все до единого!

Хӑна хӗр // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 33–37 с.

— Пӗлессӳ килсен, хӑрса ларман вӑл.

— Если хочешь знать, оно не засохло.

Симӗс тус // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 3–8 с.

— Ҫав хӑвӑн ҫирӗппӳпе хӑрса хытса кайнӑ та эсӗ, — терӗ йӗплесе Ильинична.

— Через эту твою твердость ты и высох весь, — язвительно сказала Ильинична.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анса ларакан кальсонне аллипе тытса, курпунне кӑларса, типсе хӑрса кайнӑ вӑрӑм туналлӑ урисене хӑюсӑррӑн ийкелесе пусса, Григорий пӳлӗм тӑрӑх аялти кӗпе-йӗм вӗҫҫӗн уткаласа ҫӳрерӗ, ларнӑ чухне вара, ӳкесрен шикленсе, аллипе кашнинчех мӗнрен те пулин тытма тӑрӑшрӗ.

Григорий ходил по комнате в одном нижнем белье, придерживая рукой сползающие кальсоны, сгорбясь и несмело переставляя высохшие голенастые ноги, а когда садился, то непременно хватался за что-нибудь рукой, боясь упасть.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сӑн-пит юхса тухӗ, пӗтӗмпе типсе хӑрса кайӑп, чӗрӗ ҫӗртенех ҫӗрсе пырӑп…

Красота моя пропадет, высохну вся, живьем буду гнить…

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пушар хыҫҫӑн хӑрса ларнӑ ватӑ улмуҫҫи ҫинче тӗкӗсене тӑратнӑ пӗччен шӑнкӑрч ларать.

На старой засохшей после пожара яблоне одиноко сидел нахохлившийся скворец.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Аллӑм хӑрса ӳкмӗ-ха!

— Не отвалятся руки-то!

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— …Уншӑн хуйхӑрса типсе хӑрса кайрӗ, урӑх пурнӑҫӗ те ҫук унӑн.

— …Высохла по нем, и иной окромя нету ей жизни.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Казаксем хуҫӑлса хӑрса ларнӑ чӑрӑш айне выртрӗҫ, табак туртса ячӗҫ; урядник бинокльтен куҫне те илмест.

Казаки лежали под сломленной засохшей сосной, курили: урядник глаз не отрывал от бинокля.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вилтӑпри ҫинче ларакан хӗрес тайкаланса илчӗ, унтан вара хуллен кӑна типсе хӑрса кайнӑ виле тухса тӑчӗ.

Крест на могиле зашатался, и тихо поднялся из нее высохший мертвец.

II // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Унти лаврӑра вӑл пӗр монашкӑна курнӑ-мӗн, хӑй йӑлтах типсе, хӑрса кайнӑ, тет, шӑмми ҫеҫ тӑрса юлнӑ, тет.

что видел в лавре монахиню, всю высохшую, как скелет,

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ал-ура хӑрса лартӑр, эхер те эпӗ хӑҫан та пулин мӗн те пулин вӑрланӑ пулсан. Анненне хӑймаллӑ хуран куклисем вӑрланисӗр пуҫне, ӗмӗрне вӑрласа курман. Вӗсене те пулин вунӑ ҫулхи ача чух вӑрланӑ».

Чтобы мне отсохнули руки и ноги, если что-нибудь когда-либо крал, выключая разве вареники с сметаною у матери, да и то еще когда мне было лет десять от роду.

XII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Неушлӗ вӗсем ҫак хурӑнсене те касасшӑн? — шухӑшларӗ вӑл тарӑхса. — Аллисем хӑрса ларасчӗ, йӗксӗксен, чӑнах та!

«Неужто и эти хотят свалить? — подумал он негодующе. — Отсохли бы у них руки, у немтырей этих, право слово!

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Валеҫме тытӑнсан, пирӗн пурин те алӑсем хӑрса типсе кайӗҫ.

У нас у всех руки отсохнут, если начнем делить.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Кайран вара темӗнле урӑх, инҫетри сасӑпа: — Хӑрса типсе каятӑп эп, Андрей, сансӑр, — терӗ.

Затем сказала не своим, далеким голосом: — Засохну я, Андрей, без тебя.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

«Эх, ҫутӑ тинӗс, мӗн пирки ятлаҫнӑ-ха вӗсем?» шухӑшларӗ вӑл, хӑрса кайнӑ хӑяр йӑранӗсем урлӑ утнӑ хушӑра.

«Эх, и что ж они поругались-то?» — подумал он, шагая через посохшие огуречные гряды.

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Кӑнтӑрла пӗр ҫӳлӗ пӗчӗк сӑрт тӑррине ҫитсе чарӑнсан, хӑрса кайнӑ курӑксем хушшинче Андрей яшт чӑсӑлса тӑчӗ те куҫӗсене аран уҫкаласа тавралла пӑхса илчӗ.

В полдень, остановившись на вершине высокого холма, Андрей выпрямился во весь свой рост и с усилием огляделся вокруг.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫук, эп хӑрса ларман-ха.

Нет, я не засох.

XVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Эсӗ мана хӑрса ларнӑ тесе шутлатӑн-им?

Ты думаешь, я засох!

XVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех