Шырав
Шырав ĕçĕ:
Парнеленӗ ҫаплах хӑйӗн варлине патша Ливи тӑвӗсен аркинчи вӑрмансенче чи малтан ҫурӑлакан ҫурӑм ути чечекӗсем евӗр аметистсене, — ҫиле чарса лартакан, ҫилле ҫемҫетекен, ӳсӗрӗлесрен сыхлакан, тискер кайӑксене тытнӑ чух пулӑшакан тӗлӗнмелле вӑй-хӑватлӑ аметистсене; юратура телей паракан, мӑшӑрсен харкашӑвне пусӑрӑнтаракан, патша тарӑхӑвне сирсе яракан, лашана алла вӗрентнӗ вӑхӑтра тата сутнӑ чух ӑнӑҫу кӳрекен Персеноль бирюзине; кушак куҫне те — хӑй хуҫин пурлӑхне, ӑстӑнӗпе сывлӑхне сыхлаканскере; шупка, ҫыран таврашӗнчи тинӗс шывӗ евӗр кӑвакрах симӗс вериллие те — куҫа шур илесрен тата юхан-суранран хӳтӗлекен хатӗре, ҫулҫӳренсен ырӑ юлташне; нумай сӑрлӑ ахах та — ӑна хӑй ҫумӗнче тытакан тӑшмансен каварӗнчен хӑрамасть тата ҫӗр кисреннӗ чухнехи хӑрушлӑхран сыхлӑхлӑ; нефрита та — аҫа ҫапассине сирекен кӑчкӑ чулне; симӗсрех панулми тӗслӗ, тӗксӗмрех ҫутӑ онихие те — хуҫине вутран тата ухмаха тухасран хураллаканскере; тискер кайӑксене чӗтреве ертекен ясписа та; калаҫу хитрелӗхне ӳстерекен хура чӗкеҫ чулне те; йывӑрлӑ хӗрарӑмсем хисеплекен ӑмӑрткайӑк чулне те, чӗпписем тухас вӑхӑт ҫитсен, хайсен йӑвисене хураҫҫӗ ӑна ӑмӑрткайӑксем; пӗчӗк хӗвелсем евӗр ҫиҫекен, Офиртан илсе килнӗ заберзата та; ылттӑн пек сарӑ хрисолта та — сутуҫӑсемпе вӑрӑсен тусне; патшасемпе вӗсен арӑмӗсем юратакан сардоникса та; хӑмла ҫырли тӗслӗ лигирие те: пуриншӗн те паллӑ, стена витӗрех курма пултаракан ҫивӗч куҫлӑ ҫӳлевӗҫсен хырӑмӗнче тупаҫҫӗ ӑна, — ҫавӑнпа та лигирипе ҫӳрекенсем яланах ҫивӗч куҫлӑ пулаҫҫӗ, — кунсӑр пуҫне вӑл сӑмсаран юн кайнине чарать тата тӗрлӗ сурансене, вӗсене чулпа та тимӗрпе амантса туман пулсан, тӳрлетет.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Эпӗ пур, ҫав харпӑрлӑх хуҫине — ҫӗлене унччен малтан пӗр сехет хушши тӗнчери революци ҫинчен тата коммунизм ҫинчен ӑнлантарса ларнӑччӗ!А я гаду-собственнику до этого час говорил про мировую революцию и коммунизм!
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Килнӗ ҫын чӗлпӗрне кил хуҫине тыттарчӗ.
1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Гаврила хӑйне ҫак тӗттӗм шӑплӑхпа тата илемлӗхпе лапчӑнса ларнӑ пекех туйнӑ, ҫакна пула ун хӑвӑртрах хӑйӗн хуҫине курас килнӗ пек пулнӑ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Вӑл хавасланса кайрӗ, хӑйӗн хуҫине унӑн мӗнле те пулин лайӑх сӑмах каласси килчӗ, — хуҫа аван ҫын! — ӑна ҫав тери тутлӑ апат ҫитерет.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Унӑн хӑй хуҫине хӑвӑртрах таврӑнтарасси килчӗ.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Халӑх мӗн тенине пӗлетӗн-и: хуҫине кура таврашӗ, тет.
38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Юлашкинчен хӑнасем пӗр-пӗрне ыталарӗҫ, лайӑх апат-ҫимӗҫ пӗҫернӗшӗн кил хуҫине мухтарӗҫ те картла выляма ларчӗҫ.Гости под конец обнимались, до небес превозносили вкус хозяина и потом сели за карты.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Дворнике е ҫурт управляющине, хуҫине те хӑратмалла пулсан, вӑл яланах улпутпа хӑратать:
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӳлӗм тӑрӑх иртнӗ чух вӑл сӗтеле е пукана, е урипе, е аякӗпе перӗнет, ҫурри уҫӑ алӑка та яланах тӳррӗн пырса кӗреймест, хулпуҫҫийӗпе тепӗр хуппине ҫитсе ҫапӑнать, вара ҫакӑншӑн икӗ хуппине те, е ҫурт хуҫине, е алӑк хупписене тунӑ платнике вӑрҫса тӑкать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ним кӑлтӑксӑр, хӑрамасӑр та ӳпкелешмесӗр, хуҫине ырӑ тӑвас тесе, хӑйне хӗрхенмесӗр тӑрӑшакан Калебсен йӑхӗнчен тухнӑ тарҫӑ-рыцарь мар ӗнтӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Анчах та манӑн мар, сирӗн ӑнлантарма тивӗ: мӗнле лекнӗ эсир ют машинӑна, мӗншӗн ун хуҫине, хисеплӗ гражданина, паллӑ политика деятельне, ҫыхса хунӑ, пистолета ӑҫтан тупнӑ, мӗншӗн ҫын енчӗкне тата хаклӑ телефонне туртса илнӗ?
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Ҫак чаплӑ, пуян ҫынна, тир хуҫине, тӑватӑ монтекристо тытаканскере, Гаврик нихӑҫан та ҫакӑн пек чухӑн пурӑнать пулӗ тесе шутламан.
XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл ӗлӗк циркра наездник пулнӑ теҫҫӗ, анчах вӑл пӗррехинче темӗнле киревсӗр ӗҫшӗн цирк хуҫине хулӑпа питӗнчен ҫапнӑ, тет.
XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Сӳпӗлтетме юратакан мӑйӑхлӑ ҫын тир хуҫине тахҫанах йӑлӑхтарса ҫитернӗ курӑнать.Как видно, хозяину тира уже давно надоел этот усатый болтун.
XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
(Кудлаткӑна дачӑна илсе килмен, вӑл халӗ хуҫине Одессӑра кӗтнӗ.)(Кудлатку не взяли с собой на дачу, и она теперь дожидалась своего хозяина в Одессе.)
III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хӑйсен хуҫине палласа илнӗ пек, пружинӑсем ачашшӑн сасӑ пачӗҫ.Будто узнав хозяйку, ласково и гулко заныв, отзываются пружины.
21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Дюльдяль, хӑйӗн ҫинче хуҫине туйса илсе, илемлӗ пуҫне мӑнаҫлӑн ухса илчӗ, сӑмса ҫунаттисене сарчӗ, хӑлхисене вылятса, вӑрӑм та ҫинҫе кайри урисем ҫинелле ҫӑмӑллӑн усӑнчӗ.
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хамӑра ҫӗр каҫарнӑшӑн, эпӗ ҫурт хуҫине укҫа патӑм.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ ӑна чемодана илсе юлма, лавне каялла яма хушрӑм та хам кил хуҫине чӗнетӗп — сас паракан ҫук, шаккатӑп — хирӗҫ тухакан ҫук…Велев ему выложить чемодан и отпустить извозчика, я стал звать хозяина — молчат; стучу — молчат…
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964