Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пс 136

Пай: Библи –> Псалтирь

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.16 22:14

Пуплевӗш: 9; Сӑмах: 104

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

[Давидӑн.]

1. Вавилон шывӗсем хӗрринче, —
эпир ҫавӑнта лараттӑмӑр, —
Сиона аса илсе йӗреттӗмӗр;
2. хамӑр арфӑсене
унти хӑвасем ҫине ҫакса хураттӑмӑр.

3. Ҫавӑнта пире тыткӑнра тытакансем
пире юрлама хушатчӗҫ,
пире хӗсӗрлекенсем хӑйсене савӑклантарма хушатчӗҫ:
«Сион юррисене юрласа кӑтартӑр-ха пире» теетчӗҫ.

4. Ют ҫӗршывра
Ҫӳлхуҫа юррисене пирӗн епле юрлас-ха?

5. Ах, Иерусалим, сана манас пулсассӑн,
сылтӑм аллӑм хӑрса лартӑр;
6. сана асӑмран ярсассӑн,
хам савӑннӑ чухне
пуринчен ытла Иерусалима асӑнмасассӑн
чӗлхем пыр тӗпне ҫыпӑҫӑнса лартӑр.

7. Эй Ҫӳлхуҫа, Эдом ывӑлӗсене
Иерусалим кунне аса илтерсемччӗ,
вӗсем ун чухне: «аркатӑр,
тӗпӗ-йӗрӗпех аркатӑр» тесе тӑчӗҫ.

8. Эй Вавилон хӗрӗ, эй тустаруҫӑ!
пире ҫапла тунӑшӑн
сана тивӗҫлипе тавӑраканӗ телейлӗ!

9. Санӑн ачу-пӑчуна тыта-тыта
чул ҫумне ҫапса вӗлерекенӗ телейлӗ!

Мухтав:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех