Шырав
Шырав ĕçĕ:
17. Израиль Ҫутийӗ вут-кӑвар пулӗ, унӑн Святойӗ ҫулӑм пулӗ — унӑн йӗплӗ тӗмӗпе ҫумкурӑкне пӗр кун хушшинчех ҫунтарса-ҫӑтса ярӗ; 18. унӑн мухтавлӑ вӑрманӗпе йывӑҫ пахчине ӳте, пурӑнӑҫа пӗтернӗ пек пӗтерӗ; вара вӑл хӑрса кайса вилекен пекех пулӗ.
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ах, Иерусалим, сана манас пулсассӑн, сылтӑм аллӑм хӑрса лартӑр; 6. сана асӑмран ярсассӑн, хам савӑннӑ чухне пуринчен ытла Иерусалима асӑнмасассӑн чӗлхем пыр тӗпне ҫыпӑҫӑнса лартӑр.
Пс 136 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Аялта тымарӗ типсе ларӗ, ҫӳлте турачӗсем хӑрса кайӗҫ.
Иов 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Сирӗн чӗрӗ юлнӑ ҫыннӑрсен чӗрине тӑшманӗсен ҫӗрӗнче шиклӗ тӑвӑп, вӗсем ҫулҫӑ чӗтӗренине илтсессӗн те тарма пуҫлӗҫ, хӑйсене хӗҫпе хӑваланӑран тарнӑ пек тарӗҫ; никам хӑваламасӑрах ӳксе пӗтӗҫ, 37. хӗҫ касса ӳкернӗ пек, пӗр-пӗрин ҫине такӑнса ӳкӗҫ, никам хӑваламан чухнех ҫапла ӳкӗҫ, тӑшманӑрсене хирӗҫ тӑма сирӗн хал ҫитеймӗ; 38. эсир ҫав халӑхсем хушшинче вилсе пӗтетӗр, сире хӑвӑр тӑшманӑрсен ҫӗрӗ ҫӑтса ярӗ; 39. сирӗн чӗрӗ юлнӑ ҫыннӑрсем хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсене пула хӑвӑр тӑшманӑрсен ҫӗрӗнче хӑрса пӗтӗҫ; хӑйсен ашшӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене пула хӑрса пӗтӗҫ.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.