Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ушкӑнӑн-ушкӑнӑн вӗҫҫе килеҫҫӗ, те вӗсем пирӗн салтаксем вырнаҫнӑ тӗле ҫӑхан пек чӑма-чӑма анаҫҫӗ, унтан татах вӗҫсе хӑпараҫҫӗ.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тӑсӑлса, явӑнса ӳсекен тем пысӑкӗш ӳсентӑрансем — лианӑсем мӑн канат пек пӗр йывӑҫ ҫинчен тепӗр йывӑҫ ҫине куҫса пыраҫҫӗ, йывӑҫсенӗн тунисем тавра явӑна-явӑна тӑррине ҫитех хӑпараҫҫӗ те унтан аялалла ҫӗре ҫитес пекех ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
Тропик вӑрманӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Совет Союзӗнче ҫулсерен темиҫе пин турист чи ҫӳллӗ ту тӳписем ҫине хӑпараҫҫӗ.Тысячи пролетарских туристов в СССР взбираются ежегодно на высочайшие вершины гор.
Ту ҫине хӑпарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Экскурсантсем умлӑн-хыҫлӑн утса трап тӑрӑх хӑпараҫҫӗ, унтан, ҫӗре ансан, вӑрахчен самолетсем умӗнче куҫӗсене каҫӑртса тӑраҫҫӗ — хӑйсем питӗ пӗчӗккӗн курӑнаҫҫӗ, Гулливер умӗнче лилипутсем тӑнӑ пекех…
18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Нар сӑрчӗ патнех явӑна-явӑна хӑпараҫҫӗ симӗссӗн-кӑваккӑн, шуррӑн курӑнакан хумсем.
XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Арҫынсем тимӗрҫ лаҫҫинчен хӑпараҫҫӗ пулмалла.
XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Леопардсем пӗр йывӑрлӑхсӑр йывӑҫ ҫине хӑпараҫҫӗ.
«Леопардсем пӗр йывӑрлӑхсӑр йывӑҫ ҫине хӑпараҫҫӗ...» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/251
Ҫырма леш енче ферма ҫутисем хура кӑвак тӳпене юпа пек хӑпараҫҫӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Ҫав чӗнтӗр айӗнчен ҫӳлелле, икӗ еннелле, ҫутӑ сарӑ тӗслӗ ансӑр хӑмасем хӗвел пайӑркисем пек хӑпараҫҫӗ те ҫивитти хӗррине тӗрлӗ-тӗрлӗ ҫеҫкесен, пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ ункӑсемпе тӳр кӗтессен ҫурма кӑшӑлӗ айӗнче ҫухалаҫҫӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
…Ҫаврака кӳлӗ хускалмасӑр, сас кӑлармасӑр тӗлӗрет, хушӑран кӑна пӗр ҫӗрте хӑмӑш чӑштӑртатса илет, тата шыв тӗпӗнчен пӗчӗк хӑмпӑсем хӑпараҫҫӗ.
Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.
Питӗ ансат вӗт-ха: ҫула май каякан машинӑпа Хусана ҫитеҫҫӗ, унта хӑйсен ҫимӗҫӗсене сутаҫҫӗ те каялла пӑрахутпа хӑпараҫҫӗ.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Хирсем тӑрӑх пӗлӗте ҫити тусан юписем пӗтӗрӗнсе хӑпараҫҫӗ.
Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Вӗсем, юр ӑшне пута-пута, ирӗке савӑннӑскерсем, ту ҫине ӑнтӑлса хӑпараҫҫӗ.
Кӗтӳ кӗтни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Акӑш-макӑш, асар-писер вут ҫулӑмӗсем чӑнах та хуран тавра тӗпсӗр ханкӑртан явӑнса-амаланса, пал-пал пӑрлатса хӑпараҫҫӗ те кашкӑр чӗлхиленсе тӗпсӗр тӳпенелле тӑсӑлаҫҫӗ; хурантан вара ҫухӑракан, йынӑшакан, кӑшкӑракан, макӑракан, тӗнчене те чӗрене ҫурасла, хӑлхана та ҫӑт хупласа хурасла сасӑсем янӑраса тӑраҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хуран айӗнчен, таҫти тӗпсӗрлӗхрен (ҫичӗ ҫӗр миннинчен пуль?), йӗри-таврах акӑш-макӑш ҫунакан вут ҫулӑмӗсем, вӗсен йӑлхахӗсем пал та пал палкаса-явӑнса, виркӗнсе те сирпӗнсе, карласа та ҫатӑртатса хӑпараҫҫӗ те пӗлӗтелле вӑнн! вӑнн! вайкӑнса, кӑраланса тӑсӑлаҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Мӑшлаткаласа, сӑмсисемпе нӑшлаткаласа, юр ашса, тӗмеске тӑррине мӗшӗлтисем чакаланкаласа, ҫӑмӑллисем вашкӑнса хӑпараҫҫӗ те пӗрисем урисемпе, теприсем купарчисем ҫине ларса, виҫҫӗмӗшӗсем пӗр-пӗринпе «пуйӑсланса» ҫыхӑнса, айкашса, ихӗрсе, лӑри-лари, ҫӑри-ҫари ҫуйхашса ярӑнса, аялалла вайкӑнаҫҫӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Апла пулсан ку аманнисене Хусан патӗнчен турттарса хӑпараҫҫӗ, урӑх ниҫтан та мар.
4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хыпса ҫӗклесе хӑпараҫҫӗ те чуллӑ тӗле пӑрахаҫҫӗ, рак хуранӗ вара ҫурӑлса каять, лӗчӗркки тухса ӳкет.
Ула курак меслечӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 22–23 с.
Темӗнле чылай пысӑк муклашка пекскерне ҫыртса хыпаҫҫӗ те вӗҫсе хӑпараҫҫӗ, анчах муклашки ҫӗре ӳкет, куракӗсем вара каллех ҫав муклашка ӳкнӗ тӗле анса лараҫҫӗ, темскере турта-турта ҫиеҫҫӗ.
Ула курак меслечӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 22–23 с.
Пӗрисем ун патне, ӑмӑрт кайӑк пек, пӗрре ҫунат сулнипех ҫӗкленеҫҫӗ; теприсем, салтак хырӑмпа шунӑ пек, хуллен хӑпараҫҫӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.