Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑпараҫҫӗ (тĕпĕ: хӑпар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тен, вӗсем халь Лещаны ялӗ патне ҫитнӗ пулӗ, тен, ҫырмана анаҫҫӗ, е сукмак тӑрӑх сӑрталла хӑпараҫҫӗ пулӗ, тесе шухӑшланӑ.

Что, может, они уже около Лещан, может, уже спускаются в овраг или взбираются по тропинке в гору.

IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Ҫывхарса пыракан буксира курсан, шӑркалчӑ кӑвакалсем пӗрин хыҫҫӑн тепри сывлӑшалла питӗ хӑвӑрт вӗҫе-вӗҫе хӑпараҫҫӗ.

Чирки, завидев приближающийся буксир, один за другим стремительно взвивались в воздух.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пӑр ванчӑкӗсем таҫта ҫити вирхӗнсе хӑпараҫҫӗ, вӗсем асамат кӗперӗн тӗсӗсемпе йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Крошки льда взлетали высоко, в них то и дело вспыхивали радуги.

Хирӗҫлӗхсен пӗрлӗхӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ҫу шӑрӑхӗ халӗ тӳрех тусене ҫапать, ҫавӑнпа вӗри сывлӑш юхӑмӗ тӑрӑх ӑмӑрткайӑксем майӗпен тӳпене хӑпараҫҫӗ.

Летний зной ударял теперь прямо в горы, и по горячим токам воздуха медленно поднимались в вышину орлы.

XXII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Анатран улӑхакан пӑрахутсем пирӗнтен чылай аякран иртсе каяканччӗ, ӑшӑхлӑхсенчен пӑрӑнса, чӑнкӑ ҫыран айӗпе лӑпкӑн юхакан шыв тӑрӑх хӑпараҫҫӗ вӗсем; анчах ҫакӑн пек тӗттӗм ҫӗрсенче вӗсем фарватерпа, юхӑма хирӗҫ пыраҫҫӗ.

Обыкновенно низовые пароходы проходили далеко от нас; они огибают отмели и, чтобы не бороться с течением, ищут тихой воды под высоким берегом, но в такие ночи они идут прямо по фарватеру против течения.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Каҫсерен тӳпене сывлӑш ҫулне пӳлмелли аэростатсем хӑпараҫҫӗ.

По вечерам в небо поднимались аэростаты воздушного заграждения.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Пурте лутра сӑрт тӑррине ҫӗлен пек авкаланса хӑпаракан сукмак тӑрӑх ерипен хӑпараҫҫӗ.

Они медленно взбирались по тропинке, которая змеевидно поднималась к вершине холма.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кӑвак тӗслӗ шултӑра кӑвакарчӑнсемпе хӗрлӗ ҫӗлӗклӗ шӑнкӑрчӑсем туземецсем ҫывхарнине курсанах сывлӑшалла ҫӗкленсе хӑпараҫҫӗ.

Крупные голуби с оперением металлического цвета и скворцы с красными хохлами взвивались в воздух при приближении туземцев.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хӗвеланӑҫӗнчи сӑртсем чӑнкӑ хӑпараҫҫӗ, вӗсем ҫинче нимӗн те ӳсмест; ҫурҫӗр енче инҫетре — йывӑҫсем ӳсекен темиҫе сӑрт курӑнаҫҫӗ; хӗвелтухӑҫӗнче — тӳрем вырӑн сарӑлса выртать, унӑн тӑрӑх ҫӗлен пек авкаланса ҫул иртет, ҫав ҫулӑн икӗ айӑккипе йывӑҫсем лартса тухнӑ; кӑнтӑрта — вӑрман тепӗр енче — вулкан конусӗсем мӑнаҫлӑн курӑнса лараҫҫӗ; тепӗр чухне океанри циклонсенчен те кая мар ашкӑнакан тӑвӑлсемпе чӗтренекен шывсен анлӑшӗ ҫакӑнта пӗтет.

На западе — голые вершины, отвесно уходящие в небо; на севере, в отдалении — несколько вершин, покрытых лесом; на востоке — широкая равнина, по которой змеится дорога, обсаженная по сторонам кустами; на юге — за полосой леса — величественные вулканические конусы, замыкающие эту обширную водную площадь, иногда потрясаемую бурями, не уступающими в ярости океанским циклонам.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Маршӑн пуҫламӗш сассисем вӗҫсе хӑпараҫҫӗ.

Взлетают первые звуки марша.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Корчагина хирӗҫ картлашка тӑрӑх темиҫен хӑпараҫҫӗ.

Навстречу Корчагину по лестнице поднималось несколько человек.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Кӗпер ҫине ывӑнса ҫитнӗ, шӑрӑхпа аптранӑ ҫынсем хӑпараҫҫӗ.

На мост поднимались вялые, изнемогающие от жары люди.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ӑна итлекенсем ытармалла мар банкси йывӑҫӗ ҫумне вырнаҫрӗҫ, сигар тӗтӗмӗсем сывлӑшра ункӑланса шуралаҫҫӗ; вӗсем ҫӳлелле явкаланса хӑпараҫҫӗ те ҫӑра йывӑҫ ҫулҫисем хушшинче ҫухалса каяҫҫӗ.

Его слушатели уселись у подножья великолепной банксия; в воздухе забелели кольца сигарного дыма; они подымались вверх и исчезали в густой древесной листве.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Сарӑ кайӑксем, чекан-каменщиксем лилий тураттисен хушшинче парӑлтатса вӗҫеҫҫӗ, чарлансем пулӑ тытма вӗҫсе анаҫҫӗ те, каллех ҫӳлеллех хӑпараҫҫӗ, сенкер пуҫлӑ попугайсем, асамат кӗперӗн мӗнпур илемлӗхӗпе ялтӑртатаканскерсем, тата пурпур пуҫлӑ та сарӑ мӑйлӑ пӗчӗк рошильсемпе хӗрлӗ кӑвак тӗслӗ лорисем кӑна камед йывӑҫҫисем ҫинче чарӑна пӗлмесӗр хӑлхана йӑлӑхтаракан саспа шаклаттарса лараҫҫӗ.

Иволги, чеканы-каменщики порхали между стеблями лилий, чайки бросали рыбную ловлю и улетали, и только синеголовые попугаи, сверкающие всеми цветами радуги, маленькие рошилы, с пурпурной головкой и жёлтым горлышком и лори с красно-синим оперением продолжали свою оглушительную болтовню на верхушках камедных деревьев.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Республика Польша фронтӗнче хӑйӗн мӗнпур вӑйне пухса ҫапӑҫнӑ хушӑра Врангель полкисем кӑнтӑртан ҫурҫӗрелле, Днепр тӑрӑх, Екатеринослав кӗпӗрни енне хӑпараҫҫӗ.

И в то время, когда республика напрягала все силы на польском фронте, врангелевцы продвинулись с юга на север, вдоль Днепра, пробираясь к Екатеринославской губернии.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Суйккапа Павлик ҫырмаран хӑпараҫҫӗ.

От реки идут Павлик и Зойка.

Виҫҫӗмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн йывӑҫ турачӗсем ҫумне кӑкарнӑ ҫерҫисене ирӗке яраҫҫӗ те лешсем савӑнӑҫлӑн чӗвӗлтетсе пӗлӗтелле вӗҫсе хӑпараҫҫӗ.

При этих словах все воробьи, что были привязаны к веткам, были отпущены на свободу и с громким и благодарным щебетом вспорхнули в небо и полетели ввысь.

Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.

Каярахпа вара, ирхине амӑшӗ нартлатсанах — чӗпписем ун ҫурӑмӗ ҫине хӑпараҫҫӗ те урайне сикеҫҫӗ.

И пошло: чуть только крякнет утром Дуся, все утята к ней на спину и потом валятся вниз.

«Хайлавҫӑ» // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 10–14 с.

Ман умра шурӑ ҫӳҫлӗ ачасем шывран кӑларса ӳпӗнтернӗ киммӗн сӑмалаллӑ хырӑмӗ ҫине упалене-упалене хӑпараҫҫӗ.

Передо мною белоголовые мальчишки карабкались по бокам лодки, вытащенной на берег и опрокинутой насмоленным брюхом кверху.

I // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Пирӗн дача улпутӑн икӗ колоннӑллӑ, икӗ лутра флигеллӗ йывӑҫ ҫуртӗнчеччӗ; сулахайри флигелӗнче обойсем тӑвакан пӗчӗкҫеҫ фабрикӑччӗ, эпӗ унта пӗрре мар кӗрсе курнӑ: ырхан та тӑрмаланчӑк ҫӳҫ-пуҫлӑ вунӑ ача йывӑҫ рычаксем ҫине сиксе хӑпараҫҫӗ те тӑватӑ кӗтеслӗ прессене пусараҫҫӗ, ҫапла вӗсем хӑйсен кӑптӑрмӑш кӗлеткисен йывӑрӑшпе тӗрӗллӗ хут листисем ҫапса кӑлараҫҫӗ.

Дача наша состояла из деревянного барского дома с колоннами и двух низеньких флигельков; во флигеле налево помещалась крохотная фабрика дешевых обоев… я не раз хаживал туда смотреть, как десяток худых и взъерошенных мальчишек в засаленных халатах и с испитыми лицами то и дело вскакивали на деревянные рычаги, нажимавшие четырехугольные обрубки пресса, и таким образом тяжестью своих тщедушных тел вытискивали пестрые узоры обоев.

I // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех